Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сахалӑн вӗсем, анчах та пурин пурнӑҫӗ те ҫавсене пула чӗрӗлсе тӑрать; вӗсем пулмасан, пурнӑҫ пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ, йӳҫсе ларнӑ пулӗччӗ; сахалӑн вӗсем, анчах та вӗсем мӗнпур ҫынна сывлама май параҫҫӗ, вӗсем пулмасан, ҫынсен сывлӑш та пӳлӗнсе ларнӑ пулӗччӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Макар сӑмахпа пӳлӗнсе, икӗ хут ӳсӗрсе илчӗ, хыпаланса ҫапла каларӗ:Макар поперхнулся словом, два раза кашлянул, скороговоркой закончил:
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑкӑра вӑл ҫав тери хытӑ выҫнӑн ҫие пуҫларӗ, ӑна курса Яков Лукичӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ.К хлебу припал он с такой голодной яростью, что у Якова Лукича даже дыхание перехватило.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн каллех сывлӑшӗ ҫитеймерӗ, ҫур сӑмах ҫинчех пӳлӗнсе ларчӗ, вара пӗр минута яхӑнах чӗнмесӗр тӑчӗ.Ему опять не хватило дыхания, осекся на полуслове и с минуту молчал.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халех акӑ… — вӑл калас сӑмахне тупаймарӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ, ҫапах та, хӑйне хӑй аран-аран алла илсе, алтупанӗн тӳрчӗпе пичӗ-куҫӗ ҫинчен ҫилӗм пек ҫыпӑҫакан тарне шӑлкаласа сирчӗ те ҫапла персе ячӗ: — Ыран вӑрлӑх турттарса килетӗп тесе мана халех расписка ҫырса панӑ пултӑр, тата ыранах эсӗ тивӗҫлӗ ҫӗре кайса ларатӑн.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эсӗ те… — Хопровӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ, унӑн кӑкринче, тимӗрҫӗ вӗркӗчӗнчи пек, темскер хӑрӑлтатса илчӗ.И ты… — Хопров задыхался, в широкой груди его хрипело, как в кузнечном мехе.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ, тен, хамӑн ывӑлӑма… — Андрей пӳлӗнсе ларчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса вӑртах сӗтеле тӳртен ҫавӑрӑнса тӑчӗ.Я, может, своего парнишку… — Андрей осекся, оскалив зубы, круто повернулся к столу спиной.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хама валли канлӗ пурнӑҫ ҫапӑҫса илтӗм, тӗрӗс влаҫа хӳтӗлерӗм, вӗсем пур мана карланкӑран… — Титокӑн сасси, пат татӑлнӑ пек, сасартӑках пӳлӗнсе ларчӗ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Андрей хуралса кайрӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Санькӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗри, пӑчӑ утӑ ачасене хупласа хучӗ, ҫутӑ пӗтрӗ, сывлӑш пӳлӗнсе ларчӗ.Душная, жаркая тяжесть навалилась на мальчиков, закрыла свет, перехватила дыхание.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, сывлӑш ҫитмен чухнехи евӗр, пӳлӗнсе ларчӗ, унтан сасартӑк ун аллисем ман мӑй тавра хӑвӑрттӑн та хыттӑн яваласа илчӗҫ, вара ман тутана Олеҫҫӑн васкаса тухакан чӗтӗревлӗ пӑшӑлтатӑвӗ пылаккӑн пӗҫертсе кайрӗ:
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак ыйтӑва тавӑрасшӑнччӗ те эпӗ, анчах пултараймарӑм, мӗншӗн тесен сывлӑшӑм пӳлӗнсе ҫитрӗ, ачасем ман ҫине пӑшӑрханса пӑхаҫҫӗ те ашшӗ килсен мана мӗнпе те пулин пулӑшатех теҫҫӗ, вара мана часах ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ, теҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл сывлӑшпа пӳлӗнсе, чӗтрекелесе илчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав вӑхӑтрах ӗнсе ҫинче Игорӗн пӳлӗнсе килекен вӗри сывлӑшне туйрӑм.И в это же время почувствовала на своей шее горячее, срывающееся дыхание Игоря.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ пӳлӗнсе кайрӗ, аран сывлать, сиксе чӗтрет, хулпуҫҫи ҫинчен шӑвӑнса анать, хӑй темӗскер мӑкӑртатать:Он дрожал, задыхался и все сползал с моего плеча, все бормотал мне в ухо:
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пин-пин километр килнӗскер, юлашки метрсем юлсан, такӑнтӑм, пӳлӗнсе лартӑм.Тысячи километров проехала, а на последних метрах споткнулась и застряла.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манӑн сывлӑш пӳлӗнсе ларчӗ, ыйтса пӑхма та хал ҫитмест.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Леш хайхи-и… — сӑмах пуҫланӑччӗ Игорь, анчах ҫавӑнтах пӳлӗнсе ларчӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Игорь пӳлӗнсе, чӗмсӗрленсе ларчӗ.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950