Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тулта ларать, куҫҫульне Тӑпра ҫине юхтарса.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Тулта тӗнче хӗпӗртет, Тулта — тӗнче ялтӑрать.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Тулта хӗвел ҫутатать, Кӑнтӑрлана суланать; Кӗрӳ пуҫӗ ӳсӗрпе Аялалла усӑнать.
Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Сиплет тулта Михетер Туй кӳмине пӗчченех.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
— Тулта ирттермелле мар-и пухӑва?
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑнах та, тулта самаях каҫ пулнӑ ӗнтӗ, итем патне ҫӗре тата ытларах тӗттӗмленме тивӗҫлӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тулта тӗтреллӗ ҫанталӑк тӑрать пулин те, ӑна паян кун лайӑх пулассӑн, туйӑнчӗ, вӑл, хӗвел курӑнмасть-и-ха тесе, картишӗнчи пӗчӗк кантӑкран та пӑхса илчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
- Тулта ӗҫлесе ҫӳренӗ чухне яланах юнашар пулма тӑрӑшатпӑр.
Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html
Тулта ун сӑмса шӑтӑкӗсене нӳрӗ сывлӑш пырса ҫапрӗ.
9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тулта хапха уҫӑлни тата лаша тӗпӗртетни илтӗнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сасартӑк тулта йытӑ вӗрни илтӗнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тулта мӑрса хакимпа алӑ тытсах сыв пуллашрӗ.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах хулӑн кан-тӑк ҫинче «хӗвел ачисем» мӗнле ытарлӑн вылянинченех паллӑ — тулта пӗтӗм тавралӑх ҫурхи хӗвелпе ялкӑшса тӑрать.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юрӑ пӳртре ҫеҫ мар, чӳречесем уҫҫине пула тулта та хытӑ янӑрать, тарҫӑсем каялла-маялла чупса ҫӳрекен картишӗнче, юлан утсемпе тата вӗсене курма пуҫтарӑннӑ ҫынсемпе тулнӑ урамра, кунтан кӑн-кӑваккӑн курӑнса выртакан Атӑл ҫийӗнче илтӗнсе тӑрать.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах Павлуш кам иккенне пӗлсен, вӑл пиччӗшӗ ҫинчен ыйтса пӗлесшӗннине кура, Ермолай Григорьевич: — А мӗн шӑнса тӑратпӑр ҫак эпир тулта, кӗрер, — терӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сасартӑк тулта кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Путене те ҫавӑнтах сас парать: «Пӗт-пӗлтӗк, пӗт-пӗлтӗк! Йӑви шалта, хам тулта!..»
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тулта, тата, те ун сассине илтсе, йытӑ та йынӑшса илчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ыйхӑри ҫынсене тепле вӑратас мар тесен те, кайри пӳртре ҫывӑракан Хӗветӗре вӑратма тиврех: тулта сивӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тулта Марине кинемей фельдшера сӑра ӗҫтернӗ вӑхӑтра Михала пӳртре амӑшӗнчен хӑй ашшӗ ҫинчен пӗтӗмпех ыйтса пӗлчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.