Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Фараонпа калаҫма пуҫӑннӑ вӑхӑтра Моисей сакӑрвуннӑра, Аарон [унӑн пиччӗшӗ] сакӑрвун виҫҫӗре пулнӑ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисейпе Аарон вара ҫапла тунӑ, хӑйсене Ҫӳлхуҫа епле хушнӑ, вӗсем ҫапла тунӑ та.6. И сделали Моисей и Аарон, как повелел им Господь, так они и сделали.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Анчах Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: асту, Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм, Аарон пиччӳ вара санӑн пророку пулӗ: 2. Эпӗ мӗн хушнине эсӗ пӗтӗмпе [ӑна] каласа тӑрӑн, Аарон пиччӳ вара фараона Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса яма калӗ; 3. анчах Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарӑп, Египет ҫӗрӗнче Хамӑн паллӑмсемпе Хамӑн хӑватӑмсене темӗн чухлӗ туса кӑтартӑп; 4. фараон сире итлемӗ, вара Эпӗ Хамӑн аллӑма Египет ҫине хурӑп та, аслӑ сут тӑва-тӑва, Хамӑн ҫарӑма, Хамӑн халӑхӑма — Израиль ывӑлӗсене — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп; 5. Египет ҫине Хамӑн аллӑма тӑсса Израиль ывӑлӗсене вӗсен хушшинчен илсе тухсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаҫакансем шӑпах ҫавсем пулнӑ ӗнтӗ; вӗсем — Моисейпе Аарон.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Елеазар, Аарон ывӑлӗ, Футиил хӗрӗсенчен пӗрне качча илнӗ, вӑл ӑна Финееса ҫуратса панӑ.25. Елеазар, сын Аарона, взял себе в жену одну из дочерей Футииловых, и она родила ему Финееса.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аарон Елисаветӑна — Аминадав хӗрне, Наассон йӑмӑкне — качча илнӗ, Елисавета ӑна Надава тата Авиуда, Елеазара тата Ифамара ҫуратса панӑ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Египет патши вӗсене каланӑ: Моисейпе Аарон, эсир мӗншӗн [манӑн] халӑхӑма ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр? кайӑр, [эсир кашнийӗ] хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр, тет, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей вара Ааронпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм аслӑ ҫыннине пухнӑ та, 30. Аарон [вӗсене] Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее каланӑ пӗтӗм сӑмаха каласа панӑ; Моисейӗ халӑх куҫӗ умӗнче хӑват паллисем туса кӑтартнӑ, 31. халӑх вара ӗненнӗ; вӗсем Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсем патӗнче пулни ҫинчен, Вӑл вӗсен асапне курни ҫинчен илтнӗ, вара вӗсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫилленсе ҫитнӗ те каланӑ: ара, санӑн Аарон пиччӳ, Левий йӑхӗн ҫынни, ҫук-им?14. И возгорелся гнев Господень на Моисея, и Он сказал: разве нет у тебя Аарона брата, Левитянина?
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.