Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тете килчӗ! — пӳрт ӑшчикне янратрӗ Тамара.
V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Ватӑ ҫыннӑн ҫурт ӑшчикне сӑн кӗртмелли темех ҫук ҫав.
III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Ҫук, хальхинче завхоз ӑшчикне эрех мар, ҫамрӑк хитре хӗрарӑм тулаштарнӑ…
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Пайтах юн юхрӗ, пайтах тертленчӗ халӑх, пайтах вӗри куҫҫулӗпе ҫӑвӑнса, ӑшчикне ҫунтарчӗ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Элиме пӳрт ӑшчикне тӗплӗн пӑхма ӗлкӗреймерӗ, намӑсран куҫӗсене ҫӗклеймерӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Шӑнкӑрч аслашшӗне куҫ илмесӗр пӑхать, мӗншӗн тесен пӳрт ӑшчикне мӗл-мӗл тӑвакан лампа мар, шап-шур сухаллӑ та ҫӳҫлӗ, шап-шур кӗпеллӗ те йӗмлӗ аслашшӗ ҫутатнӑн туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Сасартӑк вокзала ҫулланнӑ ҫапкаланчӑк арҫын кӗчӗ те йӗри-тавра вӑраххӑн пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, ерипен касса решетки патне пырса хупӑ кантӑкран шаккарӗ, кассира чӗнсе илсе тем ҫинчен мӑкӑртаткаларӗ те вокзал ӑшчикне тепӗр хут куҫласа васкамасӑр тухса кайрӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Темле приборпа, УЗИ теҫҫӗ-и, ӑшчикне те сӑнаҫҫӗ.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пӳлӗннӗ ӑшчикне нимпе уҫса яраймасӑр, чӗрине нимпе пусараймасӑр асапланчӗ Славик.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Хыпарӗ часах ҫитрӗ: Сидоркина инфаркт ҫапса ӳкернӗ, Лашмановӑн ура лаппи шӑммисем ваннӑ, ӑшчикне мӗн пулнине тӗрӗслеме ӗлкӗреймен-ха…
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӑшчикне пӗҫертнӗрен мӗн пулин ҫыртас тесе, яшка-ҫӑкӑр тыткалакан пӳлӗме кӗчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паян, кӗпер айӗнче тус-йышӗн виллине курнӑранпа, унӑн ӑшчикне те пӑр кӗрсе выртрӗ.
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӑпани унӑн ӑшчикне тасатса шала ӳпке-пӗверӗпе хутӑш кӗрпе, сухан ҫулҫи, тӑвар янӑ-мӗн те, кайӑк тӗкне иртмесӗрех ҫиелтен тӑмпа шӑлса лартнӑ, ҫапла халлӗн вутта пӑрахнӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Амӑшӗ патне ҫитсен ӑшчикне пусарас тесе эрех ыйтрӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Вӗсене пӑхсан, ӑш йӗкленсе килетчӗ пулсан та, эпӗ интересленсех пӗр пыйтин ӑшчикне касса пӑхнӑ пулӑттӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чиркӳ вӗсен куҫӗсемпе хӑлхисене, алли-урине, пуҫ ҫинчи ҫӳҫӗпе юн тымарӗсенчи юнне, шӑмми-шаккипе ӑшчикне, арӑмӗпе ачисене, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсене ылханнӑ; вӗсемпе хутӑшма чарнӑ, вӗсене ҫӑкӑр хытти е тумлам шыв паракана, вӗсемпе пӗр сӑмах та пулин калаҫакана ылханупа хӑратнӑ.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫак витӗр курӑнан карӑ хӑна пӳлӗмӗн ӑшчикне пытарман.Эта прозрачная преграда не скрывала от глаз внутренности гостиной.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Савӑнӑҫлӑн, уҫӑ саслӑн кӗрлекен ӗҫ шавӗ, ҫурхи ҫутҫанталӑкӑн хӗвелпе хавасланса йӑлтӑртакан ҫамрӑк илемӗ — ҫаксем пурте ҫӗкленӳллӗ вӑйпа тулса тӑнӑ, Фома ӑшчикне ыррӑн, тутлӑн чӳхентернӗ, палӑрсах ҫитеймен ҫӗнӗ туйӑм-кӑмӑлсем вӑратнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Римлянсем ӗненнӗ тӑрӑх, вӗсем кайӑксем мӗнле вӗҫнине, кӑшкӑрнине, ҫиҫӗм ӳкнине, парне кӳрекен выльӑх ӑшчикне пӑхса турасен ирӗкне пӗлнӗ, пӗр-пӗр ӗҫ ӑнӑҫлӑ е ӑнӑҫсӑр пӗтесси ҫинчен малтанах пӗлнӗ пек каланӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ӑна ман ҫӑвар ӑшчикне кӑтартать.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.