Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ванюк та амӑшӗ хатӗрленӗ шап-шурӑ ҫивиттиллӗ ҫемҫе вырӑн ҫине пӗчӗк ача пек чӑмрӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Икӗ ҫул каялла Урасметӑн улӑм витнӗ хӑлтӑр-халтӑр ҫурт кӑначчӗ, халӗ ав темиҫе пӳлӗмлӗ, ҫӳллӗ пусмаллӑ, тӗренче ҫивиттиллӗ ҫурт туса лартрӗ.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӗнтернӗ пролетариатӑн улӑпла мӗлки шурӑ ҫивиттиллӗ Петроград каҫӗн кӑвак сӗмӗнче ҫӗртен пуҫласа пӗлӗте ҫити ҫӗкленнине буржуй питӗ аван курать.
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Курмастӑр-и эсир шурӑ ҫивиттиллӗ Петроград каҫӗн кӑвак сӗмӗ витӗр такамӑн улӑпла мӗлки ҫӗртен пуҫласа пӗлӗте ҫити ҫӗкленнине?..»
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Куҫне хупсан, вӑл кӗсмен тимӗррисем хуллен чӗриклетнине, шыв шӗпӗлтетнине илтрӗ, вара тин хӑй вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑ тӳпе айӗнче, кимӗ ҫинче ларса пынипе туйса илчӗ; уйӑхӗ ҫав аслӑ тӳпе тӑрӑх, ҫӳхе ҫивиттиллӗ тӗтре сӗмӗнче, васкамасӑр сулахаяллах, сулахаяллах куҫса пычӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Пӳрчӗсем питӗ капмар, пӗтӗмпех шултра пӗренесенчен пураса тунӑ, ҫӳлӗ те хӑма ҫивиттиллӗ.Избы стояли добротные, срубленные из толстых бревен, с высокими тесовыми крышами.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Акӑ ӗнтӗ тӗтӗм, тикӗт, кӗлентӗр шӑрши сисӗнме пуҫларӗ, калаҫни, ура сассисем тата кустӑрма шӑлтӑртатни илтӗнчӗ; хӑнкӑрмасем таса уйри пек янӑрамаҫҫӗ ӗнтӗ, улӑм ҫивиттиллӗ, чус хӑмана касса эрешленӗ пӗчӗк крыльцаллӑ, хӗрлӗ те симӗс хупписене уҫса хунӑ пӗчӗкҫӗ чӳречеллӗ ҫуртсем ик енче те лара-лара юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чӳречесенчен пӗр-пӗр хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗрлесе ҫӗленӗ ҫивиттиллӗ тата ҫитцӑран тунӑ ҫытар питлӗ кровать, ача сӑпки, виҫӗ ураллӑ сӗтел.Брачное ложе со стеганым одеялом и ситцевыми подушками, люлька с ребенком, столик на трех ножках.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Каллех Маклай чылайччен пурӑнчӗ ҫӳллӗ ҫивиттиллӗ хӳшӗсенче, каллех выльӑхсемпе ҫынсен пуҫ купташкисене пуҫтарчӗ, папуассен йӑлисене, чӗлхине, хӑнӑхӑвӗсене тӗпчесе вӗренчӗ.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тӑрмаланчӑк ҫивиттиллӗ кӗлет патӗнчен иртнӗ чух Петро — усрав ывӑл — ыйтса пӗлчӗ:Подвигаясь мимо нахохленной крыши амбара, спросил названный сын — Петро:
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Малалла, пролива ҫитиех, ҫивиттиллӗ ҫунасемпе кайрӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫынсем ҫивиттиллӗ вунӑ грузовик-фургон ҫине вырнаҫрӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Исландецсен мӗскӗн ҫурчӗсене тӑпрапа торфра тунӑ, вӗсен стенисем шалалла чалӑшса тӑраҫҫӗ; тӳрех ҫӗр ҫине ларнӑ чалӑш ҫивиттиллӗ хӳшӗсем евӗрлӗ; ҫав ҫӗр пӳртсен ҫийӗсем лайӑх ҫарансем пулса тӑраҫҫӗ: пӳрт ӑшшипе курӑк аван ӳсет, вара ӑна ҫулла тирпейлӗн ҫулса пуҫтараҫҫӗ.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӑйсен тулашӗнчи типтерӗпех вӗсем ӑшӗнчи ырлӑхпа хӑтлӑх ҫинчен, унти тулӑх пурнӑҫ ҫинчен, кунсӑр пуҫне тата, хӑйсем ав ҫавӑнти сӑрт ҫинчи, улӑм ҫивиттиллӗ, тӗнче ҫине чалӑшса кайнӑ хашакаллӑ пӑтранчӑкрах куҫӗсемпе пӑхакан пӳртсемпе пӗр тӑван марри ҫинчен кӑшкӑрсах пӗлтереҫҫӗ тейӗн.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Сӑртсен кӑнтӑр еннелли тайлӑмӗсенче юр ирӗлсе пӗтрӗ те, пӗлтӗрхи курӑкпа сарӑхса хӑмӑрланнӑ ҫӗр кӑнтӑрласенче ҫӳхе ҫивиттиллӗ, витӗр курӑнакан ҫутӑ кӑвак пӑспа пиеленчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична тӗксӗммӗн сарӑлса выртакан кӑвак ҫивиттиллӗ ҫеҫенхир еннелле чылайччен пӑхса тӑчӗ, унтан хуллен, вӑл кунта юнашарах тӑнӑ пек, кӑшкӑрса чӗнчӗ:
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Уҫланкӑн пӗр хӗрринче чӑнкӑ ҫивиттиллӗ шурӑ ҫурт курӑнса кайрӗ.В конце ее стоял белый дом с башенками и остроконечной крышей.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшларӗ сӗм-суккӑр курайманлӑх ярса илнӗ Григорий лаши шурӑ ҫивиттиллӗ Дон тӑрӑх сиктерсе пынӑ вӑхӑтра.Об этом, опаляемый слепой ненавистью, думал Григорий, пока конь нес его по белогривому покрову Дона.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Калама та ҫук хӑвӑрт ӳссе ларчӗ ҫак тӑпӑл-тӑпӑл та шурӑ ҫивиттиллӗ, тӳрӗ урамсемлӗ хула.Невидимо быстро вырос городок, белокрыший и аккуратный, с прямыми улочками.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку ҫурт вӑрӑмскер, тата кунти ытти ҫӗр улпучӗсенни пек хӑмӑш витнӗскер мар, чус ҫивиттиллӗ пулнӑ.Дом этот был длинный и не под очеретяною, как у многих окружных помещиков, но под деревянною крышею.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1
- 2