Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗске хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ урайне ҫунӑ.
Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Вӑл хӑма татӑкӗсенчен ҫапкаласа тунӑ автоматне ҫӗклерӗ те каллех ачасен ушкӑнӗ еннелле чупрӗ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне сывлӑх сунчӗҫ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсене ҫапкаласа илчӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Иккӗн юлсан Апуҫ котелок ҫакма патаксем ҫапкаласа лартнӑ май сӑмах тапратрӗ:
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хумкка мучи урай варрине тӑнӑ та, вӗҫсе каяйман хуркайӑк пек, пӗҫҫине ик аллипе ҫапкаласа тӑрать.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эх, айван эпӗ, айван! — макӑрас пек калаҫрӗ вӑл, чышкипе пуҫне ҫапкаласа.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ним пулман пек, ҫийӗнчи юра ҫапкаласа тасатрӗ те ура ҫине тӑма пӑхрӗ — ҫавӑнтах, ахлатса, ҫӗре пӗшкӗнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑрӑхла пуҫ! — тесе ҫапкаласа илнӗ, тет, амӑшӗ Куҫмана.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сантӑр Наҫтике ҫапкаласа та илчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унта кам ал айне лекме пултарнӑ, вӗсене ҫапкаласа илтӗмӗр те хайхи спортсмена шыра пуҫларӑмӑр.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Ҫав ҫамрӑк ку ял хӗрӗ патне пынӑ пирӗн ял йӗкӗтне ҫапкаласа илет.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Кӗтесре — курпӑль хӑмаран лӑппи-лаппи ҫапкаласа ҫыпӑҫтарнӑ будка.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Эсӗ ашшӗ пек ӑнлантар ӑна, — майор ватӑ ҫыннӑн пусарӑннӑ хулпуҫҫине ҫапкаласа илчӗ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Нюра тин ҫуралнӑскере купарчинчен ҫӑмӑллӑн ҫапкаласа илчӗ иккен.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Айӑпа кӗрсен, кӑшт ҫапкаласа та илтӗр мана.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тин кӑна курӑнкала пуҫланӑ вӑрӑмтунасене хӳрисемпе юлхавлӑн ҫӑт-ҫат ҫапкаласа тӑраҫҫӗ вӗсем.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫак вӑхӑтра, кирек мӗнле упӑшка пулсан та, арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫапкаласа, ачашласа илетчӗ ӗнтӗ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӗсем, ыталанса илсе, пӗрне-пӗри ҫурӑмран ҫапкаласа тӑчӗҫ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Калинккерен инҫех те мар, пахча ҫумӗпе иртекен шырлан хӗрринче, саваламан хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ пӗчӗк сарай пур.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.