Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗветӗр аллинчи хуткупӑс танкистсен юррине тавраналла янӑратса ячӗ.
«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Суя куккук ниепле те ҫапла аслӑ вӑрмана янӑратса авӑтаяс ҫук.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Чӗрҫитти кантринчен сыхнӑ уҫҫисене салтрӗ кинемей, пӗр уҫҫипе тимӗрленӗ арчине янӑратса уҫрӗ.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Степа шучӗпе, янӑраканни вӑл хӑех янӑрать, ӑна юри янӑратса тӑни кирлӗ те мар…
Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Урамра хур чӗпписене килелле хӑваласа пыракан асаннене курсан йӑмра урама ян янӑратса кӑшкӑрса ячӗ Ванюк: «Асанне!»
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Чӑваш тумӗллӗ туй арӑмӗсем урам тӑрӑх купӑс ҫеммипе юрӑ янӑратса саркаланса аннине те манма ӗлкӗрнӗччӗ ял-йыш.
Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej
Ҫав ихӗрешӳ, сасартӑк ҫулнӑн, икӗ хӑлхаран пӗр харӑс тачлаттарать те, пуҫа ян янӑратса, каярахпа чуна пуш-пушӑ тӑратса хӑварать.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Каҫхи пин тӗслӗ хурт-кӑпшанкӑсем чӑрӑлтатса янӑратса ячӗҫ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Анчӑк! — янӑратса ятӑм эпӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӗтӗм вӑрмана янӑратса, илемлӗ кӗвӗ шӑранать, карусельсем ҫаврӑнаҫҫӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Тавай, ташласа кӑтарт, унсӑрӑн ҫыру памастӑп, — арҫынӑнни пек хулӑн сассипе янӑратса каларӗ хаҫат-журнал салатакан хӗрарӑм, хӗре асӑрханӑскер.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Марине те-тӗп! — янӑратса кӑшкӑрать Маюк инке.
Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.
Володя вырӑс юррине — ачасем тимӗрҫӗ лаҫҫинче юрланӑ юрра янӑратса ячӗ.Володя запел русскую песню — песню, что певали ребята в кузнице.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ку вӑл пӑс хуранӗн схеми! — сӑмахӗсене янӑратса каларӗ Пантелемон Куку, хавас чунлӑ та ӗҫе яланах ҫине тӑрса тума юратакан йӗкӗт.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫӗрлехи шӑплӑха янӑратса кӳп! те кӳп! ӳкеҫҫӗ вӗсем касса янӑ йывӑҫсем.
Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.
Вӗсем кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑн, сывлӑм шывне ҫара уран сирпӗтсе, хаваслӑ куллисемпе урама янӑратса килелле чупатчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Тӳсеймерӗ Анук, кӗмӗл сассипе янӑратса, юрласа ячӗ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫулса хатӗрлетпӗр! — шӑнкӑрав сассине янӑратса юлчӗҫ хӗрсем.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чиркӳ тӑрринчен пӗтӗм тавралӑха янӑратса йӗнкӗлтетекен чан сассисем ҫынсене аслӑ ҫӑварни кӗллине йыхӑраҫҫӗ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл чулсенчен иртсенех хыҫалта вӑрмана янӑратса ахӑлтату сирпӗнчӗ.Едва она миновала камни, как сзади нее раздался взрыв хохота, разлетевшийся по лесу.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.