Поиск
Шырав ĕçĕ:
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Лисий иудейсем патне ҫырнӑ ҫырура акӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «Лисий Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 17. Эсир янӑ Иоанпа Авессалом, алӑ пустарнӑ хурав хутне парса, унта мӗн ҫырнине пурӑнӑҫлама ыйтрӗҫ. 18. Ҫапла вара эпӗ патшана мӗн-мӗн пӗлтермеллине ӑнлантарса патӑм, мӗн йышӑнма палӑртнипе вӑл килӗшрӗ. 19. Ҫавӑнпа та, эхер те эсир патшапа ырӑ пурӑнас пулсассӑн, ӳлӗмрен те эпӗ сире ырӑлӑх кӳрес тӗлӗшпе пулӑшӑп. 20. Уйрӑм вак ыйтусем пирки вара эпӗ хӑвӑр янӑ ҫынсене те, хам янӑ ҫынсене те сирӗнпе калаҫса татӑлма хушрӑм. 21. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, диоскоринфий уйӑхӗ, ҫирӗм тӑваттӑмӗш кун».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл темиҫе ҫынна Газара хулине Иоана вӗлерме янӑ, пинпӳсене хӑй патне пыма чӗнсе ҫырусем янӑ, вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл, парнесем пама пулнӑ; 20. ыттисене Иерусалим хулипе сӑваплӑ Ҫурт сӑртне туртса илме янӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эхер те эсир каллех: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тетӗр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ хыпар ярса: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх тесе ан калӑр» тенӗ пулин те, эсир ҫак сӑмаха — «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тенине — калатӑр пулсассӑн, 39. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире йӑлтах манса кайӑп та сире пӑрахӑп, сире хӑвӑра тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫак хулана та Хамӑн умӑмран сирӗп, 40. сире ӗмӗрлӗх мӑшкӑлпа, нихӑҫан манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑспа витӗп.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла; 30. тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ: 31. ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ, 15. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен; 16. Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ; 17. Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараон хушнипе Иосиф вӗсене чаплӑ урапасем панӑ, ҫул ҫине мӗн кирлине парса янӑ, 22. улӑштарса тӑхӑнма пурне те тумтир панӑ, Вениамина вара виҫҫӗр сикль кӗмӗл тата улӑштарса тӑхӑнма пилӗк тумтир панӑ; 23. ашшӗ валли те вунӑ ашак ҫине Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласем тиесе янӑ, ашшӗ валли ҫула тухмашкӑн вунӑ ама ашак ҫине тырӑ, ҫӑкӑр тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тиесе янӑ.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗртсе янӑ та пӑрӑнса кайма тӑнӑ, анчах ҫав самантра каччӑ ӑна ҫапса ӳкернӗ, урипе кӑкӑрӗ ҫине тӑнӑ та, хӗр ҫӑварӗнчен юн ҫӳлелле сирпӗнсе тухнӑ; хӗр йывӑррӑн сывласа янӑ, ҫӗлен пек явкаланса илнӗ те — вилнӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Сулахай чӗркуҫҫине хуҫлатса хӗре карета ҫине вӗҫтернӗ пек хӑпартса янӑ та хӑй вырӑнне ларса лашисене ҫил пек тапратса янӑ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Пӗтӗмпех ҫисе янӑ, сакӑр помидор ҫеҫ юлнӑ, — терӗ аслашшӗ, ӗнерех пуҫласа янӑ халапа тӑснӑ пек.— Всё поели, ничего не осталось, — бормотал дед, как бы продолжая вчерашний разговор.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун ҫинче йӳле янӑ, тӗсӗ кайнӑ кӗпе, пуҫӗнче сӑмсине хӑлхи еннелле усӑнтарса янӑ картуз пулнӑ.Он был в расстегнутой вылинявшей рубахе и картузе козырьком на ухо.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав штурман ҫырӑвӗсене почтӑпа янӑ пулсан, пакетне те вӑл ҫав почтӑнах янӑ пулӗ.Ведь если штурман отправил письма почтой, наверно, он и пакет той же почтой отправил.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл иккӗмӗш ывӑлне фронта янӑ, лётчик-истребитель туса янӑ, ку вӑл — ҫарти чи хӑрушӑ специальность…
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитан Енакиев ҫине, унӑн кивӗ, анчах ҫав тери тирпейлӗ, тӑп-тӑп ларакан, хура петлицӑллӑ, ылттӑн тӳмеллӗ шинелӗ ҫине, унӑн хытӑ, хӗрри хура, кӑштах куҫӗ ҫинерех антарса лартнӑ тӑваткӑл сӑмсаллӑ картусӗ ҫине, ҫиелтен салтак пуставӗпе тирпейлӗн ҫӗлесе лартнӑ фляжки ҫине, шинелӗн иккӗмӗш тӳминчен ҫакса янӑ электричество фонарӗ ҫине, унӑн ҫирӗп, ҫӳхе, анчах хуть те епле ҫанталӑкра йӑлтӑртатакан пуличченех тасатса янӑ аттисем ҫине пӗрре пӑхса илсенех — ку ҫын мӗн тери тӳре кӑмӑллӑ, тӗрӗс, тата вӑл нихҫан та хӑй шухӑшӗнчен пӑрӑнас ҫуккине пӗтӗмӗшпех ӑнланма пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
37. Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп: 38. Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ; 39. Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла; 40. Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара кантраран пушӑ тунӑ та пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа янӑ, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16. кӑвакарчӑн сутакансене ҫапла каланӑ: йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр, тенӗ.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унтан виҫҫӗмӗш чурине янӑ; вӗсем ӑна та суранлантарса пӗтерсе, хӑваласа янӑ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр чурине янӑ; вӗсем ӑна та хӗнесе, хӑртса, пуш алӑпах кӑларса янӑ.11. Еще послал другого раба; но они и этого, прибив и обругав, отослали ни с чем.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Вӑл халӑха ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та, ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварса, хӑй нумай вӑхӑта тухса кайнӑ; 10. вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн чурине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ; анчах пахчаҫӑсем ӑна хӗнесе пӗтерсе пуш алӑпах кӑларса янӑ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара ҫав ҫын вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ; вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, хур туса янӑ.4. Опять послал к ним другого слугу; и тому камнями разбили голову и отпустили его с бесчестьем.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.