Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

янавар сăмах пирĕн базăра пур.
янавар (тĕпĕ: янавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тек турткаланса тӑмарӗ янавар, ача хыҫҫӑн ялалла ҫул тытрӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унӑн хуҫи, ҫамрӑк йӗкӗт, Мишша ятлӑскер, каласа панӑ тӑрӑх, Махорка питӗ хӑйне евӗрлӗ янавар пулнӑ.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Чӗлхесӗр янавар мӑйӗ, тилхепе туртнипе, пӗкӗрӗлсе ларчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫур кӳлепи таран ҫӑрӑлчӑка путса аннӑ янавар малти урисемпе тапаҫланать.

Помоги переводом

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗп сюжет аталанӑвне кура текстсене (унччен «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ» ярӑмпах тухнӑ «Янавар юмахӗсем» тата «Нараста юмахӗсем» кӗнекесенчи евӗрех) сюжетлӑ-вариантлӑ «йӑвасене» пӗрлештерсе тухнӑ, «йӑвасем» ӑшӗнче текстсене хронологи йӗркипе вырнаҫтарнӑ.

С учетом основной сюжетной линии (как и в томах «Сказки о животных» и «Волшебные сказки», опубликованных в серии «Чувашское народное творчество») тексты объединены в сюжетно-вариантные гнезда, внутри каждого гнезда тексты располагаются в хронологическом порядке.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ку таранччен «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа «Янавар юмахӗсем» тата «Нараста юмахӗсем» ятлӑ томсем кун ҫути курнӑччӗ.

До настоящего времени в серии «Чувашское народное творчество» вышли в свет два тома: «Сказки о животных» и «Волшебные сказки».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӗсене, тӗпрен илсен, янавар (сказки о животных), нараста (собственно волшебные), паттӑр (богатырские), шаймӑк (бытовые) юмахӗсем ҫине ушкӑнлама пулать.

Основными группами чувашских народных сказок являются сказки о животных, собственно волшебные сказки, сказки богатырские, а также бытовые сказки.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Халӗ Саньӑн мӗскӗн янавар пек лар!

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӗтӳрен яланах фермӑна тарать иккен ҫав янавар, ҫавӑнпа вӗренлесе усраҫҫӗ ӑна ҫӗнӗ хуҫисем.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӗлхесӗр янавар, туртӑнса илсе, каялла чакрӗ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑнкӑлт! туса йӑванса кайрӗ янавар

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янавар йӑнӑшмарӗ — ӗнерхи ҫурпилӗк тӗлне ҫитсен, тӑпах чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лаша ҫинчен ҫӑмӑллӑнах сиксе анчӗ те йӗвен аврине янавар мӑйне ҫавӑрса ҫыхрӗ, «ҫи-ха, ирӗклӗ ҫи» тесе, ӑна пуҫӗнчен ачашларӗ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар икӗ урипе те лаша хырӑмне хӗстерчӗ, алӑри йӗвен аврине карт-карт! турткаласа илчӗ — янавар юртӑпа чупма пуҫларӗ, часах уй чиккине те ҫитрӗ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурулла каллех унта ыткӑнчӗ — ӗлкӗреймерӗ: ҫак самантра айван янавар хырӑмӗ шартлатса ҫурӑлни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫи: бах! бах! тесе, аллисене ун еннелле тӑсрӗ, анчах урса кайнӑ янавар ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ак ҫынсем пурте ҫав янавар пирки калаҫма, унӑн чӑрсӑрлӑхне мухтама тапратрӗҫ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Антун! — тесе кӑшкӑрать те, ачи, йӑпӑр-япӑр ывӑспа сӗлӗ илсе тухса, янавар умне пырать.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата мӗнле кӑшкӑрать чӗлхесӗр янавар!

А как кричат животные?

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней