Поиск
Шырав ĕçĕ:
Попугайӑн куҫӗсем ялтӑраса тӑнӑ.
Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.
Вӑл класа кӗрсен вӗренекенсем те, стенасемпе кантӑксем те, шуратнӑ мачча та, ялтӑраса тасатнӑ доска та ҫӗнӗрен ҫуталса кайнӑ пек туйӑнатчӗ.
Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat
Тӗтре витӗр утса тухсанах ирхи шуҫӑм ӳкнӗ ҫӑл пичӗ ялтӑраса кайрӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ун пуҫӗнче куҫа йӑмӑхтаракан илемпе ялтӑраса илес вӑрттӑн шухӑш тӗвӗленнӗ.
VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Анчах Аркадий Ӗҫхӗл, чи малтан, ҫӑлтӑр пек ялтӑраса тӑракан сӑвӑҫ.
Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.
Йывӑҫ вуллисен хушшинче ҫӗрӗк юман таткисем таса кӑвар пек ялтӑраса выртнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Халь тапӑннӑ килтешсенчен пӗрин аллинче хӗҫ ялтӑраса илчӗ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнтах Валтиел тӗлӗнче тӳпене ҫунакан ҫӗмренсем ялтӑраса вӗҫсе хӑпарчӗҫ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ вӗр ҫӗнӗ хӗвел ялтӑраса тухрӗ.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Хӗвел хушпӑвӗ тӑрри кӑшт ялтӑраса тухсанах тӑри ҫеҫ мар, ытти чӗрчун та сас пара пуҫларӗ.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сӑрт ҫинчен сасартӑк алтӑр пек куҫӗсем ялтӑраса кайрӗҫ, пӑхатӑп — ҫума килсе те ҫитрӗ, — тет Иван.
Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Икӗ вут куҫӗпе ялтӑраса ҫумран кӗрлесе иртсе кайрӗ.
Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсем хыҫҫӑн сӗтел ҫинче пуш турилккесем тыррине вырса илнӗ пуш уй пек ҫеҫ ялтӑраса юлаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эсир чӑвашла калаҫнине илтсен тӗлӗнсех кайрӑм, ман пуҫра ҫиҫӗм ялтӑраса ҫиҫнӗ пекех пулчӗ.
Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html
Ял ҫинче вара кӑн-кӑвак тӳпе ялтӑраса тӑрать.А над деревней поднималось безоблачное, прозрачно-чистое небо.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кирек хӑш урампа утсан та, уйӑх ҫутинче — сулахайра та, сылтӑмра та — сирень тӗмесен чӑлт-шурӑ сапаккисем ялтӑраса тӑчӗҫ, вӗсем ҫерҫи пуҫӗ пек ӳкекен пӗрремӗш нӳрлӗ юра аса илтерчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӗсем айӗнче, аякра, ҫурхи сивӗре, вӗҫе-хӗррисӗр тинӗс тӑхлан пек ялтӑраса выртать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫав ҫынсем пурте темӗнле ухмахла вӑйӑри пек, алла-аллӑн тытӑнса, Милӑна хупӑрласа илнӗ те ӑна тӗп хулан чаплӑн ялтӑраса тӑракан ҫӗршывне ямаҫҫӗ; Мила вара — унта ҫеҫ пурӑнма тивӗҫлӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вырӑс Кандыз ялӗ, кӗреҫе сухаллӑ мужик, ялтӑраса тӑракан хура пианино, пӑлханса-пӑшӑрханса ӳкнӗ хӗрарӑм асне килчӗҫ.Вспомнился Русский Кандыз, бородатый мужик, чёрное блестящее пианино, взволнованная женщина…
Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫырман пӗр тӗсевлӗ фонӗ ҫинче пӑрахут, сӑртсен тасалӑхӗпе ялтӑраса, катмар та ҫутӑ лаптӑк пек ишсе пынӑ; вӑл сывласа кӑларакан хура тӗтӗм йывӑр пӗлӗт пек йӑсӑрланнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.