Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче, — Вера Павловна ун чухне пӗчӗк пулнӑ-ха: ҫитӗннӗ хӗрӗ умӗнче Марья Алексевна ун пек туман пулӗччӗ, ун чухне мӗншӗн тӑвас мар-ха ӗнтӗ? — пӗчӗк ача ӑнланмасть вӗт! — чӑнах та, Верочка хӑй тӗллӗн ӑнланайми пулӗччӗ те, тавтапуҫ, кухарка питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кухарка та ӑнлантармӗччӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачана ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, анчах еркӗнпе ҫӳренӗшӗн ӑна Марья Алексевна пӗрре питӗ хытӑ хӗненӗ те, чунӗ чӑтайманнипе каласа памалла пулнӑ (тепӗр тесен, Матрена яланах шыҫмак куҫпа ҫӳренӗ, Марья Алексевна аллинчен мар, еркӗн аллинчен, — ку вара лайӑх та, мӗншӗн тесен шыҫмак куҫлӑ кухарка тытма йӳнӗрех-ҫке-ха).
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Попугай уҫӑ чӳречерен шыҫмак пуяна курнӑ, лешӗ ҫунакан ҫурта умӗнче ылтӑн укҫа шутласа ларнӑ.
Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.
Мӗтри ко-нюх та час тытайманччӗ шыҫмак ута.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ывӑлне илес-и, е хӗрне-и, арамӗнни пек шыҫмак кӗлеткисенчен йывӑр уйӑрма пӗрне тепринчен.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ах мӗнле алӑсем кӗҫтеҫҫӗ унӑн шыҫмак пит-куҫне муталас кӑмӑлпа.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Ҫӗр ҫул курас марччӗ ҫав шыҫмак пит-куҫа, — ятлаҫнӑ майлах каларӗ Каней.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Тенейӗн шыҫмак питӗнчен чышас килсе кайрӗ Кирейӗн.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫав шыҫмак сӑн-питлӗ Теней такам ҫемйине те аркатма хатӗр.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Шыҫмак пичӗ ҫинче куҫӗсем аран курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ун шучӗпе, вӗсем питӗ шухӑшлӑ ҫынсем, вӗсен хырӑмӗсем пысӑк, пит ҫӑмартийӗсем шыҫмак.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Пулар шыҫмак сӑн-питлӗ Теней ҫине тинкерчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Пӗр шыҫмак сӑн-питлӗ Теней ҫеҫ хутшӑнмарӗ юлташла пулӑшӑва, йӗп-йӗпе тарланӑскер арлан пек мӑшлатса пычӗ, ҫав хушӑра Чубай иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха кула-кула илчӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Каччисем те, хӗрӗсем те пӗрех, — шыҫмак тутине пуҫ пӳрнипе шӑлкаларӗ вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑй евӗрлех шыҫмак пит-куҫлӑ арҫын вӗрҫӗнӗ купӑс тытнӑ та янӑратать пасара!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӑпани патне кӗнӗ, ман пата кӗместӗн иккен, — ӳпкелешме пуҫларӗ шыҫмак пит-куҫлӑ Кулюкка.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗлӗкхинчен те тасалса, самӑрланса кайнӑ вӑл — те ханша ӗҫсе кӳпнипе, те хӑех ҫапла шыҫмак сӑнлӑ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Шыҫмак сӑмсуна пуртӑ анне ан чик, Хӗлимун, — уҫӑ сасӑпа янратрӗ Улька. — атту ҫӗрӗк турат тесе касса вӑркӑнтарӑп.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Аса илтерсен те кӗнекесенче час-час тӗл пулакан шыҫмак пекарь-поварсене аса илтерӗ вӑл.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шыҫмак вулӑллӑ тӗпри ҫӗмӗрт (кервенни, лӑпсӑркки) ватӑлса хӑра пуҫласан, атте ӑна вутта касрӗ, анчах йывӑҫ хӑй хыҫҫӑн чылаях ҫӑра, тӗреклӗ хунав ярса хӑварма ӗлкӗрнӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
— Каччи эп пулап! — шыҫмак кӗске аллине чанк! ҫӗклесе-силлесе, ҫӑварне хурчкан йӑвари шампа хырӑм чӗппи пек карса, ачасен умне вӑлт! тухса тӑчӗ ҫак вӑхӑтра пӗр кӗрӗ сӑн-питлӗ, пулӑнни пек ҫавра куҫлӑ арҫын ача, такана хырӑм, Павӑл ятлӑскер, вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнине пула кӑҫал улттӑмӗш класра иккӗмӗш ҫула юлнӑскер.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.