Поиск
Шырав ĕçĕ:
2008 ҫулта Квебекри ӗҫсӗрлӗх шайӗ 4,5%-па танлашнӑ, провинцирипе е патшалӑхри вӑтам кӑтартусемпе танлаштарсан ку шай чылай пӗчӗкрех (7,3% тата 6,6%).
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Типҫӗрӗн ҫӳллӗшне яланах тинӗс шайӗ тӑрӑх кӑтартаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шыв пур тинӗсре те пӗр тан (пӗр шай) тӑрать.
Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Унӑн унчченхи мӗн пур еркӗнӗнче чунӑн темӗнле ҫухӑрашулӑхӗ пурччӗ; паллах, кашнин тӗрлӗ шайра, анчах ҫав шай кӑнттаммӑн тӑртанакан бантпа капӑрлатнӑ чечеке аса илтеретчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӑл икӗ майпа хӑпарма пултарать: стенана шӑтарсан, тулти шай шалтинчен ҫӳлерех тӑрать пулсан е шывӑн пӗтӗм шайӗ татах хӑпарсан.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл шӑп та шай халь кирлӗ, мӗншӗн тесен килпетсӗрлӗхпе намӑссӑрлӑх пуҫ пулма пӑхать.
Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Шӑп та шай унӑн занятийӗсем ӑна хуйха ссиплеме, ҫӑмӑллатма пулӑшнӑ.
Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896
Малтанлӑха Тина машинӑпа шай утрӗ.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Паян та ав хӑйне уйӑрса панӑ ӗҫе ҫынпа шай туса пӗтереймерӗ.
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Анчах пӗр ырӑ хӗрарӑм та арҫынпа шай эрех ӗҫсе лармӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эсир майӗпен хӑвӑр талпӑннӑ шай патне ҫитетӗр.Понемногу вы начнете достигать того уровня, к которому стремитесь.
45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Чӑннипе эпӗ шӑп та шай паян ҫуралнӑ.
Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.
Аптрашка шӑп та шай ҫавнашкал хӑвӑртлӑхпа ыткӑнса пынӑнах туйӑнчӗ мана.
Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.
Башньӑна 1971 ҫул тӗлне туса пӗтернӗ, ҫав ҫулах уҫнӑ, ку шӑп та шай 2500 ҫулхи юбилейпе пӗр килнӗ.Постройка и открытие башни состоялись в 1971 году, аккурат к 2500-летнему юбилею.
Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8
Ҫӗр ҫинче шӑп та шай пӗр тӗслӗ ҫын пулма пултараймасть.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тахҫан иртнӗ ҫулсем ҫинчен паянхи кун картина лартнӑ чух режиссер, костюмер е гример темле тӑрӑшсассӑн та, вӗсем хӑйсен персонажӗсене шӑп та шай хӑйсем кӑтартас тенӗ тахҫанхи ҫынсем пек туса кӑтартма пултараймаҫҫӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах Завьялов пек ҫын, кадровӑй офицер пулнӑскер, йӑх-ях мар, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын — епле пулсан та ним пӗлмен ҫар ҫынни мар, «пурне те ӑнланаканни» — шӑп та шай ансӑр та мар, сарлака та мар брюки тӑхӑнса ҫӳремелле.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫывӑрма кутник ҫине, лӑп та шай Кирле выртса вилнӗ тӗле сарса пачӗ ӑна.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Лӑп та шай виҫӗ тумлам…
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Лӑп та шай икӗ сехет.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Апат ҫисе тӑрансан, Тихӑн будильнике илчӗ те лӑп та шай икӗ сехет тӗлӗнче шӑнкӑртатса вӑратмалла туса хучӗ.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.