Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шавласа (тĕпĕ: шавла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ тӑррисем, хаваслӑн шавласа, унталла-кунталла сулкаланчӗҫ, ҫулҫӑсем ҫине пухӑннӑ ҫумӑр шывне шӑпӑр та шӑпӑр тӑкрӗҫ.

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Нумайччен шавласа лартӑмӑр.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ӑна урӑх нимӗн те кирлӗ мар, — каччӑ кушӑрханӑ йывӑҫ хуппине хӑйпӑтса илчӗ те шавласа юхакан шыва пӑрахрӗ.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑлхана ӗҫрен килнӗ ҫынсем шавласа калаҫни пыра-пыра кӗчӗ, унтан хӗрарӑм сасси илтӗнчӗ, Тахӑшӗ: «Пурте сывах, Татьяна Ивановна… Алӑ-и? Ыратмасть, тӳрленчӗ», — терӗ.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Шӑннӑ ҫӗре хупӑрласа витнӗ шурӑ юр васкасах ирӗлчӗ, шӑнкӑртатса шавласа ҫырма-ҫатра тӑрӑх юхса кайса ҫухалчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Урамра шавласа вылякан ача-пӑча сасси ман шухӑшсене татрӗ.

Помоги переводом

VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл урамра шавласа чупма та юратать, пӗччен те тунсӑхламасть.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Паян, июнӗн 8-мӗшӗнче, Пишпӳлек районӗнче черетлӗ Акатуй шавласа иртрӗ. Хатӗрленӳ ӗҫӗсем эрне ытла пычӗҫ.

Помоги переводом

Кӗр! кӗрлерӗ Акатуй // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... uy-3803699

Ун хыҫҫӑн ыттисем те шавласа, кӗрлесе кайнӑччӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйсен ал ӗҫӗсене тытӑниччен малтан хӗр упраҫ, тулса ҫитнӗ кантӑр пуҫӗ ҫине сырӑннӑ ҫерҫи ушкӑнӗ пек шавласа, тусӗсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ, эрешленӗ япаласене черетлесех тыта-тыта пӑхать.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ун патне килне каймалла пулӗ тетӗп, кунта ахалех шавласа тӑриччен, унпа мӗн пулнине пӗлес пулать, тен, сӑлтавсӑрах нервӑсене хускататпӑр, — ӑслӑ-тӑнлӑ каларӗ Урине.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сылтӑмра трактор туртса пыракан сухалакан плуг хыҫҫӑн кайӑксем шавласа вӗҫеҫҫӗ, сухаланӑ ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ, ӑмансене чӗрӗллех ҫӑтаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пурте шавласа кайрӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл, йывӑҫ-курӑка ҫӑвартан сиплӗ эмел хыптарса, хӑй ҫулӗпе чикан ушкӑнӗ пек кӗрлесе те шавласа иртсе каять.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Алӑк уҫӑлать те, шавласа та кӗрлесе, пӗр ушкӑн хӗрарӑм кӗпӗрленсе кӗрет.

Помоги переводом

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем те шурӑ минтер ҫинчи юна курнӑ, урам тӑрӑх шавласа иртекен халӑх сассине илтнӗ, пуля шӑтарса кӗнӗ чӳречене асӑрханӑ, чӗрене ҫурса ярасла кӑшкӑрса йӗрсе янӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана, урама чупса тухсанах, пӳрт умӗнчи йывӑҫсен сулхӑнӗпе хаваслӑ хӗрсен ушкӑнӗ шавласа пынине курчӗ, вӗсене палласа илчӗ: пӗр бригадӑри хӗрсем иккен…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Зал шавласа кайрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Залра ларакансем кӑмӑллӑн шавласа илчӗҫ те каллех шӑпланчӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пионерсем, икӗ юлташа шыраса Венюксем патне кайнӑ чух, чукун ҫул хӗрринче ҫынсем шавласа тӑнине курнӑ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней