Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӑран кӗсрене апла та капла турткалакан, тилхепе вӗҫӗпе лашана шарт та шарт ҫапакан этем каплипех тарса ӳкес ҫуккине ӑнланать те, анса, чӑтлӑхалла тапса сикет.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тукмак хӳре вилӗ ҫурине ҫӑвара хыпса, чӗррисене ертсе чӑтлӑхалла ҫул тытрӗ.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Чӑтлӑхалла пӑши йӗрӗ кӗрсе ҫухалать.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Юлашкинчен Васса чӑтлӑхалла, инҫенех вӗҫтерчӗ.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кашкӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑтлӑхалла лӑпсӑртатрӗҫ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Аманнӑскер ӑна шӑлӗпе каплаттарса ярса тытрӗ те чӑтлӑхалла кӗрсе ҫухалчӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Иннокентий тӑрантас ҫинчен анчӗ те, никама курман-илтмен пек, хӑйне кирлӗ юман шыраса, чӑтлӑхалла утрӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗҫех, те шыҫӑ ыратнине тӳсеймесӗр, те хӑй ҫаратнӑ пыл шӑршипе киленсе-хӗпӗртесе, вӑкӑр пек мӗкӗрсе ячӗ те, вӗллене ҫӗклесе, каллех чӑтлӑхалла тапса сикрӗ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Вӑрмантан тухиччен пӗр ҫухрӑмран ытла юлманнине чухласа Ахтупай ҫултан пӑрӑнса чӑтлӑхалла кӗчӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫав пӑравус сасси темшӗн хӑй патне илӗртрӗ, ҫул-йӗрӗ шырамасӑрах чӑтлӑхалла тепӗр хут кӗрсе кайрӗ Эльгеев.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Халӗ вӗсем вӑрман чиккипе пыраҫҫӗ, кунта ҫӳллӗ йывӑҫсен хушшинче тӗмпе хупланнӑ сӗвек тайлӑм курӑнать; малалла вӑл чӑтлӑхалла куҫать.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унтан кӳршӗ йывӑҫ ҫине шавлӑн сиксе куҫрӗ, Горна хӑрлатса хӑтӑрса тӑкрӗ, ун ҫине пысӑк мӑйӑр ывӑтрӗ, ҫав самантрах тӗк те ҫил сике-сике чӑтлӑхалла кӗрсе ҫухалчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Старик стенаран сӗвенчӗ, пуҫне типӗ аллисемпе ярса тытрӗ те куҫӑмӗсен аптӑравлӑ хӑвӑртлӑхӗпе чӳрече янахӗ ҫине улӑхрӗ, вӑштах сиксе чӑтлӑхалла чӑмрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унтан негр сиксе тӑчӗ, малалла ыткӑнчӗ те — Гент тепре периччен чӑтлӑхалла чӑмса ҫухалчӗ.Затем негр вскочил, подпрыгнул и исчез, прежде чем Гент успел остановить его вторым выстрелом.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫула компаспа палӑртсан Гент чӑтлӑхалла хӑюллӑн чӑмрӗ.Определив компасом направление, Гент смело погрузился в чашу.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Наҫилккеҫӗ мӑйне вӗрен йӑлмак тӑхӑнтартнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫак самантра темиҫе хутчен пени илтӗнчӗ, пульӑсем юнашар йывӑҫсенчен чанклатрӗҫ те — хурахсем чӳклӗх йӑхташне шӑрҫисемпе тата сехӗрленӗвӗпе пӗрле шурӑ ӳтлӗ ҫын валли пӑрахса хӑварса чӑтлӑхалла чӑмрӗҫ; тепӗр енчи чӑтлӑхран аллине пӑшал тытнӑ Гент тухрӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпир тепӗр ҫырмана ҫитсе ӗлкӗртӗмӗр, унтан ҫырма юппине тухса хир урлӑ чупса каҫрӑмӑр та, вӑрман хӗрне тухса тӳрех чӑтлӑхалла чупрӑмӑр.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗчӗк ҫын конвойҫӑсен куҫӗсене ҫирӗп табак пӗрчисем сапса вӑхӑтлӑх курми турӗ те чӑтлӑхалла тарса ҫухалчӗ; вӑхӑтлӑха паллах — е хавхалану, е телейлӗ самант лӑпкӑ та тутӑ пристане ҫавӑтса ҫитериччен.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Мана кӗпҫерен тухнӑ пек янӑравсӑр ахӑлтатӑвӗпе ӳхӗ хуравларӗ те — туратсен хушшипе чӑштӑртатса тухса тӗттӗм чӑтлӑхалла вӗҫсе ҫухалчӗ.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Тепӗр икӗ ҫури ҫапӑҫма шутламарӗҫ, амӑшӗпе пиччӗшӗ пуҫ хунине курнӑскерсем, чӑтлӑхалла чавтарчӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.