Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитменнине, тӗрлӗрен ҫапӑ, типсе кайнӑ хӑва тата ытти йывӑҫ турачӗсем чӑрмантараҫҫӗ, вӗсене айккинелле илсе пӑрахмалла.
VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Кашкӑрсем пӑр ҫинчех ярӑнаҫҫӗ-ха, пӗр-пӗрне чӑрмантараҫҫӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӗсен шучӗпе, ҫакӑн пек тӑрӑхсем вӑрман пушарӗсемпе кӗрешес ӗҫре чи тухӑҫлӑ мера пулса тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсем вут-ҫулӑма малалла кайма тата сарӑлма шанчӑклӑ чӑрмантараҫҫӗ.
Пушкӑрт вӑрман хуҫалӑхӗсем нацпроект шайӗнче пушара хирӗҫ минерализациленӗ тӑрӑхсене активлӑ йӗркелеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... le-3771440
Хулара эпир ун пек шава та, тусана та ылханатпӑр, вӗсем пире чӑрмантараҫҫӗ, пуҫа ыраттараҫҫӗ, тумтире варалаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Эпир логикӑпа усӑ курса кӑна тӗрӗс йышӑну тума пултаратпӑр тесе шутлатпӑр, туйӑмсем вара пире ҫав ӗҫре чӑрмантараҫҫӗ тетпӗр.
Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1457
Пӗрисем тӑваҫҫӗ, теприсем ватаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ — кама мӗн пӳрнӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Пӑх та тӗлӗн, калаҫакансем чӑрмантараҫҫӗ ӑна.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Васкаманни, йышӑну тӑвайманни карьерӑра ӳсме чӑрмантараҫҫӗ.Медлительность, нерешительность, бесконечные отговорки могут существенно затормозить карьерный рост.
29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫӗр айӗнче выртакан тӗрлӗрен коммуникацисем ҫак ӗҫсене тума паянхи кун чӑрмантараҫҫӗ.
Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566
Тӗрлӗрен сӑлтавсем чӑрмантараҫҫӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Унтанпа каллех вара ҫапла киле-киле чӑрмантараҫҫӗ ӑна.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсен юрринче сасӑ ӗнерӗвӗ-килӗшӗвӗ ҫук, хӑйсем те вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштермеҫҫӗ: ҫак мӗскӗнсем тахҫанах пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитернӗ, пӗр-пӗрне ҫӑкӑр татӑкӗ тупма чӑрмантараҫҫӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Камсем чӑрмантараҫҫӗ? — труках тавҫӑрса илеймерӗ-ха Эрхип.
Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.
Вӗсемпе иртӗхни салтаксен сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ, ҫар хатӗрленӗвне чӑрмантараҫҫӗ тата шанчӑклӑ пӗрлӗхре пулмалла чух хирӗҫӳсем кӑларма пултараҫҫӗ.
Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh
Ҫав хушӑрах сурансене хӑвӑртрах тӳрленме усӑ куракан ҫыхӑсемпе усӑ курнӑ чухне ҫак ҫимӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ чакать — вӗсем пылри усӑллӑ япаласене сурана лекме чӑрмантараҫҫӗ.
Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html
Писатель ҫуралнӑ ялта — Кутемерте, Пӑрмасра, вулӑс ялӗнче — Шӗнерпуҫӗнче, Шемшерте кулаксемпе куштансем продразверсткӑпа хирӗҫ тӑраҫҫӗ, тыррине пытараҫҫӗ, вӑрлӑх хывма та чӑрмантараҫҫӗ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Чылай ҫӗрте хысаксен катрамӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене ӳкме хушӑк ансӑрри е мӑкӑрӑлчӑксем тӑсӑлса выртни чӑрмантараҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫулҫӑсем пӑхма чӑрмантараҫҫӗ; пуплев шутсӑр канӑҫлӑ, тӳлек те кахал сӗмлӗ, — кирлӗ сӑлтавпа мар, ахаль-махаль ҫеҫ сасӑ кӑлармашкӑн тавлашакан, йыхӑракан, кӑшкӑрашакан хӗрсен шавӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫапларах иртрӗ пирӗн калаҫу; ӑна питӗ тимлӗн итлеме тиврӗ, мӗншӗн тесен унӑн юхӑмне маларахри тата хальхи пӑтӑрмахсем темиҫе хутчен те авӑккӑн чӑрмантараҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
«Мисс, — тет капитан, — эпӗ ҫӗнӗ Америка уҫма тата сирӗнтен королева туса хума пултаратӑп, анчах фрегата тарӑн ҫӗрте чарма, утрав патне ҫывхарма май ҫук, мӗншӗн тесен кӑтра хумсемпе рифсем чӑрмантараҫҫӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.