Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ултав ҫеҫ те мар тата, ултав ҫине ултав.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ултав хыҫҫӑн ултав, ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫапӑҫу…
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
«Кирек мӗнле сӑлтава пула тунӑ ултавӑн та ячӗ пӗрре: ултав!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чеелӗхе хирӗҫ — чеелӗх, ултава хирӗҫ — ултав!..»
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ултав, ултав…
XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫапла, ултав пӗрре мар сике-сике тухрӗ, — тӗрлӗ ӗренке-капашпа: хӑлаҫлану, сӑмахсем, сӑнсем, пейзажсем, ӗмӗт-шухӑш, тӗлӗксемпе шанӑҫсем, унтан — саккун тейӗн — ҫав ултав хӑй хыҫҫӑн кӗл ҫеҫ хӑварать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ултав анчах, мӗнпур ӗҫ — ултав…
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ултав кирлӗ мар мана, — ҫаплах хашкама чарӑнаймасӑр, васкаса калаҫрӗ Шурочка, — тепӗр тесен, ҫук, эпӗ ултавран ҫӳллӗрех, анчах хӑравҫӑлӑх та кирлӗ мар мана.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑна нимӗнле илемлӗ ултав та илӗртес ҫук, суя ҫул ҫине кӑларас ҫук; ан тив, ун тавра пӗтӗм киревсӗрлӗх, шырлӑх океанӗ хумхантӑр, пӗтӗм тӗнче наркӑмӑшпа пӑсӑлса, тӳнтерле ҫаврӑнтӑр — Обломов нихҫан та ултав туррине пуҫҫапас ҫук, унӑн чунӗ яланах таса, ҫутӑ, тӳрӗ пулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Банк сотрудникӗсем уфимкӑн шанчӑксӑр ӗҫӗсене асӑрханӑ, унпа ултав ҫинчен калаҫу ирттернӗ.
Ултавҫӑсем 23 ҫулти уфимкӑран 4 млн тенкӗ ытла илӗртсе илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... ln-3954613
Республикӑри шалти ӗҫсен органӗсен дежурнӑй чаҫӗсене ултав ҫинчен 32 хыпар ҫитнӗ.
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче 12 миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... tn-3952300
Кӗвӗҫӳ те, ултав та ҫук.
Врачсем — пур ҫӗрте те пурнӑҫа тӑсакансем // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... -tsakansem
Ултав аллине лекнине ӑнланса илсен, полицие кайнӑ.
Пушкӑрт пенсионерки мошенниксене 5 млн тенкӗ панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pulsa-irtni/ ... an-3890845
Вӗсен шутне патшалӑха палӑртакан тӗп паллӑсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан айӑпсем кӗнӗ: сӗтев илни, хыснаран вӑрлани, службӑра суйни, ултав.
Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗнче ӗҫлекенсен кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%BD%D3%97
Банк ултав ҫинчен информацие пӑхмасӑрах куҫару ирттерсен, вӑл вӑрланӑ укҫана клиента пӗтӗмӗшпех тӳлесе татмалла пулать.
Раҫҫейре банксене мошенникла операцисене чарса тӑма хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... hn-3831551
Малтанлӑха мӑшӑлти курӑннӑ хӗрарӑм хӑй умӗпе епле йӑпӑртатса иртнине курчӗ те Левен — туйрӗ: куҫа мӑшӑлти пек курӑнакан тачка хулҫурӑм — ултав кӑна.
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Херш карьери аяла анса ларнӑ», «Камелота пӗтерес ӑссӑрла ӑнтӑлура… пайӑн-пайӑн Херш, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫирӗппӗн туса, хӑйӗн карьерипе таса ятне тӗп тунӑ», «Ку кӑштах вӗрентекен истори те, кӑштах йӳҫӗ тутӑ паракан фарс та — ҫынсем ыйтнине тата журналистикӑна юрас тесе пулса иртнӗ ултав тата ҫын хӑйне хӑй улталанин историйӗ» — прессӑра кӗнеке пирки тата автор ҫинчен ҫапла хаклавсем пичетленнӗ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Пишпӳлек районӗнчи уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем Пелепей районӗнчи Приютово уголовлӑ шырав ӗҫченӗсен оперативлӑ информацийӗпе «Сирӗн тӑванӑр ДТПа лекнӗ» ултав схемипе ҫыхӑннӑ курьера тытса чарнӑ.
Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627
Татьяна Ишмуратовӑн сӑнарӗ вара «Турӑ ҫырни» калавра хытах тертленет, ултав ӑна самаях ҫапса хуҫать, апла пулин те пике ҫӗнӗрен ҫӗкленме вӑй тупать.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
— Ултав вӑл хӑвӑнтан та тухать, ҫынран та.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.