Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасем урок вӗренсе килеймесен, туллашса каяттӑм, вӗсене, лӑпкӑн ӑнлантарса парас вырӑнне доска умне кӑларса тӑрататтӑм, каҫченех класра тытаттӑм.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Атӑл ӑна хурланса та, туллашса та, савӑнса та кӗтнӗ, анчах кӗтсе илеймен.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пӗррехинче ун патӗнчен эпӗ те туллашса тухрӑм.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кӗтнӗччӗ-и-ха вӑл паҫӑр ҫеҫ хӑйпе юнашар выртакан вӗри хӗрарӑм, лӑпкӑн канакан тинӗс ҫил вӗрнипех туллашса хусканнӑ евӗр, урса каясса?
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӑшра хӑйпе хӑй туллашса, макӑрса, хӑйне ылханса, таркӑн хупах хуҫин пӳртум алӑкне пырса кӗрслеттерчӗ.Кляня себя последними словами, беглец решился наконец зайти в кабак. Он сильно забарабанил в дверь.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унччен Янтул пуринпе те туллашса ҫӳретчӗ, халӗ туслашса ҫӳрет.Раньше Яндул частенько придирался к людям, со многими вздорил, теперь он дружит, почитай, со всеми.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫил сӑнчӑрти вун-вун икӗ анчӑкла туллашса вӗрет; хӗрхенмесӗр чышать-тӗртет, сулахайран та, сылтӑмран та, малтан та, хыҫалтан та; тумтире лӑскать, сывлава пӳлӗнтерет.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Иртенпех туллашса тӑнӑ чунне лӑплантарчӗ ӗнтӗ вӑл, кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ, ҫавна май тӑватӑ чӗрчуна так ахаль тӗп тунӑшӑн ӳкӗнсе те илчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Картишӗнче, хытӑ туллашса, йытӑ вӗрме пуҫларӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл пуҫне сулкаласа илет, туллашса, вӑрҫса пырать.
6. Аэродромри пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хӑйне патаксемпе ҫапнипе упа татах хаярланса ҫитсе туллашма пуҫларӗ, хӑйне ҫапакан патакӗсене малти урисемпе яра-яра илет, туллашса ҫапӑҫать, ҫак хушӑрах пире клеткӑн тимӗр патаккисем патне хӗстерсе пырать.
Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Хумсем кӗпер патне ҫитес пекех ҫӳлелле ывтӑнаҫҫӗ, вӗсем кӗпер урлӑ сиксе каҫассӑнах туйӑнаҫҫӗ, вара шавлӑн туллашса, хурҫӑ трубасенчен тунӑ сӑвайсем ҫинелле пырса ҫапӑнаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӑвӑл туллашса уласа вӗрет, туратсем шатлатса хуҫӑлаҫҫӗ, йывӑҫсем кӗрӗслетсе ӳкеҫҫӗ, тулнӑ шыв шавласа ыткӑнать, ҫак самантра мӗн те пулсан илтӗнессе асне те ан ил.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл унӑн пурнӑҫӗ ҫийӗн, тулӑ пусси тӑрӑх ҫил-тӑвӑл ахӑрашса иртнӗ пек, асар-писеррӗн туллашса иртрӗ: анчах, тулӑ тесен, вӑл тӑвӑл хыҫҫӑн та ҫӗкленет, хӗвел ҫутинче хӑйӗн илемӗпе куҫа савса ачашлать пулсан, старик, ав, ура ҫине тӑма ниепле те хал ҫитереймерӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хапха патӗнче Наталья пӗчченех тӑрать, тул ҫутӑлас умӗнхи сулхӑн ҫил ун аллинчи хурлӑхлӑ хура тутӑра ҫӑлса илесшӗн туллашса вӑркӑштарать.У ворот стояла одна Наталья, и свежий предутренний ветерок рвал из рук ее черную траурную косынку.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тимӗр пралук кӑранлатнӑ, сӑнчӑр чӑнкӑртатнӑ, йытӑ, пиллӗк-улттӑ сиксе, картиш урлӑ каҫнӑ та туллашса хаяррӑн вӗрме тытӑннӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрекен вичкӗн сивӗ ҫил вӑрмансем тӑрӑх уласа ҫӳрет, куҫ уҫса пӑхмалла мар юр вӗҫтерсе, хытхура тӗмӗсен шӑртланчӑк тунисене ҫӑтӑр-ҫатӑр хуҫса, ҫеҫенхир тӑрӑх туллашса ыткӑнать.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чиркӳ тӑрри, пирвайхи ҫил-тӑман туллашса тустарнипе, виле сӑнӗ ҫапнӑ пек сиввӗн ҫуталса йӑлтӑртатнӑ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах Листницкий шӑпланчӗ, киле ҫитичченех хӑйне хӑй ҫилӗллӗн туллашса пычӗ.Но Листницкий приумолк и до самого дома мысленно жестоко издевался над собой.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1
- 2