Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ту тӑрринче мӗн тери илемлӗ сӑн курӑнать: таврара пурӑнакан уй-хирсемпе вӑрмансене курсан, сывлӑш пӳлӗнсе ларать.
Хамӑр ҫӗршывран илемли те, хитри те ҫук // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... uk-3865741
— Нина, — терӗ вӑл хӑюсӑррӑн, вара тӑруках пӳлӗнсе, пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑчӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Хирӗҫ ним калаймасӑр пӳлӗнсе тӑчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗрре кӑна ӗмсе илтӗм — куҫпуҫ алчӑраса кайрӗ, сывлӑш пӳлӗнсе килчӗ, ӳсӗре пуҫларӑм.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Нимӗн те тӑваймастӑн, вӑкӑра вӑрмантах хӑварса пӳлӗнсе сывла-сывлах ял еннелле чуптарать.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.
Анютӑн тути чӗтресе илчӗ, хӑмӑр куҫӗ шывланчӗ, ӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ пулас, тарӑннӑн-тарӑннӑн сывларӗ те пуҫне упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине ӳкерчӗ.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эхлетрӗ, ахлатрӗ, виҫине пӗлмесӗр клевер ҫисе тултарнӑ ӗне пек мӑшлатрӗ, хушшӑн-хушшӑн сывлӑшӗ те пӳлӗнсе ларчӗ курӑнать.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ун сассинчен вӑл манран та ытларах ывӑннине, сывлӑшӗ те пӳлӗнсе ҫитнине тавҫӑрса илетӗп.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Урасем кӑна мар, манӑн сывлӑш пӳлӗнсе кайрӗ, тӑнлавсенчи юн тымарӗсем сасартӑк ыраттарса тапа пуҫларӗҫ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хӗр ӑна кӑкӑрӗнчен вӑйпа чышса ячӗ те, сиввӗн пӑхса: — Эсир мар вӑл принц! — терӗ тарӑхнипе пӳлӗнсе.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Халӗ унӑн ҫилли сасартӑках асар-писеррӗн капланса вӗреме пуҫларӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе килнипе кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗр хирӗҫлемерӗ, хӑй те ӑна вӗри аллисемпе питӗнчен, мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ, унтан хай ҫумне хытӑ-хытӑ пӑчӑртарӗ те, хӗрӳлснсе кайнӑскер, пӗҫерекен тутипе каччӑ тути ҫумне тӗртӗнчӗ, хӑй хӑвӑрт-хӑвӑрт пӳлӗнсе сывлакан пулчӗ.
Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Улӑхри кӳлӗсене темӗн чухлӗ пулӑ пӳлӗнсе юлнӑ, — ӑнлантарчӗ кукша.
Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унччен те пулмарӗ, пӗр хӗрарӑм хӑрушӑ сасӑпа: — Ара, хӑмӑр пӳлӗнсе юлатпӑр-ҫке! Авӑ, шыв ӑҫтан тапса тухрӗ! — тесе, шари! кӑшкӑрса ячӗ, виҫ-тӑватӑ ҫулхи ачине ҫӗклесе, урам тӑрӑх чупма пуҫларӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах хальхинче вӗсем нихӑшӗ те паҫӑрхи пек хаваслӑ мар, темӗнле тискер кайӑка курнипе хӑраса ӳкнӗ евӗр шӑлтах хӑшкӑлса, пӳлӗнсе ҫитнӗ.
«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.
Калама, калама тӑрать те — пӳлӗнсе ларать.
Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ян… — терӗ те Янтул пӳлӗнсе ларчӗ, хӗрелсе кайрӗ.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ватти вара хӑй мӗнле калаҫнине сӑнама хӑнӑхнӑ пулас, хӑш-пӗр ҫӗрте пӳлӗнсе чарӑна-чарӑна тӑрать, кирлӗ сӑмах тупайманнипе тарӑхса хӗрелсе каять.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хальхи пекех астӑватӑп-ха, каланӑ ҫӗртех вӑл чыхӑна-чыхӑна ӳсӗрме пуҫларӗ те, пӳлӗнсе ларчӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Юлашкинчен, калаҫсан-калаҫсан, унӑн сывлӑшӗ пачах пӳлӗнсе ларчӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.