Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл ӑна шӑлса типӗтмерӗ, куҫҫулӗ вара пӗр пӗркеленчӗкрен тепӗр пӗркеленчӗк ҫине юхса анчӗ.Но она не вытирала её, слеза всё катилась от морщинки к морщинке.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
«Кинемей» тесен, куҫ умне пӗркеленчӗк питлӗ, кӗвенте пек кукӑрӑлнӑ, аллине туя тытнӑ карчӑк тухса тӑрать-ҫке.
I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Хӗвелпе пиҫнӗ пичӗ ҫинче пӗр пӗркеленчӗк те ҫук.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Алексей Матвеевич ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ, анчах ӑшӑ кулӑ унӑн пӗркеленчӗк питӗнчи, кӑвак куҫӗнчи салхулӑха сирсе яраймарӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
— Тархасшӑн, лӑплан, анне, хӑв пӗлетӗн, манӑн каймалла, — вӑл амӑшне пӗркеленчӗк питӗнчен чуп туса илчӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӑл амӑшӗн пӗркеленчӗк ҫамкинчен чуптурӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Пичӗ шап-шурӑ, тап-таса, унта пӗр пӗркеленчӗк те ҫук.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унта пӗр пӗркеленчӗк те ҫук унӑн.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пичӗ ҫинче пӗркеленчӗк те сахал.
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Питӳ ҫинче пӗр пӗркеленчӗк те курӑнмасть.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Эпӗ умри тӗкӗр ҫине пӑхса илтӗм те паҫӑрхи карчӑкӑн пӗркеленчӗк пит-куҫне куртӑм.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Туллирех тӑрӑхла пит ҫӑмартийӗ яп-яка, пӗркеленчӗк таврашӗ ҫук, ҫӑка хуппи тӗслӗ хӑмӑр хулӑн пуҫӗнче те кӑвак пӗрчӗсем курӑнсах каймаҫҫӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Хайхискер, кӗҫӗн ывӑлне курсан пӗркеленчӗк пит-куҫне куҫҫульпе шывлантарса ӗсӗкле-ӗсӗклех макӑрса ячӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫамки ҫинче кӑна ку таранччен эпӗ пӗлмен пӗркеленчӗк палӑрать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӗркеленчӗк ӳтлӗ типшӗм пичӗ пӗҫернӗ панулмине аса илтерет.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пичӗ-сӑпачӗ тӑртӑнса пӗтнӗ, куҫӗ-мӗнӗ йӑлтах пӗркеленчӗк айне путнӑ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пичӗ ака кӑмпи пек чӑлтӑр пӗркеленчӗк.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Пӗркеленчӗк пит-куҫӗнче ҫеҫ тахҫанхи, аллӑ ҫул каяллахи пек, ашкӑнчӑк, Михала мучи ҫеҫ пӗлекен ачаш кулӑ вылять.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Кинемей хыткан аллипе пӗркеленчӗк тутине хупларӗ те сасӑпах кулса илчӗ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Сивӗтиччен ҫарран чупакан урари кашни пӗркеленчӗк палӑрчӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.