Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗринчен тепри хитре, пӗринчен тепри ӗҫчен.
14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кунпа пӗрлӗх пӗр харӑс Сечьшӑн та ӗҫӗр, вӑл мӗнпур бусурмансене хӑратса нумайччен тытӑнса тӑтӑр, унтан кашни ҫулах пӗринчен тепри лайӑхрах, пӗринчен тепри чипертерех маттурсем ҫуралса тухчӑр.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Шыв хӗррине пӗр пӗрене хыҫҫӑн теприне сӗтӗрсе пыма пуҫларӗҫ — хыр пӗренисем пӗринчен пӗри яштакарах, бук кӗрешӗсем пӗринчен пӗри хулӑнрах.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шурса кайнӑ вӗсем, пурте шурчак сӑнлӑ, пӗринчен тепри ҫӳлӗрех, пӗринчен тепри хытканрах шӑмӑллӑ, пурте хӑйӗн аллинче хӑрушла виле тытса ларакан юланутҫӑ тавра пухӑнса тӑнӑ.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗринчен тепри пӗчӗк.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Чечек ҫыххисем пӗринчен тепри илемлӗ.
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html
Эх, пӗринчен тепри тӗлӗнмеллерех ун калавӗсем.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Пиллӗк вӗсем, пӗринчен тепри кӗренреххисем.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӗпчевҫӗсем ҫапла ҫырнӑ: «Чӑваш хусахӗсем питӗ селӗм тумланаҫҫӗ, вӗсен сӑвӑр е пӑсара тирӗпе хӑнтӑрланӑ сӑхмансем те пур, хӑйсем те пӗринчен тепри маттур».
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пӗринчен ватӑ генерал тухнӑ та Юсуппа Светлана выртнӑ ҫӗрелле утнӑ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫак маттур йышпа эпир хамӑр тӑрӑхра, округра иртекен культура мероприятийӗсенчен пӗринчен те юлмастпӑр.
Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/
Пӗринчен тепӗри патне чупкаласа, кӗлте ҫыхма вӗрентеҫҫӗ хула ҫыннисене Сӑпанипе Марье.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Кам ҫунать-ши? — ыйтаҫҫӗ пӗринчен тепри.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унтанпа пӗринчен тепри хӑрушӑрах та хурлӑхлӑрах мӗнле кӑна халап ҫӳремерӗ-ши ял тӑрӑх!
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫурчӗсем самай юсавлӑ, карта-хури те ҫӳллӗ, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла ҫӗнетсе пыраҫҫӗ иккен.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Пӗринчен тепри сатур, япшар.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Ҫапнӑ май такмак сӳтмешкӗн Пӗринчен тепри ӑста.
Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.
Шуралса пыракан ҫӳҫсемлӗ пуҫӗнче пуласлӑх варианчӗсем пӗринчен тепри тискертерех курӑнса шуса иртрӗҫ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Енчен те хӗр каччӑ умӗнче чарӑнса тӑнӑ е унпа юнашар тӑрса кӑшт утнӑ-тӑк, пӗр-ик сӑмах перкелешнӗ-тӗк, ҫийӗнчех ялта, вӑрман ҫийӗн тӗтӗм сарӑлнӑ пек, пӗринчен тепри вӑйлӑрах сас-хура сарнӑ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӗрӗсем вара пӗринчен тепри хитре, шыв тӗпӗнче, хӗвелсӗр ҫӗрте ҫуралса ӳснӗскерсем пек те мар, амӑшӗ пекех сап-сарӑ та тем вӑрӑмӑш ҫӳҫлӗ, кӑвак чечек пекех кӑвак куҫлӑ.
2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.