Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗрӗк сехет те иртмерӗ, эпӗ ӗнтӗ музей хуралҫин килӗнче канӑҫлӑн ларатӑп, умри кровать ҫинче Игорь, урисене ҫӗрелле усса янӑ, мӗскӗн, тем пекех начарланнӑ, пуҫӗ — шакла.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара ҫывӑрнӑ хушӑрах пуҫ айӗнчен хытӑ пуҫелӗк майӗпен шӑвӑнса тухнине, пуҫӑм ҫемҫе, тӗлӗнмелле ҫемҫе минтер ӑшне путнине канӑҫлӑн туйса илтӗм.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Железнодорожник канӑҫлӑн тӗлӗрсе пырать, наушниксем пушӑ, ахалех выртаҫҫӗ.Железнодорожник, сидевший против меня, мирно дремал, наушники даром лежали на столе.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
14. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ӗнтӗ ҫавна кӗтсе тӑрса, Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма тӑрӑшӑр; 15. Ҫӳлхуҫамӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне хурса хисеплӗр, савнӑ Павел тӑванӑмӑр та хӑйне панӑ ӑслӑлӑхӗпе сире ҫапла ҫырса янӑ, 16. ун ҫинчен вӑл пур ҫырӑвӗнче те ҫавнах калать; ун ҫырӑвӗсенче ӑнласа илме йывӑртарах тӗлсем те пур; пӗлмен ҫынсем тата ҫирӗпех ӗненмен ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтермешкӗн ҫав тӗлсене те, ытти Ҫырусене те пӑсса улӑштараҫҫӗ.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫынсем унталла-кунталла кумаҫҫӗ, Элимене канӑҫлӑн тӑма памаҫҫӗ, куҫ умӗнче мӗлтлетеҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кӑмӑлсӑррӑн сура-сура, Камай пӗчченех домрактсемпе ҫурта ҫӗклерӗ, бетон шӗвекӗ хатӗрлесе, никӗсе ячӗ, вара канӑҫлӑн хулана тухса кайрӗ, тепӗр эрнерен таврӑнчӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Сарлака хулӗсем, ҫӑмлашка кӑкӑрӗ, ӑнсӑртран вӗҫсе килнӗ ҫиле туйса, канӑҫлӑн ҫӗкленсе илчӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халь вӑл ытла та канӑҫлӑн, никама пӑхӑнмасӑр пурӑнатчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапла лӑпкӑн та канӑҫлӑн малалла шунӑ ял пурнӑҫӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Лӑпкӑн, канӑҫлӑн сывлать вӑл.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ытлашши чӑрик-чарик сас ан тухтӑр тесе, ҫак тенкел патне йӑпшӑнса, ура вӗҫҫӗнтерех йӑпӑшлатса пытӑм та тирпейленсе, канӑҫлӑн вырнаҫса лартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Анчах вӑхӑт шунӑ ҫемӗн сӗлпӗрленнӗ, тӑрмаланчӑк ӳт-пӗвӗ («тӳнӗ сӳс тӑпки»), шӗлтӗрех кайнӑ алли-ури самаях салатнӑ вӑй-халне пухасшӑн канӑҫ ыйтнине пула вӑл, сулчӑланса лӑм пулса, лӑпсӑрӑнса, майӗпен-майӗпен ишӗлекен-арканакан ӑс-тӑнӗ витӗр Морфи тинӗсӗн ӑспа виҫейми тарӑн тӗпнелле канӑҫлӑн, вӑраххӑн-вӑраххӑн, пылаккӑн-пылаккӑн йӑмпӑл-йӑмпӑл-йӑмпӑл путса анса кайрӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӗттӗмре ҫынсем канӑҫлӑн мӑшлатаҫҫӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сывлӑшӗ пӳлӗнсен ҫӗре канӑҫлӑн тӑсӑлса выртать.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Урасем юлмарӗҫ, — тесе старик ҫул хӗрринчи чул ҫине кайса ларчӗ, урисене канӑҫлӑн тӑсрӗ.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ӗх! Ӗх! Ӗх!» — илтӗнет сывлӑшра тӑтӑшах канӑҫлӑн та тутлӑн…
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Гобсон сӑмахӗсем телеграммӑна чӗтресе-хыпаланса уҫса вуланине аса илтереҫҫӗ; вулатӑн та — хавха тамалать, ҫакӑн хыҫҫӑн лӑштах сывласа ярса канӑҫлӑн кулас килет.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Акӑ пулчӗ те, — терӗ вӑл чул ҫумне канӑҫлӑн сӗвенсе, унтан кайса ӳкрӗ.— Вот и все, — сказал он, благодушно прислонясь к камню, затем упал.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Сирӗн чӗре моральпе, ырӑ ӗмӗтсемпе тулнӑ, анчах вӑл сирӗн — мамӑк тӳшек пек ӑшӑ та ҫемҫе, ун ҫинче творчество сывлӑшӗ канӑҫлӑн, хыттӑн ҫывӑрать, вӑл — сирӗн чӗре — тапмасть, сӑпка пек ерипен силленсе тӑрать»…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.