Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Верочкӑна ашшӗпе амӑшӗ патне чӗннӗ хыҫҫӑн ҫавӑнтах хозяйка поварӗн арӑмӗ патне чупса кайрӗ те: «Сирӗн барин пирӗн барышньӑна ҫураҫнӑ», — терӗ; хозяйкӑн кӗҫӗн горничнӑйне чӗнсе илчӗҫ, эсӗ хӑвна туслӑ ҫын пек тыткаламастӑн, пире ку таранччен те нимӗн те каламан, тесе ӳпкелеме пуҫларӗҫ: кӗҫӗн горничнӑй хӑйне мӗншӗн ятланине ниепле те ӑнланаймарӗ — вӑл нихҫан та нимӗн те пытарса курман; ӑна каласа пачӗҫ — «эпӗ хам та нимӗн те илтмен», — пытарнӑ тесе ахалех ятланӑшӑн унтан каҫару ыйтрӗҫ; кӗҫӗн горничнӑй ҫӗнӗ хыпара пӗлтерме аслӑ горничнӑй патне чупрӗ, аслӑ горничнӑй «Апла эппин, эпӗ нимӗн те илтмен пулсан, вӑл ӑна амӑшӗнчен вӑрттӑн тунӑ ӗнтӗ, Анна Петровна мӗн пӗлнине эпӗ пурне те пӗлекенччӗ-ҫке», — терӗ те барыня патне пӗлтерме кайрӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна хӑйне те ӗнтӗ тивӗҫлипех мухтамалла: ун пек горничнӑй манӑн арӑмӑн ку таранччен те пулман, чӑннипех пулман: пӑхма пӗлет, хӑйне тӑп-тӑп тыткалать, мӗн каланине итлет — пӗтӗмӗшпе каласан, горничнӑя урӑх нимӗн те кирлӗ мар.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Хӑш чух ҫав вӑхӑтра Тит хӗрсем пурӑнакан пӳлӗме чупса кайнӑ та, улпут ятран асӑннӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр горничнӑйне улпут валли салтак тӳми чечекӗн шывне кайса пама хушнӑ; мӗншӗн тесен унӑн «хырӑмне аван мар пулнӑ», вара горничнӑй, темле хӑраса ӳксе, Агафья Ивановна патне чупнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Камердинер вара хӑйӗн господинне хӑнасем йышӑнакан пӳлӗм урлӑ горничнӑй хӗр патне ҫавӑтса ҫитерчӗ; Чертокуцкий, горничнӑй хӗр хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме сӗтӗрӗнкелесе ҫитсе, юр пекех шурӑ платье тӑхӑннӑ, киленсе кайсах ҫывӑракан ҫамрӑк та хитре арӑмӗ ҫумне выртрӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
— Эсӗ… горничнӑй майлӑ мар, горничнӑйран ытларах экономка евӗрлӗ.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапах та горничнӑй тухса чӗнмесӗр ун патне кӗме хӑймарӗ студент.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Часах ун патне горничнӑй чупса пычӗ, профессора пӗлтерчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кама та пулин йывӑра илме сӑлтавӗ ҫук та пулӗ: Георгий Петрович Агашӑна юратнӑ, вӑл унӑн хӗрне пӑхса ӳстермешкӗн ют хӗрарӑма чӗнмен — горничнӑй та, няня та хӑех пулнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Полковник кабинетне сасартӑк Баратынский барон патӗнче пурӑннӑ горничнӑй — Матильда — виркӗнсе кӗчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мишӑн тӑванӗсем лайӑх йышӑнчӗҫ пулӗ, кӗтнӗ пуль сире? — чуптунӑ хушӑра ыйтрӗ горничнӑй.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Господин Эльгеев, сире почтальон кӗтет, — пырса пӗлтерчӗ горничнӑй.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Марьене кив клиникӑна вырнаҫтарма та пулӑшрӗҫ: Александр Ивановичӑн тӑванӗ Анна Ивановна — Казем-Бек профессор патӗнче горничнӑй пулса ӗҫленӗ иккен.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӗрачана король ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм пачӗҫ; ӑна пӑхса ӳстерме гувернантка, тумлантарма-салтӑнтарма пӗр горничнӑй тата ытти ӗҫсене туса пулӑшма икӗ хӗрарӑм тарҫӑ пачӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах кӗнеке ҫине ҫырса хума вӑл паспортне парсан, тепӗр куннех вӑл темскер инкек пуласса туйса илчӗ, — коридорти дежурнӑй темскер пӑхкаласа шыранинчен, куҫран пӑхасран пӑрӑннинчен, горничнӑй уҫҫӑнах хӑранинчен тата конторӑн кӗленчеллӗ алӑкӗ витӗр управляющипе чӑп-чӑмӑр швейцар вӑл пырса тухса кӗнине сыхласа тӑнинчен туйса илчӗ.
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Эсӗ пӗлетӗн-и, ухмах, улпут майрин урӑх горничнӑй ҫук вӗт!»
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Килте Иван — дворник, Секлетея — ватӑ хӗр, кухарка тата горничнӑй хӗр, вӗсемсӗр пуҫне — ҫуйӑн пулӑ пек пуклак сӑмсаллӑ лапсӑркка хура йытӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Горничнӑй хӗр сӑмавар ҫӗклесе кӗрсен, калаҫу татӑлнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана буфетчица темле шикленмелле пек кӑмӑллӑн пӑхать, — ирхине манӑн ӑна пит ҫума шыв памалла, анчах ҫав ӗҫе иккӗмӗш класри горничнӑй Лушӑн, таса та савӑнӑҫлӑ хӗрӗн тумаллаччӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана урама уҫӑлса ҫӳреме ямастчӗҫ, уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт та ҫукчӗ, — ӗҫ пӗрмаях хутшӑнса пыратчӗ; халӗ яланхи пек горничнӑй, дворник тата «чупса ҫӳрекен ача» ӗҫне тунисӗр пуҫне, манӑн кашни кулленех сарлака хӑмасем ҫине пӑтасемпе коленкор ҫапмаллаччӗ, ун ҫине чертежсем ҫыпӑҫтармаллаччӗ, хуҫан строительство ӗҫӗсен сметисене таса хут ҫине ҫырмаллаччӗ, подрядчиксен съезчӗсене тӗрӗслемеллеччӗ, — хуҫа иртен пуҫласа ҫӗрлеччен машина пек ӗҫлетчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку ҫын — Гаша горничнӑй.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.