Поиск
Шырав ĕçĕ:
Завьялов вӑраххӑн, питӗ вӑраххӑн пӗрремӗш этажа анать.
6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл, вӑраххӑн шухӑшласа, вӑраххӑн калаҫать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Йӑкӑнатӑн хусканӑвӗсем яланах вӑраххӑн пулаҫҫӗ, анчах тӗплӗ, лӑпкӑ; калаҫасса та вӑл вӑраххӑн, анчах ӗнентерӳллӗн, сассине улӑштара-улӑштара, аллисемпе сулкаласа, тепӗр чух пуҫӗпе те сулкаласа калаҫать.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Пӗр кун, унтан ыйхӑсӑр каҫ вӑраххӑн шуса иртрӗҫ, тепӗр кунӗ татах та вӑраххӑнрах иртрӗ.Медленно прошел день, бессонная ночь и еще более медленно другой день.
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Питӗ вӑраххӑн иртрӗ вӑхӑт ҫак кун Еленӑшӑн; тата вӑраххӑн шурӗ вӑрӑм-вӑрӑм ҫӗр.Медлительно прошел этот день для Елены; еще медлительнее протянулась долгая, долгая ночь.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑраххӑн пынӑҫем вӑраххӑнтарах пырса, танк окопсем ҫинелле тупӑран перет; тулхӑра-тулхӑра тӗтӗмпе ҫулӑм пӗрӗхтерсе пынӑнах туйӑнать вӑл.Танк отвечал из пулемета; похоже было — он чихал огнем и дымом.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗрре — вӑраххӑн, иккӗ — кӗскен, унтан каллех вӑраххӑн, вара — хуторпа шӑрӑх кун хыҫҫӑн канса выртакан ҫеҫен хир, шаннӑ курӑкпа хӗрнӗ тӑпран тутлӑ шӑршине саракан ҫеҫен хир, каллех шӑпланчӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кунсемпе ҫӗрсем пӗр евӗрлӗ пурнӑҫа чӑрсӑр та сасартӑк улӑштармасӑр, лӑпкӑн иртеҫҫӗ пулин те, хӗлпе ҫу та, кӗрпе ҫур та пӗлтӗрхи пекех иртрӗҫ пулин те, Выборг Енче те, Пшеницына ҫуртӗнче, пурнӑҫ пурпӗрех чарӑнса лармарӗ, йӑлтах хӑй майӗпе улшӑнса пычӗ, анчах ҫав тери вӑраххӑн улшӑнса пычӗ, пирӗн планета ҫинче геологилле улшӑнусем ҫавнашкал вӑраххӑн пулса иртеҫҫӗ: пӗр ҫӗрте ӗмӗрсен тӑршшӗнче тинӗс юшкӑнпа тулса ларать, е тинӗс ҫырантан чакса, ҫӗнӗ тӑпра купаласа хӑварать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтӗм ӳт-пӗвӗ сыхланса хаяррӑн ҫапӑҫма туртӑннӑ вӑхӑтра, вӑл вӑраххӑн, питӗ вӑраххӑн аллине кӗсьене чикрӗ, унта пистолетӑн кӑтрашка аврине хыпашласа тупрӗ, сасӑ тӑвасран асӑрханса, курока пуҫ пӳрнепе каялла туртса лартрӗ те пӑшаллӑ аллине кӗсьерен ерипен кӑларма пуҫларӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ним хускалмасӑр, вӑраххӑн, питӗ вӑраххӑн куҫне уҫрӗ те — хӑй умӗнче нимӗҫ вырӑнне темӗнле хӑмӑр ҫӑмлӑ мӗлке ларнине куҫ хӑрпӑкӗсем витӗрех курчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Температура ҫакӑн пек пайланса тӑнине кура, стратосферӑра, тропосферӑрипе танлаштарсан, сывлӑш питӗ вӑраххӑн куҫса ҫӳрет.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Тутисем ерипен, вӑраххӑн е хӑвӑрт-хӑвӑрт выляса илеҫҫӗ.
Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Вовӑн ҫурӑмӗ тӑрӑх темле сивӗ япала вӑраххӑн шуса анчӗ, сехри хӑпнӑ ачан ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Шарламасть Вова, диван ҫинчен анса ҫӗнӗ шӑлавар тӳмисене пит вӑраххӑн вӗҫертме тытӑнать: киввине, урама тухмаллине, тӑхӑнмалла.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Юлташӗ ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр пысӑк юхан шыв урлӑ каҫнӑ чух, ҫывӑхра снаряд ҫурӑлнипе, лашикачки путнӑ, — вӑраххӑн, аран-аран илтӗнмелле ка-аса парать асламӑшӗ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тамарӑн ҫутҫанталӑк епле хавасланнине пӑхса тӑрсан-тӑрсан карӑнса илес те хурчӑка пек вӑраххӑн вӗҫсе ҫаврӑнас килсе каять.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫурӑм тӑрӑх темле сивӗ япала, ҫухаран пӑр янӑн, пит вӑраххӑн шуса иртет.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Шап-шурӑ чечекри ҫӗмӗрте тытса силленӗн, ҫӑмӑл юр вӑраххӑн ӳкет ҫӗр ҫине.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑраххӑн йӑрӑлтатса тухнӑччӗ Пӑлаки аппа куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.