Поиск
Шырав ĕçĕ:
Коммунистсен партийӗ ҫеҫ, совет халӑхне кӗрешӳпе ҫитӗнӳсен паттӑр ҫулӗпе ертсе пырса, коммунизм обществи тумалли аслӑран та аслӑ тата тӗрӗс план туса хатӗрлеме пултарчӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Самана пирӗн ума аслӑран та аслӑ задачӑсем кӑларса тӑратать.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Нимӗнле чаплӑ ӗҫе те илемлӗ, ҫепӗҫ кӑмӑлсӑр тума ҫук, совет халӑхӗн иртнӗ вӑрҫӑри аслӑран та аслӑ ҫӗнтерӗвӗ те иксӗлми паттӑрлӑхпа чун-чӗре ҫепӗҫлӗхне пула ҫуралнӑ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ӗҫлеме пултарнӑшӑн савӑнас пулать, ҫак аслӑран аслӑ правӑпа усӑ курма пӗлменшӗн, этем ятне ярса, тивӗҫне манса пурӑннишӗн макӑрас пулать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫак аслӑран та аслӑ уяв ӑс-хакӑл ҫӗнелӗвӗн тата пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗн сӑваплӑ палли шутланать.Этот великий праздник является символом духовного обновления и торжества жизни.
Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd
Халӑх савӑнать, мӗншӗн тесен унӑн ҫак хӑрушӑ вахӑтра аслӑран та аслӑ ҫулпуҫ Ҫталин пур.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Аслӑран та аслӑ аллах тӗнӗпе-и — ислам тӗнӗпе-и?
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нумай ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать пире хупласа тӑракан тӳпере, анчах чи ҫуттисен ячӗсем ҫаксем (эп ун пеккисене ку таранччен курманччӗ-ха): чаплӑ та мухтавлӑ Сулейман Великолепный — Турци султанӗ тата аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ Сахиб-Гирей, пирӗн телейӗмӗр Герай-хан…
9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Пирӗн шанчӑк, пирӗн аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ, пирӗн пурне те витӗр курса тӑракан хан»…
9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эпир вӗсем камне пӗлмен, аслӑран та аслӑ Гирей-хан…
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑйӗн министрӗсене хӑй мӗн тунинех тутарттарма ӳкӗте кӗртес пулсан, король пӗтӗм тӗнчипе аслӑран та аслӑ ҫын пулса тӑнӑ пулӗччӗ, анчах унӑн министрӗсен кашниннех контингент ҫинче ҫӗрсемпе ҫурт-йӗрсем пуррипе тата фаворит хӑйӗн вырӑнчех юлассипе юлас марри ҫинчен иккӗленсе тӑнипе вӗсем ниепле те хӑйсен ҫӗршывне пӗр ҫынна пӑхӑнтарса тӑма килӗшесшӗн мар.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кунта ҫакна шута илмелле: эсир куҫсӑр тӑрса юлни сирӗн вӑй-хала пӗртте чакарас ҫук, эсир малашне те императоршӑн усӑллӑ пулма пултаратӑр-ха; куҫ курманни сирӗн паттӑрлӑха ӳстерме ҫеҫ пултарать, мӗншӗн тесен вӑл сиртен хӑрушлӑха пытарса тӑрать; эсир тӑшман флотне туртса илнӗ чухне сире нимрен ытла куҫсӑр тӑрса юласран хӑрани кансӗрленӗ; куҫсӑр тӑрса юлсан, эсир аслӑран аслӑ монархсем пек пурин ҫине те министрсен куҫӗпе пӑхма тытӑнатӑр, вӗсене ҫапла пӑхнипех ҫителӗклӗ вӗт.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унӑн аслӑран аслӑ величестви хӑйӗн вӗҫӗмсӗр илемлӗ ҫӗршывне нумаях та пулмасть килнӗ Ту-Этеме ҫак условисене парать, Ту-Этемӗн вӗсене тытса тӑма пулса чаплӑ тупа тумалла.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мӗн тума чӑмӑртаннӑ вӑл ҫак аслӑран та аслӑ тӗнче, кам, валли, кам ятне?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑнкарайнӑ чухлӗ ӑнкараять пулин те, кас-кас пуҫне шӑнӑҫтарса ҫитерейместех ҫак аслӑран та аслӑ тӗнче тытӑмне Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Аслӑран та аслӑ ҫынсем умӗнче-и!..
Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Сывлӑшран йывӑртарах аппарат ҫинче вӗҫме май пуррине Менделеевран нумай маларах вырӑссен аслӑран та аслӑ ученӑйӗ, хресчен ачи Михаил Васильевич Ломоносов кӑтартса панӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫав пурнӑҫ ҫыннисем аслӑран аслисем пулӗҫ…
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сӑра пӗҫерекенсем Барклей тата К°, — вӗсем Англин аслӑран та аслӑ гражданӗсем пулаҫҫӗ терӗҫ ҫулҫӳревҫӗсем — ӗмӗрне те ҫакӑн пек тутлӑ сӑра туса курман.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн пурнӑҫӗнче мӗн юлни, халлӗхе ӑна ҫӗрпе тата сивӗ хӗвел айӗнче ҫиҫсе ҫуталакан аслӑран та аслӑ тӗнчепе тӑванлаштараканни пӗртен-пӗри те ҫакӑ ҫеҫ пулчӗ…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1
- 2