Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫлӑх ҫав тери тарӑхнипе ним тума та аптранӑ.
Пӗртӑван Люсем // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 69–70 с.
— Тепӗр тесен, пирен тӗп ӗҫ — ачасене пӗлӳ парасси, — ним калама аптранӑ енне персе ячӗ пулас Леонид Сергеевич.
III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Анчах аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теҫҫӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
«Бронза хаклӑ, — терӗм эпӗ аптранӑ енне, — эпӗ ӑна Германие ӑсатма хатӗрлесшӗн пултӑм…»
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
Аптранӑ енне, милицине кӗчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Аптранӑ енне вара ӑна амӑшӗ ялти пӗр юмӑҫ карчӑк патне илсе кайнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Калӑпӑр, хӗрарӑма ҫав тери йывӑр хуйхӑ пырса ҫапнӑ, унӑн ниҫта кайса кӗме те ҫук, вара вӑл, ним тума аптранӑ енне, ҫӑвара пирус хыпма та пултарать…
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ним тума аптранӑ Ҫимун ури ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫур миххе яхӑн юлнӑ тапакне йӑтса, уҫӑ вакунсем патнелле чупрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ним тума аптранӑ енне кил-ҫурта сӑнама тытӑнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пурте чирлӗ… — ним калама аптранӑ енне персе ячӗ Ҫтаппан.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ним тума аптранӑ енне алӑкӑн-тепелӗн уткаласа ҫӳрерӗ, паҫӑр ҫеҫ тирпейленӗ вырӑнне тепӗр хут юсама тытӑнчӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ним тума аптранӑ енне Анука ҫисе ярасла пӑхма ҫеҫ пултарчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Выҫӑпа аптранӑ ҫынна тавӑрасси темех мар, пушӑ алӑпа ҫеҫ кӑларса ямалла.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, ирӗксӗрех тивӗҫҫӗн кӗтсе илме кирлӗ пек шутласа, тӑруках ним тума аптранӑ енне пӳрт ӑшчикӗнчи япаласене тирпейлеме тытӑнчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Аптранӑ енне вӑл пасаралла ҫул тытрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Цирк хуҫи те аптранӑ енне куракансем май кайса ӳкрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хӗвел хытӑ хӗртнипе сывлӑш ҫитменнипе аптранӑ, — терӗ сестра.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Хӗлимун нимӗн калама та пӗлмерӗ, аптранӑ енне ҫӗлӗкне чалӑштарчӗ, тӳрлетрӗ, пӑркаланса илчӗ, хӑйматлӑх хӗрне пӳрнипе юнарӗ.
56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Мӗн усалли тунӑ вара эп сана ун пекех? — аптранӑ енне ыйтрӗ Раман.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Аптранӑ енне ури айне лекнӗ ҫавра ывӑс пек пӗрене пуҫне тапса сирпӗнтерчӗ.
17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.