Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Актриса пулатӑн… вӑт ку айванлӑх! — ярса илтӗм эпӗ Катя сӑмахне, актриса пуласси унӑн яланхи юратнӑ ӗмӗчӗ пулнине астуса.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ актриса, тетӗн ӗнтӗ, анчах та ҫук, эсӗ манӑн крепостной хӗр, актриса мар… — терӗ те пӳлӗмрен тухса кайрӗ.Я, дескать, актриса, нет, ты моя крепостная девка, а не актриса…
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вара, актриса упӑшкин ашшӗ горничнӑй ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ, Вера Павловна ун ҫинчен унччен те илтнӗччӗ ӗнтӗ, калӑпӑр, Крюкова лайӑх мар ӗҫ тунӑ темӗпӗр ӗнтӗ, анчах килте вӑрҫӑ-харкашу пуҫланнӑ: актриса старике намӑслантарнӑ, старик вара ҫилленнӗ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Крюкова хӑйӗн вырӑнне питӗ хакланӑ, — тепӗр ун пек вырӑн тупма йывӑр пулнӑ пулӗччӗ, — госпожа ӑна кӳрентермен пирки Крюкова актрисӑна питӗ юрата пуҫланӑ, ҫавна кура актриса татах та ырӑ кӑмӑллӑ пулса тӑна.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Актриса выляма пӑрахиччен ун патӗнче пурӑнма Крюковӑна питӗ лайӑх пулнӑ: актриса питӗ сӑпай хӗрарӑм пулнӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрарӑм ҫакӑн пек пӑхӑнса тӑмасан, унӑн ҫакӑн пек власть пулсан тата унсӑр пуҫне ҫынсем хӑйсем те арҫын хӗрарӑма пӑхӑнса тӑни тӗрӗс тесе шутласан, урӑхла каласан, упӑшки хӑйне арӑмӗпе актрисӑна хисеплекен ҫын хӑйне актриса пек тыткаланӑ пек тыткаласан — ку пурнӑҫа вара нимӗн те ҫитеймест».
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ хам та актриса пулнӑ-ҫке, Сима, начар мар актриса, тетчӗҫ.— Я ведь, Сима, была актрисой, и, говорили, хорошей актрисой.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Табакова Александра Олеговна (1966 ҫ.ҫ.) — актриса.
Табаков // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B0%D ... 0%BE%D0%B2
Актриса е чемпионка пулнӑ пулсан татахчӗ, итлеме те, ҫырса пыма та интереслӗччӗ…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
«Халь ӑҫта-ши вӑл актриса?» — шухӑшласа илтӗм эпӗ ирӗксӗрех.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, музыка янӑракан йывӑҫ пӳртре ватӑ актриса пурӑннӑ пулать…
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Алӑк патне ҫитсен вӑл тата тепӗр хут экран ҫине пӑхса илчӗ, унта Ленӑна илтме тӳр килнӗ пур ятсенчен те чи вӑрӑм ятлӑ, тата — вӑл илтнӗ тӑрӑххӑн — тӗнчери чи хитре кӑкӑрлӑ чаплӑ актриса тухнӑ-мӗн.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Путин: Вера Васильева актриса вилни культурӑшӑн тавӑрайми ҫухату пулса тӑчӗ.Путин: смерть актрисы Веры Васильевой стала невосполнимой утратой для культуры.
Путин Вера Васильева актриса вилни тавӑрайми ҫухату тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... en-3380774
Вӗренме илӗҫ сана, ан пӑшӑрханса тӑр, эсӗ актриса пулӑн.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Мӗншӗн актриса пуласшӑн-ха эпӗ?
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Манӑн вара актриса пулас килет.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Эсир мана ҫав тери ырланӑ чухне актриса пулас шухӑш та пурччӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫавна пӗтӗмпех пӗр актриса ҫакса ҫӳренӗ, уншӑн Тренган тӑкакланнӑ; юлашкинчен вӑл ӑна хӑваласа кӑларса янӑ.Все это носила одна актриса, на которую разорялся Тренган; наконец, он выгнал ее.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана Тренган пирки ҫапла калама ниепле те май ҫук, унӑн сӑнӗ тӑшманла; нӗрсӗрлӗхӗ хирӗлчӗк-ҫапӑҫӑнчӑк, ҫак сӑнар хӑйне ҫав хатер тӗплӗ тӗнчене, — хӑйӗн сӑнне паллӑ актриса е илӗртӳҫӗ ҫапла тишкерсе хаклать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӗчӗк актриса — Сан-Риольтен килсе ҫитнӗскер?
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.