Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тамарӑна дискотекӑран ҫавӑтса тухнӑ Левен, темиҫе ҫухрӑмран чавтарса килнӗ пиҫӗ хул-ҫурӑмлӑ та вӑрӑм каччӑ, курак тӗкӗ евӗр хура ҫӳҫлӗскер, акаци чечекӗ пек сап-сарӑ ҫӳҫлӗ чунйӑпатмӑшӗпе акаци тӗмисем хӳттине пырса тӑрать.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Акацин йывӑр турачӗсем, чалӑш вулӑран пуҫланса, ҫӗр пурт тӑрринех ҫитеҫҫӗ, тутлӑ шӑршлӑ чечексене ҫӱлелле Акаци юрпа витӗннӗ пекех шап-шурӑ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпӗ халь киле кӗрсе ҫакна тирпейлетӗп те сана ав ҫав акаци тӗммисем хушшинче кӗтсе тӑратӑп.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Акаци тӗмисен чечекӗсем ҫинче йӑраланса, ылтӑн евӗр саралса кайнӑ вӗлле хурчӗсем ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑн мӗшӗлтетеҫҫӗ, хӑйсем курӑнми тӑрӑнса ларса, каялла аран-аран тапаланса тухаҫҫӗ.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Хӗвел ӑшӑтать, кайӑксем юрлаҫҫӗ, акаци ешерет.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Госпиталь умӗнче те, хыҫӗнче те нимӗнле йывӑҫсем те ӳсместчӗҫ, халь вара унта акаци тӗмӗсем, хурӑнсемпе ҫӑкасем кашласа лараҫҫӗ, вӗсен сулхӑнӗнчи сӗтелсем хушшинче чирлисен пижамисене тӑхӑннӑ ҫынсем шахматла, доминолла выляҫҫӗ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Каҫхи сывлӑш, акаци чечеке ларнӑ пулсан та, самаях уҫӑ, тарланӑ шӑм-шака ҫӳҫентерет.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Унта хурӑнӗ, хырӗ, чӑрӑшӗ — акаци тата — йӑлт пӗрле ларса тухнӑ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӗсен куҫне курӑнас мар, пакӑлтатма сӑлтав тупса парас мар тесе, Укаҫпа Тимуш акаци речӗ хыҫне кайса ларатчӗҫ те пӗр-ик сехет майлах калаҫатчӗҫ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Унта, сиреньпе акаци тӗмӗсем хушшинче, виҫӗ пилеш саркаланса ларать.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хамӑр акаци хушшинчен тухмастпӑр — пӑхса ҫеҫ тӑратпӑр.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпир Хуралпа акаци хушшинче тӑрат-пӑр.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Утнӑ май сисмесӗрех куҫӑма пӗр пек ҫӳллӗшре тип-тикӗс каснӑ акаци йывӑҫҫисем хушшинче темӗнле шурӑ пӑнчӑ вӗлтлеткелени хӑй еннелле палт ҫавӑрттарчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Темле майпа ҫак таптаса хытарнӑ ҫара ҫӗр ҫинче ӳссе ларма ӗлкӗрнӗ хавшак акаци патне ҫитсен, вӑл чарӑнса тӑчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сад хӑйӗн симӗс тумне хывсах хывман-ха, акаци, чие тӗмӗсем сип-симӗсех лараҫҫӗ, улмуҫҫисем кӑна чӑл-чал чӑпарланнӑ; вӗсен ҫатрака турачӗсем шап-шурӑ шултӑра улмасем пуснипе ҫӗрелле усӑна-усӑна аннӑ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Михаил Кондратыч тавра ҫамрӑксем, уйрӑмах шкул ачисем, йышлӑн явӑҫаҫҫӗ, вӗсенчен пӗрисем ытлашши ӳссе кайнӑ акаци турачӗсене касса тикӗслеҫҫӗ, теприсем улмуҫҫисем хушшинчи тислӗк куписене салатаҫҫӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пахчи тавра ҫатан карта тытса ҫавӑрнӑ, карта хӗррипе акаци, чие тӗмӗсем лартса тухнӑ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Карта хӗррипе акаци, чие тӗмӗсем ашкӑрса лараҫҫӗ, варринче — улмуҫҫисем.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл акаци тӗмӗ айне, сулхӑна, халатне сарса ларнӑ та хаҫат вулать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫав йывӑҫсем чечекӗсене тӑка пуҫласанах ҫӑка, пилеш, палан, акаци, шӑлан йывӑҫҫисем хӑйсен илемлӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ чечекӗсене сапаҫҫӗ, спирей тӗмисем, ҫӗклейми йышлӑ чечекӗсене ҫӗре ҫитиех усса, пуҫ тайсах саламлаҫҫӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.