Поиск
Шырав ĕçĕ:
Автансем, тул ҫутӑлнине пӗлтерсе, чӑр та чар авӑтма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, ял хыҫӗнче, пысӑк тупӑсенчен пенӗ пек, темиҫе хутчен темскер ухлата-ухлата илтӗнчӗ те шӑпланчӗ.
Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Автан пек авӑтма пӗлетӗн-и?
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Пӗррехинче Тилли амӑшӗпе ашшӗ ирех, автансем шарлатса авӑтма тытӑннӑ чух, тӑнӑ та тем пирки сӑмах вакласа лараҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Таҫтан вӗҫтерсе килнӗ шап-шур мамӑк пек юрпа витӗннӗ ял урамӗсене вӑратса, унта та кунта автансем авӑтма пуҫларӗҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Автансем те авӑтма тытӑнчӗҫ.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Уйра путене авӑтма пӑрахрӗ.
Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫумӑр пӗлӗчӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, ҫиҫӗм ҫиҫме, аслати авӑтма тытӑнать, пирвайхи шултӑра ҫумӑр тумламӗсем те ӳккелеме тапратаҫҫӗ.Временами собирались тучи, сверкала молния, гремел гром, падали даже первые крупные дождевые капли.
Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Куккук авӑтма тытӑнчӗ.
Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Е тин ҫеҫ амӑшӗ пӑрахнӑ ҫӑвӑр автан, авӑтма хӑтланса, питӗ айваннӑн кӑшкӑрашать.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫурӑм хыҫӗнче, ыраш ӑшӗнче, путене и-ив! тесе кӑкӑрне сывлӑш туртса илет те авӑтма пуҫлать, пӗр канмасӑр ултӑ хутчен авӑтнӑ хыҫҫӑн кӑшт чарӑнса тӑхтать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Макҫӑм мучисен хура автанӗ хыҫҫӑн ялти мӗнпур автансем шарлаттарса авӑтма пуҫланӑ тӗле хӗр парӑнчӗ.
I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Эпӗ ватӑ куккук — авӑтма маннӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ваня юлташ тепре куҫне уҫса пӑхрӗ, анчах автансем пӗрре авӑтма та ӗлкӗреймен-ха.Первые петухи еще не пели, когда товарищ Ваня опять открыл глаза.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Куккук авӑтма ытла та хӑвӑрт чарӑннӑшӑн эрленсе шухӑшларӗ Ҫтаппан, хӑй мӗншӗн кунта килнине аса илсе, лашине тепӗр хут чӗнме тӑчӗ — чӗнмерӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫапах арӑмӗн кӑмӑлне татасшӑн пулмарӗ, ҫурри-ҫурмалла килӗшсе: — Мӗн пулсан та, ӑраскал пӳрнинчен иртес ҫук, Татьяна. Ырӑ тӗлӗк мар тесе, ҫитмен-килмен инкекшӗнех пуҫа ватса выртас мар. Ав, автансем те авӑтма тытӑнчӗҫ. Тӑрас пулать, — терӗ те шӑналӑк ӑшӗнчен тухрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Автанӗ те савӑннипе, те авӑтма вӑхӑт ҫитнипе, хӳме ҫине вӗҫсе хӑпарчӗ те «кик-кирик-ки-и-ик!» — тесе авӑтса илчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Автансем — пурте йӗркеллӗ-и-ха, тӗрӗслес, тесе пулас — авӑтма тытӑннӑ та, пӗр-пӗрне сасӑ парса лӑплантарнӑ хыҫҫӑн, чарӑннӑ.Петухи закричали, чтобы проверить, все ли в порядке, и, успокоив друг друга, замолкли.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Кузьма ашшӗ, Дорофеич, хирте сӗлӗ хушшине кӗрсе ларнӑ, тет те, путене пек авӑтма пуҫланӑ, тет: кайӑка та пулин хӗрхенмӗ-ши ку этем тӑшманӗ тесе ларать, тет хӑй.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ҫул хӗрринчи ялсенче автансем авӑтма тытӑнчӗҫ.
XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Автансем авӑтма пуҫларӗҫ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.