Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паян ирпе вӑрансан хам та сисмесӗр вырӑн пуҫне хыпашласа пӑхрӑм, алла ҫӗнӗ «ура» лекех кайрӗ.
Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Тепӗр ирхине Михха ыйхӑран вӑрансан, нимрен те намӑсланса ӳкӗнмерӗ пулсан та, чунне темӗн аван мар туйӑм кӑшланине сисрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лаврский вӑрансан иккӗшӗ баронпа Миххана тӑратрӗҫ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хулпуҫҫийӗнчен силленине туйса вӑрансан, Ҫтаппан хӑлхине хӗрарӑм сасси пырса кӗчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав ырӑ тӗлӗксене ирхине вӑрансан аса илеттӗм те ҫӑмӑл кӑмӑлпа вырӑн ҫинчен сиксе тӑраттӑм…
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Ирхине вӑрансан пушмак ҫуккине аса илтӗм тӳрех.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Упӑшки вӑрансан мухмӑр чӗртме Машка-Милашка патне тухса ан кайтӑр тесе, Хӗлимуна сак ҫумне кӗпе ҫакмалли вӑрӑм кантрапа яваласа ҫыхса хӑварнӑ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑрансан юнашарта кутамккине тупмарӗ…
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шкул ачисем ыйӑхран вӑрансан: — Паян епле ҫанталӑк? — тесе ыйтаҫҫӗ.
Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Завьялов пӳлӗмӗнчи кӳршӗ, Новосибирскри трестсенчен пӗринче ӗҫлекен бухгалтер, тумбочка ҫине вӗри чей тултарнӑ термоса вырнаҫтарса лартать, ӑна вӑл ҫӗрле вӑрансан ӗҫет.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑрансан хӑна хваттертен тухас тенӗ.
Улатӑр арҫынни балкон ҫинчен персе аннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35497.html
Темӗнччен шухӑшласа выртрӑм вӑрансан.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑрансан вара диван ҫинче никам та ҫуккине курчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Вӑрансан пӑхать — Якур та, Кирил Иванчпа арӑмӗ те ҫук.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Чӑн та кулӑ тӗлкӗшет ун пичӗ ҫинче, тутлӑ тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑн вӑрансан та хӑвна тӗлӗк тӗнчинчех туйнӑ пек, халь те Вавил ытамӗ кӳнӗ ырлӑхрах пуль-ха вӑл, Вавил ытамӗнчи туйӑмсемпех пуль-ха.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тепӗр кунне сала кайӑкран иртерех вӑрансан чи малтан ӗне фермине чупрӑм.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Унта Гена, ыйхӑран вӑрансан, хӑранипе пӳртрен тухса тарӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫутӑлсан, иккӗшӗ те ыйхӑран вӑрансан, Кирук тӳрех хӑйӗн тупнӑ япалипе шӑллӗне паллаштарчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ыйхӑран вӑрансан, ашшӗ умне пырса:
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Сарри вара вӑл вӑрансан та чылайччен ыйха тӑсрӗ.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.