Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ваҫухха (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫухха карчӑкӑн килӗнче ҫутӑ пур.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Энӗшкассинчи юмӑҫа вӗлерсе пӳртне вут тивертнӗ хыпара Праски ҫӑл кутӗнчен тупса килчӗ те алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах: — Ах турӑ, Петӗр… тем курса ларӑн… Энӗшкассинче ытла та хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ваҫухха юмӑҫ килӗ ҫунса кайнӑ теҫҫӗ, — терӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха патне таврари чӑвашсем ҫеҫ мар, ҫармӑссемпе тутарсем те ҫӳренӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун, пуринчен кайра тӑраканскӗр, вӑрттӑн пӑха-пӑха, Ваҫухха кравачӗ ҫинче хура япала выртнине курчӗ…

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха асамлать унта!

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Унта пушар мар, Ваҫухха асамӑҫлани ҫеҫ!

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртри вут-ҫулӑм пушар пек мар, Ваҫухха асамласа кӑларнӑ вут-кӑвар пек туйӑнать вӗсене.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Ваҫухха килӗ тӗлӗнче тӗлӗнмелле япала сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха теҫҫӗ, Тухатмӑш ҫунать!

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун Ваҫухха килӗнче юлашки пир тӗркисене хӑвӑрт миххе тултарчӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Халех, Ваҫухха аппа, пӗтӗмпех каласа парӑп, — пӑшӑлтатрӗ те Платун малалла утӑмларӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха алӑкне питӗрменшӗн пуҫламӑш хут хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха чӗри ирексӗрех ҫуйланчӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ-ха ку, Ваҫухха аппа, Платун… — юлашкинчен сасӑ пачӗ вӑл.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха ҫывӑрмасть ҫеҫ мар, сӗтел хушшинче тем асамласа ларать иккен.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха шартах сикрӗ, выляма чарӑнчӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫӗр те акӑ Ваҫухха, урам хушши йӑлтах шӑплансан, урӑх никам та килсе кӗрес ҫука шаннипе, урлӑ сак айӗнче ларакан хурантан темиҫе ывӑҫ кӗмӗл илсе тухрӗ те сӗтел ҫине купаласа хучӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла выляса ларнӑ ҫӗртех ҫынсем килсе кӗнӗ тӗлсем пулнӑран, Ваҫухха юмӑҫӑн шутласа кӑларайми мул пур текен хыпар ял ҫине сӑрӑлнӑ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха та ҫавнашкалах.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм ҫунса кайнӑ Ваҫухха юмӑҫ карчӑкӑн пир-авӑрне илсе сутнӑ хыҫҫӑн «пӗр-икӗ ҫул хушши выльӑх пусса аш-какайпа суту-илӳ тукаларӗ те Микула пулӑшнипе Энӗш юхан шывӗ ҫинче тӑватӑ чуллӑ тата кӗрпе тӑвакан чуллӑ арман лартрӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней