Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ историллӗ пулӑмсене ҫӳллӗ шайра, общественноҫа анлӑн явӑҫтарса, ытти регионтан хӑнасене чӗнсе анлӑн та савӑнӑҫлӑн паллӑ тумалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ун умӗнче, пысӑк сарӑ чултан илемсӗртерех купаланӑ лутра стена хыҫӗнче, иҫӗм пахчи ҫӳлелле анлӑн сарӑлса выртать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тинӗс тата лӑпкӑрах та хурарах пулса тӑчӗ, вӑл ӗнтӗ халичченхи пек анлӑн курӑнман, ӑшӑ, тӑварлӑ шӑршӑ ытларах туйӑна пуҫларӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Уретник аллисене анлӑн сарса хучӗ те пуҫне сулкаларӗ.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗчӗк чухне Алексей Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа ишме, анлӑн сарӑлса выртакан шыва, ун ҫийӗн вӗҫекен чарлансене сӑнама юрататчӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӑна гироскоп компасӗ туса хатӗрлеҫҫӗ, унпа кӗҫех мӗнпур флотсенче анлӑн усӑ курма пуҫлаҫҫӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав вӑхӑтрах чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче вырӑс математикӗсен тӗпчевӗсемпе анлӑн усӑ курнӑ.И это в то время, когда за границей исследования русских математиков широко использовались.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Халиччен сайра-хутра кӑна сӑнавсем ирттерекен бассейнра тинех наука опычӗсене анлӑн ирттерме пуҫлаҫҫӗ.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫак прибора шухӑшласа кӑларнӑшӑн Алексей Николаевича преми панӑ, дромоскопӗпе вара пӗтӗм флотра анлӑн усӑ курма пуҫланӑ.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Анлӑн юхакан Терек хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче уняга та кунта сапаланчӑк лутра ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, леререх тата кӑвак тусем, шӑллӑ стена пек, палӑраҫҫӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Черный, диверсисем тӑвассине тата хӗҫпӑшаллӑ кӗрешӗве хатӗрленессине ертсе пыраканскер, ҫар ҫынни пек шухӑшлатчӗ, вак япаласем ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхмастчӗ, ӗҫсене анлӑн тунипе, ывӑнма пӗлменнипе тата ҫӗнӗ майсем хӑвӑрт шухӑшласа тупнипе паллӑ пулса тӑратчӗ; ӗҫ валли ҫӗнӗ формӑсем тата ҫӗнӗ ҫынсем шыранӑ чух унӑн ӗҫӗ яланах ӑнӑҫлӑ пулатчӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫавна май ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та районсен администрацийӗсен ертӳҫисене ҫынсемпе ку енӗпе ӑнлантару ӗҫне анлӑн йӗркелеме чӗнсе каларӗ.
Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05
Разведчиксемпе пурӑннӑ чух ҫапӑҫу хирне пур енчен те сӑнаса, Ваня вӑрҫа анлӑн, нумай тӗслӗн курма хӑнӑхнӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл ачасен ҫуллахи каникулӗ иртсен районти шкулсенче кӑҫал та Антип Николаевич Николаевӑн 95 ҫулхи юбилейне анлӑн ирттерессе шанать, унта хутшӑнма шутлать.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Ҫӗнтерӳ кунне кашни ҫулах районта анлӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Полкри салтаксен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр // А.СИЛИВЕСТРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/polkri-saltaksen-pattarlaxe-vilemser.html
- Магнитлӑ-резонанслӑ томографипе медицинӑн кашни облаҫӗнчех анлӑн усӑ кураҫҫӗ.— Магнитно-резонансная томография широко используется в каждой области медицины.
Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
Нумай вӑхӑт хушши анлӑн тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫак вунӑ пахалӑх шутне ҫаксене кӗртнӗ: хӑвӑртлӑх, тӳсӗмлӗх, мӑнаҫлӑх, нумай пӗлме тӑрӑшни, туйӑмлӑх, йӑла-йӗркене шута илсе пурӑнни, ӑсталӑх, пӗрлӗх, ҫине тӑни тата тӗллев патне ӑнтӑлни.
Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№
Унӑн шучӗпе, ҫакӑн тӗп сӑлтавӗсен ретӗнче - ҫӗршыври социаллӑ лару-тӑру ҫивӗчленни, пусмӑра, вӑйпа усӑ курнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем анлӑн демонстрацилени.
Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Пирӗн районта ҫулленех ҫак уява август пуҫламӑшӗнче анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.В нашем районе этот праздник ежегодно отмечают в начале августа.
Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07
Кунта та халӗ уй-хирти пуянлӑха пухса кӗртес ӗҫсем анлӑн сарӑлнӑ.
Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21