Корпус чувашского языка

Короткие

Анчах хӑй нимӗнле пысӑк ӗҫ те тӑваяс ҫуккине, нимӗнле паттӑрлӑх та кӑтартаяс ҫуккине пӗлсе тӑни ҫамрӑк хӗре пӑшӑрхантарчӗ; халиччен хӑй мӗн тума пултарни, заводра, халӑх хушшинче тӑрӑшса ӗҫлени уншӑн халь, аманнӑ паттӑрсем хушшинче, ытла сахал пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Сасартӑк вокзала ҫулланнӑ ҫапкаланчӑк арҫын кӗчӗ те йӗри-тавра вӑраххӑн пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, ерипен касса решетки патне пырса хупӑ кантӑкран шаккарӗ, кассира чӗнсе илсе тем ҫинчен мӑкӑртаткаларӗ те вокзал ӑшчикне тепӗр хут куҫласа васкамасӑр тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хӑш-пӗр юлташсем единоначали принципӗсене пӗр енлӗ ӑнланаҫҫӗ, вӗсене администраторла хушас, командӑ парса ларас йӗрке пек ӑнланаҫҫӗ, вӑл производствӑна рабочисене, специалистсене тата служащисене активлӑ хутшӑнтармасӑр ертсе пырас йӗрке тесе шутлаҫҫӗ.

Помоги переводом

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫав Мясников пуҫарса янипе, Артур крепоҫне ҫӗмӗрме тытӑннӑ: ҫӳлти хутлӑхӑн кантӑкӗсене чулпа персе ватнӑ (унта кантур ҫыннисем ӗҫкӗре пулнӑ иккен), мӑйӑр авӑнне Кайри ҫырмана йӑвантарса янӑ, пахча юписене тӑпӑлтарса кӑларнӑ, шӗтӗрнекӗсене ывӑтса пӗтернӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Граждансемпе юридици сӑпачӗсене тара панӑ е вӑхӑта палӑртмасӑр усӑ курма панӑ республика харпӑрлӑхӗнчи лаптӑксене Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ май комисси кунти 556,4 га лаптӑка арендӑна илсе фермер хуҫалӑхӗ тухӑҫлӑ усӑ курни пирки пӗтӗмлетнӗ.

Помоги переводом

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Партком секретарӗн ҫырӑвӗнче лайӑххи те пур: унӑн сӗнӗвне (кунта строительство пӗтичченех пурӑнакансене хваттер памалла) пӑхса тухма хирӗҫ мар, куна валли участокри партбюропа профком тата администраци ятӗнчен Министрсен Советне ятарлӑ ҫыру тӑратмалла.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Апла иккен-ха, Турунов ҫине хыҫал енчен пӑхас терӗр, ҫар ҫыннисен чӗлхипе каласан, Турунов тылне тухма шут тытрӑр, — вӑрӑммӑн ӗмсе илнӗ тӗтӗме катрамӗпех кӑларса янӑ хыҫҫӑн чунне те уҫса ячӗ хайхискер, калас сӑмахӗсене эпӗ ӑнланса илмеллӗхех каласа хучӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку проекта патшалӑх влаҫ органӗсенче общественноҫпа ҫыхӑнса ӗҫлекен специалистсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсем, студентсем, 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем, медиаклубсен, медиацентрсен тата медиастудисен членӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Пӗррехинче эпӗ — хамӑн шутсӑр выляс килнипе — унӑн хура-хӑмӑр тилӗрен тунӑ ҫухавине йӑлт туласа тӑкрӑм, ним хӑвармарӑм, тепри пулсан мана уншӑн ҫаксах вӗлермелле, анчах Раиса Ивановна чӗн пиҫиххипе ҫурӑм урлӑ ячӗшӗн виҫҫӗ-тӑваттӑ туртса ҫапнипех каҫарчӗ.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— 1963-1979 ҫулсенче вӑл — обкомӑн иккӗмӗш секретарӗ — промышленноҫ, строительство, архитектура, коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт, суту-илӳ, ҫул-йӗр ыйтӑвӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗ, — терӗ 1971-1978 ҫулсенче 1-мӗш стройтрест управленийӗн тӗп инженерӗ пулнӑ Лев Дольников.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ун валли сӑлтавсем нумай пулаҫҫӗ вӗт: пӗрин ача ҫуралать — ят хумалла, теприн хуняма карчӑкӗ вилет — ӑна асӑнмалла, пӗри ывӑлне авлантарать — туй тумалла, тепри тата хӑйӗн карчӑкӗпе ЗАГСра ҫырӑннӑранпа ҫирӗм пилӗк ҫул ҫитнине аса илсе «кӗмӗл туй» тӑвать…

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Тӗнче хыпарне пӗлес текенсем Николай Осипович патне час-часах пуҫтарӑнкаланӑ, учительсенчен мӗн-мӗн илтни ҫинчен пасарсенче хыпар сарнӑ (пурте пӗлеҫҫӗ: чӑваш ҫынни пасара япала туянма е пурри-ҫуккине сутма кӑна мар, пуринчен ытла ҫӗнӗ хыпар илтме ҫӳренӗ).

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сахӑр хуҫи пӗр ҫатӑртатмасӑр-тулашмасӑрах йӑтмарҫӑсене ӗҫшӗн пурне те (ҫав шутра Ула Тимӗре те) пӗр тан, пӗр виҫепе тӳлерӗ (каҫартӑрах ӗнтӗ халӗ те пулин: ун чух хӑйне шӑтӑк ҫуна ҫине лартса тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑварнине пачах ӑнкараймарӗ вӑл.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗслӗхрен, культурӑпа массӑллӑ мероприятисем ирттерме пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑсакан, ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӑрушсӑрлатакан объектсенче, ҫав шутра уҫӑ вутпа (факел, ҫурта), фейерверксемпе тата ытти вутлӑ эффектсемпе усӑ курма юрамасть.

Помоги переводом

Пушкӑрт Республикинче пушара хирӗҫ уйрӑм режим йӗркеленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... et-4057756

«Юратаҫҫех пулас ҫав ӑна рабочисем, кур-ха еплерех пӑхаҫҫӗ ун ҫине. Хӗрсем кӑна мар, арҫын ачисем те кӑмӑллаҫҫӗ курӑнать. Вӑт шельма ачи, ик-виҫӗ уйӑх хушшинчех хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ ҫамрӑксене», — те ҫилленсе, те ӑмсанса пӑхса юлчӗ ун хыҫҫӑн Владимир Сергеевич.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ман шутӑмпа ҫӗнтерӳ вӑл наци библиотеки ҫак кӗнекесене туянса вулакан патне ҫитерсен, ачасем, ҫамрӑксем вӗсене библиотекӑсенчен илсе вуласа чӗре варрине илсессӗн, вӗсене, ҫамрӑк ӑрӑва ҫырма хавхалантарсассӑн ман сӑвӑсем — вара вӑл ҫӗнтерӳ пулнӑ пулӗччӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Кӑҫал пирӗн хоккеистсем Аслӑ лигӑн турнирӗнче выляма тивӗҫ пулчӗҫ. Йышра - 28 спортсмен. Вӗсенчен 4-шӗ пирӗн вӗренекенсем. Алексей Трофимов /хапхаҫӑ/, Денис Систейкинпа Денис Белов тата Сергей Иванов хӑйсен пирвайхи утӑмӗсене «Сокол» спорт керменӗнче тунӑ.

Помоги переводом

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

«Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене килчӗҫ. Паянхи кун телейлӗ тетӗп эпӗ хама — ачасем ырӑ-сывӑ ӳссе ҫитӗнчӗҫ, пурте ҫемьеллӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаҫҫӗ, ачасемпе мӑнуксем килсех ҫӳреҫҫӗ, ырлӑхра пурӑнатпӑр халь», — тет Кӗҫени аппа, савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлса.

Помоги переводом

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ӑна Арсентий Благий прораб никам сисмелле мар аякран тӗксе илчӗ, Топрисов, Курмышов ҫине пӑхса, пуҫне кӑмӑлсӑррӑн пӑркаларӗ, «Обком секретарӗ умӗнчех палкатӑн, пӗтӗм сӑмах пӗтнӗччӗ, мӗн, сана хӑвна пӗҫеркке лекменшӗн сиксе тӑтӑн-и?!» — вӑрҫрӗ вӑл куҫӗсемпе.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Егор Кондратьевич! Эпир сана, авланма маннӑскере, кӑшт пулӑшас терӗмӗр. Малашне типтерлӗрех пурӑнма тӑрӑш. Унсӑрӑн тепрехинче килсен, тата лайӑхрах тасатса хӑварӑпӑр. Хӑвӑн пӳртӳ иккенне те палласа илеймӗн. Санӑн пулас арӑму», — тесе ҫырса хӑварчӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней