Короткие
Урӑх чӗлхерен терминсем йышӑнни вӑл ансат процесс мар, мӗншӗн тесен вырӑс сӑмахӗсем те (сӑмахран, коньки, вратарь), интернационаллӑ терминсем те (сӑмахран, бадминтон, бейсбол, гандбол, картинг) пирӗн пуплевре чӑваш сӑмахӗсенчен пулса кайнӑ спорт терминӗсемпе тата термин мар сӑмахсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ, чӑваш грамматикин законӗсене пӑхӑнма пуҫлаҫҫӗ, чылай чухне хӑйсен хӑшпӗр грамматика паллисене улӑштараҫҫӗ.
Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.
Хуҫалӑхпа культура ыйтӑвӗсене «Партин XXII съезчӗн решенийӗсене пурнӑҫлатпӑр», «КПСС Центральнӑй Комитечӗн мартри Пленумӑн решенийӗсене — пурнӑҫа», «Пирӗн вӑхӑтри геройсем», «Ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе ӗҫӗсем», «Пирӗн маяксем», «Пирӗн экономика районӗнче» радиохаҫатра, «Чӑваш ҫӗршывӗ стройкӑра», «Чӑваш ҫӗршывӗнче» радиожурналсенче, «Ҫӗнӗ стройкӑсем ӗҫе кӗреҫҫӗ» тата ытти передачӑсенче анлӑ ҫутатаҫҫӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ку зонӑна ҫак ялсем кӗреҫҫӗ: Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ялсем; Атнар ял тӑрӑхӗн Урикасси, Трапай ялӗсем; Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн Мӑн Этмен тата Пӗчӗк Этмен, Шӗмшеш ялӗсем; Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн Енкӗлт, Ишеккасси, Тумликасси ялӗсем тата Хӗрлӗ Чутай сали; Пантьӑк ял тӑрӑхӗн Ирчкасси, Утаркасси, Пухтанкасси, Хирлӳкасси ялӗсем тата Мишеркассипе Пантьӑк салисем; Питӗркасси ял тӑрӑхӗн Питӗркасси, Кӳпеш, Хурапыр ялӗсем.
Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun
Л.Егорова тӗп ыйтусемсӗр пуҫне хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫрӗ: «2016 ҫулхи июлӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх перепиҫӗ иртет. Ҫак тӗллевпе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пурне те ҫак ҫыравра яваплӑ пулма, активлӑ хутшӑнма ыйтатӑп. 2002 ҫулта ирттернӗ ялхуҫалӑх перепиҫӗ пире нумай информаци пачӗ. Шӑпах ҫак ҫырав хыҫҫӑн патшалӑх ҫӗнӗ программӑсене вӑя кӗртрӗ».
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Ку зонӑна ҫак ялсем кӗреҫҫӗ: Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ялсем; Атнар ял тӑрӑхӗн Урикасси, Трапай ялӗсем; Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн Мӑн Этмен тата Пӗчӗк Этмен, Шӗмшеш ялӗсем; Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн Енкӗлт, Ишеккасси, Тумликасси ялӗсем тата Хӗрлӗ Чутай сали; Пантьӑк ял тӑрӑхӗн Ирчкасси, Утаркасси, Пухтанкасси, Хирлӳкасси ялӗсем тата Мишеркассипе Пантьӑк салисем; Питӗркасси ял тӑрӑхӗн Питӗркасси, Кӳпеш, Хурапыр ялӗсем.
Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun
Путек «ягнёнок», «козлёнок»; путек-пуран «ягнята, козлята в собирательном смысле»; башк., тат. бәрән «ягненок», «барашек»; казах. бойдак «холостой», «холостяк»; «валух в возрасте выше одного года»; бойдак мал «яловый скот»; кирг. бойдок, к. калп. бойдак, башк. буйзак, тат. буйдак «холостой»; в чув. выпадение звука й вызвало смягчение последующего тпӑранла, пуранла, тат. бәрәнлә «ягниться»; пуран из русск. баран.
Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html
Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Юбилейпа Канаш районӗнче пурӑнакансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ — шалти политика управленийӗн начальникӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Поповпа Петр Краснов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ Владислав Софронов тата ыттисем саламларӗҫ.
95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/
Акци вӑхӑтӗнче шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Рева Жукова, Николай Медведев, Александр Владимиров участковӑйсем, тӗп больницӑн врач наркологӗ Людмила Ярышева, район администрацийӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксен прависене хӳтӗлекен сектор заведующийӗ Любовь Пушкина Александровка, Чӗчкен тӗп, Хирти Мӑнтӑр, Урмаел, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.
Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Районти ветерансен совечӗн хастарӗсен йышӗнчен уйрӑмах библиотека ӗҫченӗсен ветеранӗсен совечӗн председателӗ В.Т.Яковлева, районти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн ертӳҫи Т.Г.Смирнова, районти культура ҫурчӗн методика центрӗн ертӳҫи В.Н.Курицына, РФ Пенси фончӗн клиент службин ертӳҫинче ӗҫленӗ И.Г.Белобаева, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче ӗҫленӗ И.А.Никитина пултаруллӑ пулнине палӑртас килет.
Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/
Чӑваш театрӗн коллективӗ ялсенче ҫулсеренех пилӗк ҫӗршер ытла спектакльсемпе концертсем парать, ҫав васкаса тасаткаланӑ ампарсенче, грузовик ещӗкӗсем ҫинче, уҫӑ площадкӑсенче, ҫутҫанталӑк «амфитеатрӗсенче» лартакан драмӑллӑ спектакльсем ҫинчен шухӑшлатӑн та, вӑхӑтлӑх тунӑ сценӑсем ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ сухалсемпе, йывӑҫ нагансемпе, картон хӗҫсемпе вылянӑ ҫӗрте техника ним чухлӗ те ҫук-ҫке унта, тетӗн…
6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсен уйӗсене ҫитсе курнисем умӗнче тав сӑмахӗсемпе тата сӗнӳсемпе ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Д. Петров, кунти В. А. Васильев агроном, районти вӑрлӑх инспекцине ертсе пыракан Э. А. Николаева, ял хуҫалӑх банкӗн районти уйрӑмӗн управляющийӗ А. В. Муравьев, «Гигант», «Янмурзино», «Волит» тата «Нива» хуҫалӑхсен ертӳҫисем В. В. Александров, Э. В. Петров, В. И. Петров, И. М. Петров тухса каларӗҫ.
Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11
Уйрӑм ҫуртсене газификацилес текенсен заявкӑна «Газпром газораспределение Чебоксары» АО сайчӗ урлӑ, «Шупашкарти газ валеҫекен Газпром» акционерлӑ обществӑн 14 газ участокӗнче, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ обществӑн офисӗнче, газпа тивӗҫтерекен 26 абонент пунктӗнче, газификацин пӗрлехи операторӗн порталӗ, нумай функциллӗ центр урлӑ, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ пама пулать.
Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc
Юбилейпа Канаш районӗнче пурӑнакансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ — шалти политика управленийӗн начальникӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Поповпа Петр Краснов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ Владислав Софронов тата ыттисем саламларӗҫ.
95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/
Чалак, арҫын пӑркӑчне туйнипе, тилхепе витӗмне те пӑхӑнма пӑхрӗ пек малтанлӑха, — енчен енне пӑркаланса туртса пӑявӗсене лачӑртаттарчӗ, сӳсмене, йӗнерчӗке лӑскарӗ; ҫирӑп ҫыхманран — хырӑмай чӗнӗ патлатса вӗҫерӗнчӗ, — унтан, капла хӑтланнипе усси-самайӗ ҫуккине кура, тата пӗрре вирхӗнме пикеннӗ ҫуни анаталлах тӗртнӗ-сулӑнтарнӑран, тытрӗ те, тилхепе тимлӗхне хартлатса-пӑрахӑҫласа, сиктере пачӗ сиккипе.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Терминологи икӗ тӗрлӗ сӑмахсене пӗрлештерет: 1) ӑнлавсене палӑртаканнисене, вӗсен хӑйсене тивӗҫлӗ ячӗ пур — термин; 2) пӗр ӑнлавпа ҫыхӑннӑ объектсене палӑртаканнисене, кусен вара тивӗҫлӗ ячӗ ҫук, вӗсене палӑртма номенклатура единицисем (номенклатурные единицы), номенклатурӑллӑ ятсем (номенклатурные наименования) пӗрлешӳсемпе усӑ кураҫҫӗ, анчах вӗсенчен пӗри те термин ӑнлавпа шайлашуллӑ пулса ҫитеймен.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Сана вӑл хӑйӗн вӗҫӗ-вӗҫӗмсӗр, — автобус сиктернипе ниепле те йӗркеллӗ вуласа илме май килмерӗ саспаллисене, — ӗмӗтӗнче, янкӑр тӳпери пин те пин ҫӑлтӑрсем хушшинче куҫа шартса яракан ахах-мерченлӗ патша пуканӗнчи пек, ху тӗлне ҫитнӗ илемӗн ӗмӗрхи мухтавлӑ кӗввипе ҫунат хывнӑ хӑватна ӑшне хыптарса курать, сан ҫиҫсе тӑракан илемӳ умӗнче вӑл, кӗл-тусанпа витӗннӗ пек телейсӗр ҫын, сана хисепе хурса пуҫ таять.
Юншӑх // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 107–112 с.
2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн вӑя кӗнӗ саккунпа кил хуҫипе ветеринари йӗркине пӑхӑнмалли пирки калаҫу ирттернӗ, нумай лаша усранӑ чухне саккунпа килӗшӳллӗн выльӑхсен вити кил-ҫуртран миҫе метр аякра пулмаллине, тислӗкне кирлӗ пек купаласа пымаллине, шӑна-пӑван алхасасран йӗркене пӑхӑнмаллине, санитари правилисене ҫирӗп пурнӑҫламаллине ӑнлантарнӑ.
Йӗрке пуриншӗн те пӗрре: ӑна пӑхӑнмаллах! // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51311-j-rk ... h-nmallakh
Кирек ӑҫта пӑхсан та, пур ҫӗрте те — Мускаври Владимир Ильич ячӗпе тӑракан заводӑн цехӗсенче, Атӑл ҫинчи Куйбышевпа Сталинград гидроэлектростанцийӗсен тата Ангара ҫинчи Братски гидроэлектростанцин строительство площадкисенче, Украинӑпа Белорусси колхозӗсенче, ҫерем уҫнӑ ҫӗрти ҫӗнӗ совхозсенче — пӗтӗм ҫӗршывра тӑван ҫӗршыв чапӗшӗн, унӑн вӑй-хӑвачӗпе малаллахи аталанӑвӗшӗн хӗрӳ ӗҫ вӗренине куратпӑр.
Парти массисен активлӑхӗ ӳсет // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 1.
«Ҫитет!» — чӑтаймарӗ Ула Тимӗр, вара чӑшлакан, сӑмсана тутлӑн кӑтӑклакан, пӑсланакан кӑмпасене вут ҫинчен илчӗ те, пырне курак чӗппи пек сассӑр кх-х-х! хыртарса илсе, «шампур» вӗҫӗнчен кӑшӑлт-кӑшӑлт турта-турта хӑтарса, чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине сиктерчӗ, ҫӑвара шыв килтерекенскерсене пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе пӑхрӗ — исленичченех ӗлкӗреймен иккен-ха, ҫӑваралла алхапӑл ӑсатма та васкамалла мар: пӗҫереҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.


