Корпус чувашского языка

Короткие

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ильхам Махмутов корэш енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗн ятне тивӗҫрӗ тата вуншар-вуншар ҫамрӑкӑн спортри ҫитӗнӗвне палӑртма пулать«,- каласа парать спорт шкул ертӳҫи Анатолий Афанасьев. Пӗрлех спорт ветеранӗсене те палӑртса хӑварчӗ Анатолий Семенович. Терентий Давыдов, Николай Григорьев, Маргарита Николаева, Лев Никитин, Рифкат Сафиуллов, Николай Паймуллин тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусене хутшӑнма мехел ҫитереҫҫӗ. Ҫамрӑксене спортпа пиҫӗхтерес ӗҫе Валерий Афанасьев, Эльфис Мтиев, Ильфак Алеев, Лев Никитин, Валерий Платонов, Светлана Рубцова, Татьяна Торговцева тренер-преподавательсем тивӗҫлӗ тӳпе хываҫҫӗ. Штатра 53 ҫын. Пурте хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра муниципалитет округӗнчи кирек хӑш ҫулхи ҫын та ГТО нормативӗсене пурнӑҫлатӑр тесе тӗллевлӗ ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Ку енӗпе муниципалитет округӗн администрацийӗн, тӗп больница, пушар хуралӗн коллективӗсен хастарлӑхне палӑртаҫҫӗ. Вӗренекенсенчен вара Аслӑ Чементи, Нӑрваш Шӑхалӗнчи, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш, Первомайскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухакансем яваплӑха туяҫҫӗ. Сусӑр ҫынсене ГТО нормативӗсене пурнӑҫлама явӑҫтарассине те мала хураҫҫӗ. Патӑрьел муниципалитет округӗ кӑҫалхи виҫҫӗмӗш квартал кӑтартӑвӗсемпе ку енӗпе рейтингра вуннӑмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Малашне ӑна тата лайӑхлатассишӗн тимлеҫҫӗ. Ачасен тренировкӑсене спорт шкулне куллен килсе ҫӳремелле те мар. Аякри ялсенче пурӑнакансене йывӑрлӑх кӳрет ҫакӑ. Вӗсем вырӑнти филиалсенче - Турханта, Аслӑ Чементе, Пӑлапуҫ Пашьелӗнче, Первомайскинче - ҫӑмӑл атлетикӑпа, Нӑрваш Шӑхалӗнче - велосипедпа, Алманчӑра - йывӑр атлетикӑпа, Тутар Сӑкӑтӗнче, Сӑкӑтра, Хирти Пикшикре ирӗклӗ майпа кӗрешессипе хӑйсен ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Фитнес аэробикӑна ҫӳрекенсем пултаруллӑран та пултаруллӑ. Шывра ишекенсем, волейболла, футболла вылякансем, триатлонпа ӑмӑртакансем, корэш, кӗрешӳ, алӑ вӑй виҫекенсен турнирне хутшӑнакансем ӑсталӑхпа палӑраҫҫӗ. Муниципалитет округӗнче ҫулленех Раҫҫей шайӗнчи Ирина Калентьева ячӗллӗ, республика шайӗнчи 12 ӑмӑрту иртет. Вырӑнтисене шутласа та кӑлараймӑн. Спорта кӑмӑллакансен, унпа ҫывӑх пулнисен турнирӗсене ирттересси йӑлара. Вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем, кӑмӑллакансем хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхра пӗр хутчен ФСКара Сывлӑх кунне ирттереҫҫӗ. Унта тӳлевсӗрех кирек кам та пырса хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетме пултарать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнисем кашни кӗҫнерникун каллех тӳлевсӗр ҫӳреҫҫӗ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемье членӗсем ФСК ҫӑмӑллӑхӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Муниципалитет округӗнче ҫакнашкал спорт комплексӗ пулни савӑнтарать. Малашне те тулли хӑватпа ӗҫлетӗрех вӑл. Ҫӗнтерӳ хӑй тӗллӗн килмест

Помоги переводом

Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней