Двуязычный корпус чувашского языка

Короткие

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне статистиксем Раҫҫей халӑхӗн 2010 ҫулхи ҫыравӗн кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса Чӑваш Енӗн ялта пурӑнакан вӑтам арҫыннӑн сӑнне уҫӑмлатнӑ.

Помоги переводом

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Демонстраци Хӗрлӗ тӳремре малалла тӑсӑлчӗ, унта Михаил Игнатьев ҫынсене Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗпе саламларӗ, производствӑра малта пыракансене тӑрӑшуллӑ ӗҫшӗн тав турӗ.

Помоги переводом

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Ринур ҫӳллӗ хыр тӑрӑх вӗренпе хӑпарма темиҫе ҫул каяллах вӗреннӗ, — пӗлтерчӗ биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г.Исаков. — Ҫавӑнпа йӑвасем патне ҫитме йывӑр пулмарӗ.

Помоги переводом

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Кӑҫалхи ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвӗсем ял хуҫалӑх производствин эффективлӑхне ӳстерес тӗллевпе йышӑннӑ экономика витӗмӗн мерисене туса хатӗрлемелли никӗс пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ халӑхӗ ӗҫчен пулнине, республика экономикине хӑйӗн тивӗҫлӗ тӳпине хывнине палӑртнӑ май ӗҫре палӑрнисене правительство наградисемпе чысларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«ЧР культура министерстви Раҫҫей культура министерствипе килӗшӳ тунипе кӑҫал республикӑна 182 млн тенкӗ килнӗ», – палӑртса хӑварчӗ министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан.

Помоги переводом

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Тӗрлӗ ҫулти ҫамрӑксем валли конкурссем хатӗрленӗ кунта, 14 ҫул тултарнисем, ӗнер-паян паспорт илнисем, тӗрлӗ хӑнӑхтарура тупӑшрӗҫ, аслӑраххисем ыйтусене хуравларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Иртнӗ ҫул та вӗсем кунтах ачасен пурнӑҫӗпе «пурӑннӑ»: тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ, пӗрле вылянӑ, савӑннӑ, ӑмӑртусене хутшӑннӑ, концертсенче юрри-ташшипе савӑнтарнӑ…

Помоги переводом

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Кӑҫал ҫӑмӑл атлетикӑпа, ҫуллахи спорт сезонне уҫнӑ чух, районти ҫак мероприятие ирттерессине федераци ертӳҫи Б.В. Андреев ертсе пынипе Муркаш райповӗ хӑй ҫине илчӗ.

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Раҫҫей малашлӑхӗ ҫитӗнсе пыракан ӑрура пулнине тӗпе хурса Чӑ-ваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче кадет класне уҫма хатӗрленеҫҫӗ.

Помоги переводом

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Пухӑнакан кӗмӗле патшалӑхӑн управляющи компанийӗнчен уйрӑм ҫыннӑннине е тепӗр майлӑ куҫарнӑ чухне страховщик улшӑнмасть, унӑн тивӗҫне РФ Пенси фончех пурнӑҫлать.

Помоги переводом

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫакӑ йӑлтах Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗн Миша Григорянӑн 1995 ҫулта ӳкернӗ «Синкер» /Трагедия/ картининче чуна витермелле сӑнарланнӑ.

Помоги переводом

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

2013 ҫулта ял хуҫалӑхне аталантарма ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илекенсене патшалӑх 69,99 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен 17,05 миллион тенкӗ парса пулӑшрӗ.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Кӑҫалхи уйлӑхӑн тӗп хӑни – Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ, тӗрлӗ чӗлхепе юрлакан хрантсус юрӑҫи, эсперантист, окситан чӗлхине аталантаракан Жан-Марк Леклер (Йомо).

Помоги переводом

«Хавал» уйлӑха йыхравлаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22164.html

«Чӑнах ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче те чакаланмасан, хамӑра тӑрантармалӑх пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла та туса илмесен, выльӑх-чӗрлӗх усрамасан ялта пурӑнни мӗн усси?» — терӗ тӗлӗнсе.

Помоги переводом

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Килти архиври тӗрлӗ хутсем, хаклавсем, тавсем, тынӑксем (дипломсем), евтӳсем, сӗнӳсем, чӗнӳсем, ыйтусем, тархаслусем, хуравсем, ирӗксемпе чарусем, чӑннисем, суйнисем…

Помоги переводом

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Каялла шӑвас тесе ҫылтӑм урине те хутлатрӗ, анчах ҫав вырӑнтах чарӑнса тӑчӗ, сывлӑшне пӳлчӗ, — туя тытнӑ карчӑк те тӗлӗнмелле палланӑ ҫамрӑк сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Ку шпионсем шутӗнче Иван Ананьев (шыварман хуҫи), Захар Даналов (Кӳкеҫри ҫиларман хуҫи), Андрей Ананьев (Кӳкеҫ), Константин Иванов, Петр Андреев тата ыттисем те пулнӑ.

Помоги переводом

Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.

Ҫук, мӑшкӑллаттармӗ вӑл чӗр пуҫӑнах, кунашкал мӑшкӑла тӳсес пур — ҫакнашкал хӗрӳ юратупа юратас та ҫук вӑл Виталие, ҫулӑм хыптарас-кӗллентерес те ҫук чӑрсӑр чӗрине.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сахал-и, нумай-и тӳт-тӳрӳтленчӗ вӑл ҫапла — вӑйне вӑйкӑнтарса ӗшенчӗ курӑнать те Матви, алӑка пӗррех урипе пырса тӑрӑслаттарса, тулалла вирхӗнсе те тухрӗ туххӑмрах.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней