Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яштака сăмах пирĕн базăра пур.
яштака (тĕпĕ: яштака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӗсем пурте ман куҫ умӗнче: Толя Попов — яланхи пекех, йӗркеллӗн тумланнӑскер; Дема Фомин — халӗ те хӑйне, яланхи пекех, шӳт тӑвасран тата ашкӑнасран аран тытса чараканскер, Ангелина Самощина — ҫемҫе те сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр, — унӑн сенкер куҫӗсем юлташӗсем ҫине шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ; Вася Левашов — тарӑн шухӑшлӑ та хӑюллӑ ҫын; Майя Пегливанова — яштака, ҫӳлӗ, тутисене мӑнкӑмӑллӑн ҫыртнӑскер, Нина Иванцова — хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытакан шухӑшлӑ, кирек мӗнле хӑрушӑ ӗҫе кайма, юлташа ҫийӗнчех пулӑшу пама хатӗр тӑраканскер, — эпӗ унӑн тӗлӗнмелле тарӑн, шухӑшлӑ куҫӗсене куртӑм, унӑн куҫӗсенче ҫав маттур хӗрӗн пӗтӗм ҫутӑ чунӗ ҫуталса тӑрать; Валя Борц — чӗмсӗр, асӑрхануллӑ, чи хӑрушӑ ӗҫсем тума хушасса кӗтсе тӑракан хӗр; маттур Сергей Тюленин — типшӗм, ача пекех ҫамрӑкскер, пӗтӗм чун-чӗрипех салтак ӗнтӗ; ҫӳлӗ те яштака Жора Арутюнянц — хӑйӗн хура куҫӗсене ялтӑртаттарса тӑраканскер, яланхи пекех, хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытать.

Вот они все передо мной: Толя Попов — по обыкновению, прилично одетый; Дема Фомин — по-прежнему с трудом сдерживающий себя от шуток и шалостей, Ангелина Самощина — красивая девушка с мягкими белокурыми волосами, голубые глаза которой уверенно смотрят на товарищей; Вася Левашов — глубоко задумчивый и смелый человек; Майя Пегливанова — стройная, высокая, с гордой сжатыми губами, Нина Иванцова — мысленная, строгая и последовательная, готовая идти на любую страшную работу, немедленно оказать помощь товарищу, — я видела ее удивительно глубокие, задумчивые глаза, в глазах которых блистала вся светлая душа этой молоденькой девушки; Валя Борц — молчаливая, осторожная, ожидающая приказа о самых опасных делах; бравый Сергей Тюленин — худой, молодой, как ребенок, солдат всей душой; высокий и стройный Жора Арутюнянц, блестя черными глазами, вел себя, как всегда, уверенно и организованно.

«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑрманта ҫапла пулать: пысӑк юманпа юнашар яштака та кӑтра, тулли сӗткенлӗ ҫамрӑк юман хӗвел ҫинелле туртӑнать, ун кӗлеткине тата сӗткенлӗ ҫулҫисене пӑхсанах, ҫакӑн пек яштака йывӑҫ мӗнле тымартан ӳсни, ӑна кам вӑй парса, савса ӳстерни курӑнать…

В лесу так бывает: подле большого дуба полный сока молодой дуб, стройный и кудрявый, начинает тянуться к солнцу, если посмотреть на его ствол и сочные листья можно увидеть из каких корней выросло такое стройное дерево, под чьим вниманием и для кого он был выращен…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Николай Антоныч ҫаплах алӑк патӗнче тӑрать — вӑл яштака, тӗлӗнмелле яштака ҫын, пальтопа, шӗлепкине аллипе тытнӑ.

Николай Антоныч все стоял у порога – очень прямой, удивительно прямой, в пальто и со шляпой в руке.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗвӗ-сийӗ вара вунсаккӑрти пекех илемлӗ те яштака пулнӑ.

Помоги переводом

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Колонна пуҫӗнче — ҫурта пек яштака хӗр.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ним те хурласа каламалли тупаймӑн, илемлӗ ҫын — яштака пӳ-си, ҫаврака пит-куҫ.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Яштака кӗлеткеллӗскер, кӗске кӗрӗк тӳмисене вӗҫертнӗ, хӑлхисене тӑратнӑ ҫӗлӗкне чалӑш лартнӑ, хӑмӑр куҫӗсем хӗсӗнме пуҫланӑ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялта ӑна чи яштака арҫын тесе шутлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштака кӗлеткеллӗ, кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫне пӗр еннелле чалӑшшӑн вырттарса туранӑ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна хирӗҫ кӗлетсем хыҫӗнчен сарлака ҫан-ҫурӑмлӑ яштака хӗрарӑм килет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗлӗк хӑлхисене хыҫалалла ҫыхнӑ шатрарах питлӗ яштака арҫын, кивӗ салтак шинелӗ тӑхӑннӑскер, савӑнах килӗшрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳрте яштака кӗлеткеллӗ, типшӗм те сарӑ сӑн-питлӗ Потапов кӗрсе тӑчӗ, калушне хывса, сӗтел хушшине иртсе ларчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫенӗк умӗнче вӗсене шурӑ кофтӑллӑ, хура юбкӑллӑ яштака хӗрарӑм кӗтсе илчӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштака тирексен ҫулҫисем те шӑрӑха тӳсеймесӗр вӑйсӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен те ниҫталла хусканас килмест.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштака ҫын сулахай хулӗ урлӑ шал енчен тӑваткал куҫлӑ, тул енчен кӑвакрах плащ уртса янӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лариса сӑн-питпе илемлӗ, пӳ-сипе те яштака, сӑмах «илме» те ҫын патне каймасть пулсан та каччӑн кӑмӑл-туйӑмӗ хӗр патне туртӑнми пулчӗ.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫав вӑхӑтра Татьяна патне яштака пӳллӗ, хура куҫлӑ, ҫӳҫне самай ӳстернӗ каччӑ пычӗ те: — Сире билет кирлӗ мар-и, Нарспиҫӗм, пирӗн пӗр ытлашши билет пур, — терӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Санӑн пуҫунта халӗ те ача шухӑшӗ пуль тетӗп, — те кӳренсе, те ывӑлӗ ҫав тери кӗрнеклӗ те яштака пулнине ытараймасӑр юратса пӑхса каларӗ амӑшӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӗске ҫанӑллӑ симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пӗчӗк сумкине хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ, пысӑккине сылтӑм аллипе йӑтнӑ, вӑтам пӳллӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ яштака хӗр пӗр хутлӑ, ҫурма хыр пӗренисенчен купаланӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт патне ҫитрӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эпир яштака пӳллӗ арҫын вӑрӑммӑн утӑмланине киленсе пӑхса тӑраттӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней