Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

энӗр (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗр ҫуртран хӑваласа кӑларнӑ хыҫҫӑн Велюш хӗрӗнкӗ кӗнӗ халпала урам варринчех ҫиле хирӗҫ тӑрать те, тӑсмака та ырхан урине ҫил-тӗр янӑ ӗне пек чаркаласа, хулӑн шӑнӑрлӑ аллипе кӑмӑлӗ туличчен сулкалашать: «Эпӗр-и? — тет вара, кӑкӑрне ҫапкаласа, — энӗр салтак пулккисем! Микул патша хуралҫисем!.. Эсӗр камсем? Хӑртӑксем-ҫке эсӗр! Ҫӑпата пуҫне йӗпетекенсем!.. Эп тесен, Микул патшан пирвӑй кӑрнатирӗ!..» — тесе пырӗ тытаничтен кӑшкӑрашать.

Когда его, надоевшего всем до печенок, выпрут из какого-нибудь дома, Велюш выходит на середину улицы и, растопырив худые длинные ноги, точь-в-точь как корова перед быком, бьет себя в грудь жилистым кулаком, вопрошая округу: «Мы кто? Солдаты полка! Охранники царя Мигулая! А вы кто? Босяки! Оборванцы! Лапотники! Лично я — первый гарнадир царя Мигулая!»

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней