Поиск
Шырав ĕçĕ:
шӑшинни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Никам та! вӑй ҫитерес ҫук вӗсен шӑшинни пек кӑмӑлӗ ун пек вилме!»
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн шӑшинни пек пӗчӗк хӑлхисем палӑрмаллах хӗрелчӗҫ, вӗсене такам лутӑрканӑ пек курӑнчӗ, вӑл кӑмӑлсӑрланчӗ, час-часах пӳлӗмрен туха-туха кайрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чи малтанах ӑна: куҫа шартарса яракан шурӑ платьепе сафьян чувяк тӑхӑннӑ хӗвелпе пиҫнӗ урасем, унтан арҫын ачалла касса янӑ пуҫ, икӗ пысӑк куҫ, икӗ ӗрет шӑшинни пек ҫивӗч шӑлсем курӑнса кайрӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Страницы:
- 1