Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑхличипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Моржӑн асав шӑлӗнчен катӑлса ӳкнӗ шӑл катӑкне кӑларса хучӗ вӑл, ҫав катӑкран Эттай, Кэукай пек, мӗн те пулин касса тума шутланӑччӗ, якӑрлӑ тӳмесем, кӑранташ вӗҫне тӑхӑнтартмаллисем тухса выртрӗҫ, спорт шӑхличипе хуҫмалла ҫӗҫӗ те, пӑсӑлнӑ сехет механизмӗ те, тата ытти япаласем те пулнӑ иккен ун кӗсйинче.

Появились кусок моржового клыка, из которого Эттай пытался, по примеру Кэукая, что-то выточить, несколько пуговиц с якорями, наконечники для карандаша, спортивный свисток, перочинный ножик, механизм от испорченных часов.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Тепӗр тӗлӗшпе вара Ермолая никам та ҫитеймен: ҫуркунне, шыв тулнӑ вӑхӑтра, пулӑ тытас, алӑ вӗҫҫӗнех раксене туртса кӑларас, кайӑк-кӗшӗк тӗлне шыраса тупас, путенесене астарса тытас, хурчкасене ярӑнтарса антарас, шӑпчӑксене «арҫури шӑхличипе» тата «куккукла вӗҫсе» тытас пултарулӑх Ермолайӑн чухлӗ никамӑн та пулман…

Зато никто не мог сравниться с Ермолаем в искусстве ловить весной, в полую воду, рыбу, доставать руками раков, отыскивать по чутью дичь, подманивать перепелов, вынашивать ястребов, добывать соловьев с «дешевой дудкой», с «кукушкиным перелетом»…

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Вӑл мана Марья Ивановнӑна Швабрин вӗсем патӗнчен мӗнле майпа ирӗксӗрлесе илсе кайни ҫинчен, Марья Ивановна пит те йӗрни тата вӗсенчен уйӑрӑласшӑн пулманни ҫинчен, Марья Ивановна вӗсемпе пӗр чарӑнмасӑрах Палаша (харсӑр та ҫивӗчскер, уряднике те хӑй шӑхличипе ташлатакан хӗр) урлӑ ҫыхӑну тытни ҫинчен, вӑл Марья Ивановнӑна ман пата ҫыру ҫырма канаш панине тата ытти ҫинчен те пӗлтерчӗ.

Она рассказала мне, каким образом Швабрин принудил их выдать ему Марью Ивановну; как Марья Ивановна плакала и не хотела с ними расстаться; как Марья Ивановна имела с нею всегдашние сношения через Палашку (девку бойкую, которая и урядника заставляет плясать по своей дудке); как она присоветовала Марье Ивановне написать ко мне письмо и прочее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней