Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫиллине шӑнараймасӑр айӑпсӑр йытта та ятларӑн.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Тока сӳнтерсе пӑхтӑр-ха», — шутларӗ Римма, ҫиллине шӑнараймасӑр ун ҫине тинкерсе.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Тӳрех вӑл Ҫтаппан авланасшӑн мӗнле ҫуннине тата Анютӑна качча илме ӗмӗтленсе пурӑннине аса илчӗ те авӑк кӑмӑлне шӑнараймасӑр ак мӗнле лаплаттарса хучӗ:
17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тихон Иванович кунӗ-кунӗпех ҫиллине шӑнараймасӑр ҫӳрерӗ.
XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Кермӑн, лаҫ умӗнче ҫаплах калла-малла кумаканскер, ӑшне капланнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр икӗ чышкине те чӑмӑртарӗ:
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Манашкал тепӗр ансух!» — хутлӑ-хутлӑ намӑс сӑмах кӗрлеттере-кӗрлеттере, «йӗплӗ сурчӑк» лачлаттарчӗ вӑл ӑшӗнче «качтаки» ҫине, вара ҫиллине шӑнараймасӑр, ӳчӗ ҫумне лапах ҫыпӑҫса ларнӑ тарпа касӑхнӑ кӗпине пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗткелесе уйӑрауйӑра каллех пӗтӗм ӑш-вартан, ҫӑвар тулли усал сӑмах лаплаттарса хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Мӗн пирӗнтен куҫкӗретӗнех кулатӑн? — кӑшкӑрать тӑвар туянма кайнисенчен пӗри, ҫиллине шӑнараймасӑр.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Эпӗ ӑна хӑваласа ҫитсе пусса антараттӑм, ҫилле шӑнараймасӑр ӑҫтан килчӗ унтан ҫатлаттараттӑм.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Михха, ҫиллине шӑнараймасӑр, пупа тӗке-тӗке пӳртрен кӑларса ячӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫиллине шӑнараймасӑр, пӳрте кӗрсе, ним сӑлтавсӑрах арӑмне тата ачисене ятласа тӑкрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗресе хӑпарнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр, куҫ тӗлне никам пулманшӑн тарӑхса, ула йыттине пырса тапрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗресе хӑпарнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр, ним калама аптраса, хапха умӗнче тӑрса юлчӗ вӑл.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӗрпӳрт, Чӑвакай текен ҫырмасенчен, ҫавӑн пекех ытти ҫырма-ҫатрасемпе вар-улӑхсенчен те ҫурхи шыв анма пуҫласан, пӑр хӑвӑрт кӳпчесе хӑпарма пуҫлать, юлашкинчен, ҫиллине шӑнараймасӑр, унтан та кунтан ҫатӑртата-ҫатӑртата ҫурӑлма пикенет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хан ӑна асӑрхарӗ те хӗр ача пуҫӗнчи тутӑра сирсе пӑрахрӗ, ҫиллине шӑнараймасӑр урайне печӗ.
20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Апла мӗн туса пурӑнатӑн эс вӑрманта? — ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Мамич-Бердей.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— На колени! — кӑшкӑрчӗ вӑл ҫиллине шӑнараймасӑр.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл ҫемьере хайӗнпе ҫакӑн евӗр юмахланине илтменччӗ-ха, ҫавӑнпа Фатима чӑрсӑрлӑхӗ ун кӑмӑлне йӑлтах тепӗр майлӑ ҫавӑрчӗ, вӑл ҫиллине шӑнараймасӑр нумайччен хӑй тӗллӗн ҫав тери тулашса ларчӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Каллех пуррисенчен шӑйӑрмалла иккен, — ҫиллине шӑнараймасӑр шӑл витӗр калаҫрӗ лавккаҫӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тукай ҫиллине шӑнараймасӑр ун еннелле лач! сурчӗ те Урасмет патнелле пӑрӑнчӗ.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ӑҫта сирӗн ҫураҫнӑ хӗрӗр, ӑҫта Эрнепи? — терӗ Урасмет ҫиллине шӑнараймасӑр.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.