Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тумтир япӑх пулнипе питӗ шӑннине, шӑн тӑпрана лумсемпе такканине, апат начар пулнине аса илетчӗ.
«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/
Пӗррехинче каҫпа, эпир Зухин патне пухӑнса ҫитсен, тетрадьсем ҫинелле ӳпӗннӗ Оперов, ывӑс ҫинчи шӑн ҫуртасӑр пуҫне, бутылка ӑшӗнчи шӑн ҫуртӑна та хӑй ҫывӑхне куҫарса лартрӗ, вара физикӑпа вӗттӗн ҫырса тултарнӑ тетрадьсене ҫинҫе сасӑпа вулама пуҫларӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра пӳлӗме хуҫа арӑмӗ кӗчӗ те Зухина такам ун патне ҫыру илсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑлтӑра кӗрсе пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух та эпӗ лайӑххӑн вӑранайманччӗ-ха, анчах малти пӳлӗм алӑкӗн ҫӑри, питӗрмелли пӗчӗк кӗле, пӑрнӑҫнӑ урай хӑми, лар, ҫурта лартмалли кивӗ ывӑс, ӗлӗкхиллех тумлам-тумлам хытса ларнӑ шӑн ҫулӑскер, шӑн ҫу ҫуртин халь ҫеҫ ҫутнӑ кукӑр та сивӗ хӑйӑвӗнчен ӳкекен мелкесем, яланах тусанлӑ, кӑларса лартман ик хут чӳрече (эп астунӑ тӑрӑх, ун умӗнче пилеш ӳсмелле), — ҫаксем пурте чуна ҫывӑх туйӑннӑран, вӗсем асаилӳсемпе тулса тӑнӑран, пӗр шухӑшпа ҫыхӑннӑ пек пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑран, эпӗ сасартӑк ҫак савнӑ кивӗ ҫурт хама ҫупӑрланине туйса илтӗм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫивиттисем ҫумӗнчи шӑн пӑр, хӗвел питтинче ирӗлсе, юлашки тумламӗсене пӑтлаттарать, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра йывӑҫсем папка кӑлараҫҫӗ, картишӗнчи сукмак типсе ҫитрӗ, шӑнса ларнӑ тислӗк купипе вите хушшинче тата крыльца ҫумӗнче чулсем хушшипе мӑк пек курӑк шӑтса тухрӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мухортыйӗ хырӑмӗ таран юр ӑшӗнче тӑнӑ, кутлӑхӗпе ҫуна ҫиттийӗ ун ҫурӑмӗ ҫинчен юр ҫинелле усӑнса аннӑ, вӑл шап шурӑ пулнӑ, хӑйӗн вилӗ пуҫне шӑн мӑйӗ ҫинелле усса янӑ; сӑмса шӑтӑкӗсенчен пӑр усӑнса тӑнӑ, куҫӗсем пӑсланса ларнӑ, вӗсем йӗри-тавра куҫҫулӗ шӑнса ларнӑ пек пулнӑ.
X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Шӑн купӑста яшки тата пӗр кашӑк пӑтӑ е шӑн ҫӗрулми нимӗрӗ параҫҫӗ.Кормили супом из мороженой капусты и ложкой каши или пюре из картофеля, тоже мороженого.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ирсерен ура айӗнче шӑн юр кӑчӑртатать, кӑнтӑр тӗлнелле вара ҫӗр пӗтӗмпех йӑшса каять, вара йӗри-таврах март шӑрши, чие йывӑҫҫисен шӑннӑ хупписемпе пирчӗк улӑм шӑрши явӑнать.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пиншак вӗҫҫӗн чавать те чавать, шӑн тӑпрана ката-ката кӑларать.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юрать, аялта, шӑн ҫӗр ҫинче, выльӑхсем валли утӑ тултарнӑ лӑпӑ ларнӑ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Кинӗ хуняшшӗне: «Атте, тула тухса ан шӑн, ҫенӗкре витре пур унта», — терӗ.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Раман, пуҫне каҫӑртса, шӑн ҫырласене шӑлпа тата-тата хыпать.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле шӑн тивнӗ калча пек шанса кайрӗ, «ют ҫӑвар» ӑна авса пӑрахрӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Сивӗ тундрӑра, ӗмӗрхи шӑн ҫинче япаласем начар ҫӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа ӳсентӑран юлашкийӗсем унта ҫӗрмесӗр выртаҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тырпул, пахча-ҫимӗҫ шӑн тӑпра ҫинче, шурлӑхра ӳсме пултарас ҫук, тесе шухӑшланӑ ӗлӗк пурте.Да разве могут расти хлебные растения и овощи на мерзлой почве, на болоте,— так думали все.
Тундрӑри ялхуҫалӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ӗмӗр ирӗлмен шӑн сийе юр шывне тӑпра ӑшне тарӑн кӗме памасть.Слой вечной мерзлоты не пропускает глубоко в землю воду после таяния снегов.
Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫавӑнпа тундрӑра пӗр 50—100 см тарӑнӑшӗнчех ӗмӗр ирӗлмен шӑн сийӗ пулать.Поэтому в тундре уже на небольшой глубине — от 50 до 100 см — находится слой вечной мерзлоты.
Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Шӑн ҫӗр витӗр шыв сӑрӑхса анаймасть, ҫавӑнпа ҫулла тундрӑна кӳлӗсем, шурлӑхсем ула-чӑлан кӑтартса тӑраҫҫӗ.Вода не просачивается сквозь промерзшую почву, поэтому летом тундра пестрит озерами и болотами.
Тундра // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫулла тундрӑра ҫӗр ҫиелтен анчах ирӗлет; 50 сантиметртан аяларах «ӗмӗрхи шӑн» сийӗ выртать.
Тундра // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Мӗн-мӗн курман пулӗ ҫавӑ вунпӗр уйӑхра — шартлама сивӗре шӑн ҫӗре лумсемпе ватса чавнӑ чух, сивӗ бараксенче ҫӗр каҫнӑ чух.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Юр кайса пӗттӗр-ха, шӑн ирӗлтӗр.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.