Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлаварӗ (тĕпĕ: шӑлавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл юнашар утакан хусах ҫине кӑтра ҫӳҫӗнчен пуҫласа купӑсла хутлатнӑ атӑ кунчи таранах пӑхса анчӗ: комбайнпа ӗҫлет пулсан та, кӑвак кӗпи те, хура хӑмӑр шӑлаварӗ те таса, вӗсене паян ир ҫеҫ якатнӑ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Шӑлаварӗ ҫурӑлса кайнӑ, тӑмпа — хӗрлипе вараланнӑ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чылай бухгалтер-счетоводсен пӗрмай пукан ҫинче ларса шӑлаварӗ ҫӗтӗлет.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пулин те, пиншакӗпе шӑлаварӗ пӗр тӗлтен те ҫӗтӗлмен.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшкин кӗпе ҫаннийӗсем те, шӑлаварӗ те йӗп-йӗпе пулчӗҫ.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Куртки те, шӑлаварӗ те, ҫӳхе, питӗ пусмаран ҫӗленӗскерсем, килӗшеҫҫӗ ӑна, ҫамрӑклатаҫҫӗ: шалпар мар, лӑпӑс-лапӑс мар, яту.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Григориу ҫитсе чарӑнчӗ те вараланчӑк шӑлаварӗ ҫине пӑхса илчӗ, Серебряковпа хӗрлӗ ҫӳҫлӗ арҫына ал парса сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳхе пиншак хулпуҫҫийӗсем тӳп-тӳрӗ тӑраҫҫӗ, шӑлаварӗ пӗрре те хуҫкаланман, якатнӑ йӗрӗсем чӑт кӑна палӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Шӑлаварӗ йӗпеннипе ҫийӗнчех каялла сиксе тӑчӗ, ӗнтӗ хырӑм выҫҫи асра та ҫук.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Нускине, пушмакне тӗпӗр-тепӗр тӑхӑнчӗ те йӑпӑр-япӑр ури ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне йӗркене кӗрткелерӗ (пӳрне вӗҫӗпе тӗкӗнкеленипех ӑнланчӗ: шӑлаварӗ вӗҫне тикенек, симӗс сырлан вӑрри, ҫӗрӗк ҫулҫӑ сӑрӑнса тулнӑ иккен), вара, «качтаки» «хӳри» пулма васкаса, хыпӑнсах умри сакӑлта ҫинелле сирпӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫумӗнчи пӑшалӗ тата ҫӗтӗлсе, тӗсӗ кайса пӗтнӗ симӗс шӑлаварӗ ҫеҫ ку ҫын чӑнласах та салтак иккенне кӑтартать.

Только ружье и сильно обтрепанные, полинявшие защитные брюки свидетельствовали о том, что человек этот солдат.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ывӑҫне шӑлаварӗ ҫумне тӑрӑшса сӑтӑрчӗ те ывӑл ачине пуҫӗнчен ачашларӗ:

Он тщательно вытер ладонь о штаны и погладил сынишку по головке:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑмӑр сукна шӑлаварӗ лӳчӗркеннӗ, питне утӑ пӗрчисем касса йӗр тунӑ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Килтен тухса кайнӑ чухне тӗксӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, тӗксӗм симӗс атӑ тӑхӑннӑ.

Уходя из дома был одет в темно-синюю куртку, темно-синие спортивные штаны, темно-зеленые сапоги.

Апаш арҫынни ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33769.html

Чӗлӗм кӗлӗ шӑлаварӗ ҫине тӑкӑнчӗ — ҫын ӑна-кӑна асӑрхамарӗ те.

Пепел с трубки осыпался ему на шаровары — он не заметил этого.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем курӑнса кайрӗҫ, питне сивӗ ҫил перӗнчӗ, шӑлаварӗ витӗрех йӗпе ҫапрӗ.

Открыв глаза, увидел над собой темное небо и звезды; в лицо ему пахнул холодный ветер; пиджак, кафтан и штаны напрочь вымокли.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗпи-тумтирри те ҫавах ун: е тӑвӑр (сӑмахран, кӗпи — вӑл хӗрлӗ пусма кӗпепе, карттусӗ — чӑнкӑ тӑрӑллӑ карттус), е шалпар (атти; ӑна вӑл таса тикӗтпе ҫутатнӑ пулнӑ та, халь ун ҫумне тусан ҫыпӑҫса тулнӑ; шӑлаварӗ — йӑлтӑркка хура шӑлавар).

Одежда, хоть и дорогая, производит не лучшее впечатление: она или мала, взять, к примеру, рубашку из красного ситца и картуз с крутым верхом, или, наоборот, чересчур просторна — сапоги, хоть и начищены были до блеска товарным дегтем, велики и непривлекательны — на них осела вся дорожная пыль; в черных плисовых шароварах он так и путается.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Галимджанӑн ӑшра «Вӑл чӗпписене кунта вӗҫме вӗрентмешкӗн илсе килмен, ҫынсем ӗҫленине кӑтартма илсе килнӗ» текен шухӑш ҫуралать, анчах ӑна юлташне каламасть, шӑлаварӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана шаккакаласа, ура ҫине тӑрать.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эльгеевӑн ҫийӗнчи шӑлаварӗ, салтак пуставӗнчен ҫӗлетнӗскер, чӑнах та кивелнӗччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шалпар шӑлаварӗ — пӑта тӑрӑнсан та тӑруках шӑтарас ҫук.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней