Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрансан, вӑл хӑйӗн ӑшӑ вырӑнӗ ҫинче ачашланса выртать, унӑн тӑрасси килмест, вӑл шухӑшлать те, шухӑшламасть те, кӑштах тӗлӗрет те, тӗлӗрмест те, — ку вӑл шӑп кӑна паянхи куна тивекен хӑшпӗр япаласем ҫинчен — ҫак кунсене, мӗнле те пулин хуҫалӑхри япалана, мастерскоя, пӗлӗшсене, паянхи куна мӗнле ирттермелли ҫинчен тунӑ плана тивекен япаласем ҫинчен шухӑшлать, ку, паллах ӗнтӗ, тӗлӗрни мар; анчах, кунсӑр пуҫне, тата икӗ япала пур, туй хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан виҫҫӗмӗш те пулчӗ, вӑл та, Митя, кунтах, ун аллинче; паллах, Дмитрий тусне хисепленипе «Митя» ӗнтӗ вӑл; ытти икӗ япаласенчен пӗри вара — пурнӑҫра ӑна хӑйне вырӑн, ирӗк паракан ӗҫ ҫинчен шухӑшлани, тепӗр шухӑш — Саша; ку шухӑша уйрӑм шухӑш теме те ҫук, вӑл кашни шухӑш ҫумне хушӑнать, мӗншӗн тесен Саша унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑрать; ҫак шухӑш, ҫак уйрӑм мар, яланхи шухӑш ун пуҫӗнче пӗччен ҫеҫ юлсан вара, — вӑл ун пуҫӗнче нумай, питӗ нумай вӑхӑт пӗччен пулать, — ӑна мӗнле каламалла?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та ҫынсене хӑтӑлас тенӗ шухӑш ҫеҫ мар аптӑратать, тепӗр шухӑш та кӑкӑрӗсене пӑва-пӑва илет, вӑл шухӑш йывӑр шухӑш: ҫынсем ӳкӗнеҫҫӗ, вӗсене намӑс пек туйӑнать, вӗсен ҫиллисем каплана-каплана килеҫҫӗ.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пуҫра час-часах: «Нумаях пымасть пуль ӗнтӗ, эпӗ пӗтсех ларатӑп пулмалла», — текен шухӑш ҫуралатчӗ, анчах эпӗ ӑна, те унран хӑранипе, те вӑтаннипе, — шухӑш вырӑнне мар, шухӑш мӗлки вырӑнне кӑна йышӑнаттӑм.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
«Мӗн тӑвас?!. Килте никам та ҫук — Марье ачисем кӑна, амӑшӗ клиникӑра. Чӗнерти аппан, Санюкӑн, хӑйӗн пӗчӗк ачисем пур, пырайӗ-ши вӑхӑтлӑха Кутемере? Ярӗҫ-ши тата ӑна хуняшшӗсем, ку таранччен хирӗҫсе пурӑннӑскерсем? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ӑша ҫунтарать. — Кайса килесех пулать!» — татрӗ хӑйӗн шухӑшне Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫакӑн пекки вара час-часах пулкалать, йӗркесӗр шухӑш пӑтранчӑкӗнчен, ҫыпӑҫусӑр темиҫе тӗрлӗ плансенчен пӗр питех ансат, уҫӑ шухӑш ҫиеле ишсе тухрӗ, — ҫав шухӑш чӑнласах та вырнаҫуллӑскер, чи маларах пулӑшма пултараканскер пулмалла пек туйӑнчӗ.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шухӑшӗ вара, чӑнах та, пысӑк, патшалӑха кирлӗ шухӑш пулнӑ, — министрӑн мӗнле шухӑш пулма пултартӑр-ха тата урӑх!А мысль была, несомненно, важная, государственная — какая еще может быть у министра мысль!
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Акӑ Зафар пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗрет, вӑл хӑй шухӑшӗнчен хӑй те хӑрать, ӑна ҫийӗнчех манасшӑн вӑл, каярахпа каллех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать, ҫак шухӑш унӑн ӑс-тӑнӗнче ҫирӗпленсех ларать.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Кирек мӗнле пулсан та, хамӑн алӑра ҫавӑн пек вӑйлӑ ҫар тытас шухӑш, ҫав ҫарпа ҫӗнтерес шухӑш… мана… аслӑ ӗҫсем тума ҫуралнӑскере, пӗр провинци те тытса курманскере… мана ҫав шухӑш…
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗсем пире этем шутне хумаҫҫӗ, — пачах урӑх шухӑш пырса кӗчӗ Тынэт пуҫне, анчах сисет вӑл, ҫак ҫӗнӗ шухӑш унӑн малтанхи шухӑшӗпе, ашшӗ ҫинчен, пӗчӗк негр ҫинчен шухӑшланипе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑнса тӑнине.
Тынэт хуйхи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗрререн пӗрре, пирӗн калавӑмӑр пуҫланиччен пӗр ҫирӗм ҫул малтан, унӑн пуҫне ухмахла шухӑш — кучер хӗрне качча илес шухӑш пырса кӗнӗ; хӗрӗ хӑй те хирӗҫ пулман, анчах та улпут ӑна ку пустуй шухӑш, эсӗ ухмаха ернӗ, авланни сана мӗн тума кирлӗ вӑл, тенӗ те — ҫавӑнпа ӗҫӗ пӗтнӗ те вара.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пуҫра темӗн ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнать, шухӑш — шухӑш та мар-ха — шухӑш татӑкӗ-кӗсӗкӗсем пӗр-пӗрне кансӗрлемесӗр ирӗклӗн шӑваҫҫӗ.
11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах пӗтӗм шухӑшсем хушшинче пӗр шухӑш, юрлакансен хушшинчи чи вӑйлӑ сасӑ пек, ҫӗнтерсе ҫиеле тухрӗ: ку шухӑш вӑл — Зинӑна тӗл пуласси.И над всеми мыслями торжествовала одна, как самый высокий голос в хору, мысль о встрече с Зиной.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ акӑ хамӑр тупнӑ тӗлӗнмелле япала, мана кулленхи шухӑшсенчен пӑрса, манӑн шухӑша ҫӳлелле хӑпартса ячӗ, пӗлӳ виҫине ӳстерсе шухӑш итогӗсене пӗтӗҫтерме хӑюлӑх пачӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Астӑватӑп-ха, хам хӳтӗлекен пӗр-пӗр шухӑш маншӑн ытлашши хаклах та марччӗ, эпӗ вӑл шухӑша тепӗр чухне пӑрахма та пултарнӑ, анчах арӑм шӑп кӑна манӑн шухӑша хирӗҫ пулатчӗ те, эпӗ ӑна ниепле те пӑрахма пултараймастӑмччӗ, мӗншӗн тесен парӑнни — арӑма парӑнни пулса тухать.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
«Искуство искусствӑшӑн» тенӗ шухӑш — айванла шухӑш, вӑл «пуянлӑх пуянлӑхшӑн», «наука наукӑшӑн» тенӗ шухӑш пекех киревсӗр япала, тесе вӗрентнӗ Чернышевский.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ҫав шухӑш пурпӗрех вилмерӗ, ниҫта та кайман иккен вӑл, урӑх шухӑшсемпе ҫеҫ юнашар пытанса тӑнӑ — Катя ҫинчен тытнӑ шухӑшпа юнашар.Но она не умерла и никуда не ушла, а только притаилась где-то рядом с другим беспокойством — о Кате.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Усал япала усаллинех ҫуратать, чӑн лирваи асапланса курни тепӗрне асаплантарнинче мӗнле савӑнӑҫ пуррине ӑнланма пулӑшать; усал ӗҫ тӑвас шухӑш ҫын пуҫне ахальтенех пырса кӗме пултараймасть, унпа пурнӑҫра усӑ курас тенипе кӑна пулать вӑл; шухӑшсем вӗсем — пурнӑҫран килнӗ япаласем тенӗ тахӑшӗ: вӗсем ҫурални вӗсене форма парать, ҫав форма вара ӗҫе кӗресси пулса тӑрать; кам пуҫӗнче ытларах шухӑш ҫуралать, ҫавӑн ӗҫӗ те ыттисенчен ытларах пулать; ҫакна пула чиновник сӗтелӗ ҫумне сӑнчӑрланнӑ гени вилет-и е ухмаха тухать-и, ҫавӑн пекех акӑ маттур та тулли вӑй-хӑватлӑ этем, пӗр май лӑпкӑн пурӑнса, шалкӑм ҫапнипе вилсе каять.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шухӑшланӑ шухӑша ҫитер, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, шухӑшланӑ шухӑша ан тат, ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ан тат, усал шухӑш ҫине ан кӳрт, ҫын хурри ан ту, куҫҫуль вӗҫне ан хӑвар, ан юсӑнтар.
Кил пуҫӗн кӗлли (14) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
14. Вилме пӳрнисенӗн шухӑшӗ ҫирӗп мар, пирӗн шухӑшсем иккӗленчӗк: 15. ҫӗрсе пӗтес ӳт чуна пусса тӑрать, ҫак ӳт ҫурчӗ шухӑш шухӑшлакан ӑса путарать.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.