Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ те ман урасене шатӑрах ҫапса хуҫрӑн.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унсӑр пуҫне тата анне вӑхӑтсӑр вилни хул-ҫурӑма шатӑрах аврӗ ӗнтӗ…
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пурччӗ-ха арҫынӗ: Улькка аппан юратнӑ, чун та чӗм, пӗр чӗлхерен шӑкӑлтатса пурӑннӑ, пӗр ҫӑвар ҫӑкӑра та икке пайланӑ, пурнӑҫ ҫулне пӗрле такӑрлатнӑ упӑшки — тапчам, кӑтра хура ҫӳҫлӗ, такам ӑшчиккине те шӑлан йӗппи пек шатӑрах тирӗнсе кӗрекен ҫивӗч хӑмӑр куҫлӑ Феофан, колхозра шоферта ӗҫленӗскер.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Вӑл, ҫавӑн пек тӗреклӗскер, ман аллӑма шатӑрах хуҫса пӑрахӗ.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫанталӑк шӑматкун шатӑрах сивӗтрӗ те шӑн вырсарникун кӑнтӑрла та ирӗлмерӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ал лаппи хресченӗн йышши мар, хӗрарӑмӑнни пекех ҫинҫескер, пӳрнисем вӑрӑм; чӑн та, вӑйӗ пур хӑйӗн, шатӑрах чӑмӑртать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑшӗ-хӑшӗ, Кӗҫение чат ҫывӑххисем, шатӑрах лачӑртатса пӗкӗрӗлнӗ; хӑшӗ-хӑшӗ, чат ҫывӑхах маррисем, тен, капла кӑна мар инкеке те чӑтса ирттернисем, чӑтаҫҫӗ-ха, ӳссе-ӳссе пыракан кӗмсӗркке тӗмескене тинкерӗннӗ те — хурлӑ-хурлӑ хӗв шухӑшӗсене путнӑ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ай, ай, те ҫурӑм шӑмми, те хул калакӗ шатӑрах хуҫӑлчӗ — унтан та, кунтан та кинжалпа чикнӗн яшлаттарать. Пӗтрӗм, вилетӗп, хур-ах!» — урипе урайне тӑкӑртаттарса, сассине халь-халь юлашки сывлӑшӗ тухасла мӗкӗрттерет Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗрине ниепле те ҫырлахтарма пултарайман ҫак арӑш-пирӗше нихӑш енлӗн те хутшӑнмасӑр пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те Нина, савнӑ каччи хыҫҫӑн алӑк шатӑрах хупӑнса юлсан, тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Мукуҫ мучи умӗпе хӑлха-вӑрт варкӑшса иртрӗ, ҫекӗле вӗлт ҫӗклесе купӑс сасси илтӗнекен сӗрелле вӗҫнӗ ,пек тухса чупрӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку хыпар ыррине ҫеҫ, савнӑ этеммин сасартӑк хытнӑ чӗри пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ҫемҫелессе ҫеҫ кӗтсе пурӑнакан килпетлӗ хӗр чӗрине шатӑрах хуҫрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑнтӑрла, плуг майланӑ чух, вӑл пӗшкӗнчӗ те ун ҫухи тӗренне хӑпартса антармалли тыткӑча ҫакланчӗ, вара вартах тӳрленсе тӑрсан, ун тельняшки шатӑрах ҫурмаран ҫурӑлса ӳкрӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Совет влаҫне… урапа… таптама… памастӑпах!.. — шатӑрах ҫыртса лартнӑ шӑлӗ витӗр ӗрлешсе, халӑх ушкӑнӗ ҫинелле вирхӗнсе чупрӗ Макар.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аяк пӗрчи-хӑямачӗ шатӑрах турӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1