Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шансах (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑна тытса килессине шансах калаймӑп, генерал, — терӗ «император» кулкаласа.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ӑҫта кайтӑр вӑл… — хуҫи шансах кайманнине сиссе, кӳренерех хуравларӗ Хӗлип.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патша ӑна, ҫамрӑк тесе, шансах кайман.

Помоги переводом

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Раман, ҫак маркировщик ҫинчен усаллине ҫеҫ илтнӗскер, ӑна шансах каймасть.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Директор, ак, шансах каймасть пек пире.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑваш Республикин юридици пӗрлӗхӗн ҫыннисем ҫӗршыври юриспруденцин чи лайӑх йӑлисене малалла тӑсасса шансах тӑратӑп.

Убежден, что представители юридического сообщества Чувашской Республики продолжат лучшие традиции отечественной юриспруденции.

Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/03/ole ... em-yurista

Эсир ҫак ҫурт ҫав леш… ну, кӳлӗсене тӗпчекен институтӑн пулнине шансах тӑратӑр-и?

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ шансах тӑтӑм: вӑл пӗтӗмпех ӑнланса илет те, ача пулмасть, терӗм.

Помоги переводом

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ сире пулӑшма пултаратӑп пуль тесе шансах тӑратӑп.

Помоги переводом

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шансах тӑратӑп, леш вӑрттӑн истори вӗҫленчӗ пуль ӗнтӗ?..

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шансах тӑратӑп, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах та аслӑ лейтенант мана пит шансах каймасть пулмалла, — калаҫу чарӑнса ларма пултарасран хӑранӑ пек хӑвӑрт-хӑвӑрт малалла каларӗ Оля, — мана сывлӑшри стрелок вырӑнне илсе кайма килӗшмест.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ҫул-йӗр строительствин сферинче пирӗн плансене тем пулсан та анлӑлатӗҫ, шансах тӑратӑп, туллин пурнӑҫлӗҫ», - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ ҫул уҫас умӗн, ҫакӑ «Восток» трасса ҫине те пырса тивнине палӑртса.

«Наши планы в сфере дорожного строительства будут обязательно расширены и, уверен, реализованы в полном объеме», — сказал глава государства перед открытием дороги, подчеркнув, что это также относится и к трассе «Восток».

Путин Мускавран пуҫласа Арзамаса ҫитиччен М-12 трасса участокне уҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... -n-3426697

Пире шансах каймаҫҫӗ те… халлӗхе хамӑра хамӑр шанар.

Помоги переводом

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫакӑнпа ӑрусен ҫар традицийӗсем вӑй илсе пырасса шансах тӑратӑп.

Помоги переводом

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Нурлан Додай ҫак спорта аталантарассипе, популяризаципе пӗрле ӗҫлемеллине шансах тӑрать, ҫавӑнпа Казахстан представителӗсем мастер-классем тата вӗрентӳ ирттерме хатӗр.

Нурлан Додай уверен, что необходимо сообща работать над развитием, популяризацией этого вида спорта, поэтому представители Казахстана готовы проводить мастер-классы и обучение.

Казахстанран Нурлан Додай чи лайӑх спортсменсене Пушкӑртстана илсе килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... ln-3387173

Гвардеецсем присягӑна шанчӑклӑ пулса пурӑнассине, Тӑван Ҫӗршыва чыслӑн пӑхӑнса пурӑнассине, Раҫҫей гражданӗсен хӑрушсӑрлӑхӗпе мирлӗ пурнӑҫне тивӗҫтерессине Путин шансах тӑрать.

Путин выразил уверенность, что гвардейцы продолжат хранить верность присяге, с честью служить Родине и обеспечивать безопасность и мирную жизнь российских граждан.

Путин 71-мӗш гварди мотострелковӑй полкӗн боецсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/politika/2023-08 ... an-3382905

Апла пулсан, пире ӳлӗмрен те укҫа-тенкӗ енчен пулӑшасса шансах тӑратпӑр», - тесе каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанспа рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн Председателӗ Анатолий Аксаков.

Помоги переводом

«Атӑл» стадиона реконструкцилессипе палӑртса хунинчен чылай маларах та строительство ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыраҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/08/atl- ... -huninchen

2030 ҫул тӗлне спорта ҫӳрес текенсен йышне 70% ҫитерме те витӗм кӳрессине шансах тӑратпӑр.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

«Шансах тӑрӑр, манӑн чӗрем ҫинче пӗр чӗптӗм те хура тумха ҫук, таврӑнатӑпах», тесе вӗҫлет вӑл ҫырӑвне.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней