Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанмасӑртарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Укҫа? — шанмасӑртарах ыйтрӗ Актай.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Бетонщикпа электросварщик ҫине куҫ айӗн, шанмасӑртарах пӑхать.

Помоги переводом

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тен, патька-патша Сюльдящов усал ҫын пулнине, вӑл пирӗн юна пайтах юхтарнине пӗлмест пулӗ, — хӑй сӑмахне хӑй те шанмасӑртарах каларӗ ӑна юлташӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Е, мӗн терӗн ҫак эсӗ? — кӑшкӑрса тӑкать вӑл шанмасӑртарах.

— А, что ты сказал? — кричал он подозрительно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйне вилӗмрен хӑтарнӑ ҫыннӑн аллинчен тутлӑ ҫимӗҫсене илнӗ май, асӑрханса, ман ҫине вӑл чалӑшшӑн, шанмасӑртарах пӑхать.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Малтан ҫынсем кун ҫине тӗлӗнерех, шанмасӑртарах, ӗненмесӗртерех пӑхатчӗҫ, «Мӗнле йышӑнать-ха ҫавна Марине?» тетчӗҫ, халӗ хӑнӑхрӗҫ ӗнтӗ: килӗштерет курӑнать Марине ватӑ урҫана.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Моргианӑн ҫӳлти чӳречи ҫав-ҫавах ҫутӑ; унталла шанмасӑртарах пӑхкаласа Гобсон Кука мӑй ҫыххи тӑхӑнтартрӗ, унтан хура, йӑлтӑркка та типӗ куҫлӑ йытта пӳлӗме ҫавӑтса кӗчӗ, анчах хирӗҫ тухакан Детрея курчӗ.

По-прежнему светилось верхнее окно Моргианы; с подозрением взглянув на него, Гобсон прикрепил к ошейнику Кука цепь, затем ввел черную, с блестящим, сухим взглядом, собаку в комнату, но увидел шедшего навстречу Детрея.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Старик ӑна кӑсӑклантарма пуҫларӗ, хӑйӗн ятне ҫапла сумлӑн пӗлтернинчен темӗн чеен кӗтни, шанмасӑртарах кӗтни сисӗнет.

Старик показался ему забавным, важность, с которой он назвал себя, таила неискреннее и хитрое ожидание.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Астис хул пуҫҫине шанмасӑртарах сиктеркелерӗ.

Астис недоверчиво пожал плечами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ шанмасӑртарах итлерӗм, анчах Муза (Комор негрӗсем пуҫлӑхне ҫапла чӗнеҫҫӗ) араба ӗненет пулас.

Я с сомнением слушал, но Муза (так звали начальника коморских негров) сделал вид, что поверил арабу.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Куҫӗсем шанмасӑртарах Гент ҫинче темиҫе хутчен те чарӑнчӗҫ, лешӗ вара хӑйне нимӗн те сисменле ансаттӑн тытать.

Не раз его взгляд подозрительно останавливался на Генте, державшемся беспечно и просто.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ыйха путнӑскере Шау пӗр вӑхӑт шанмасӑртарах тӗсесе ларчӗ, унтан тимӗр савӑтран вӑйлӑн сыпкӑмларӗ те ҫуртана сӳнтерчӗ.

Шау несколько времени подозрительно смотрел на спящего, затем вновь приложился к фляге и потушил свечку.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент матрос тумтирӗпе, ҫавӑнпа га хӑшӗ-пӗри сӑпайсӑррӑн ахӑлтатма пикенчӗ, ыттисем шанмасӑртарах пӑхаҫҫӗ.

Гент был в матросском платье, поэтому некоторые бесцеремонно расхохотались, остальные смотрели с недоверием.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Молли — эпӗ, — терӗ вӑл шанмасӑртарах, анчах чарӑнми кулӑпа ҫиҫсе, — тӳрех пӗтӗмпех калӑр, мӗншӗн тесен эпӗ шутсӑр хумханатӑп, чӑн та, ҫакна манӑн сӑнӑмран нихӑҫан та асӑрхаймастӑн.

— Молли — это я, — сказала она недоверчиво, но неудержимо улыбаясь, — скажите все сразу, потому что я очень волнуюсь, хотя по моему лицу этого никогда не заметят.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эсӗ те-и? — тесе хавассӑнрах, анчах халӗ те пӑртак шанмасӑртарах тепӗр хут ыйтрӗ дозорти ҫын.

— Ты тоже? — уже веселее, но еще с недоверием переспросил дозорный.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Каласа паратӑн… — вӑл ман ҫине сӑнавлӑн тата шанмасӑртарах тинкерчӗ.

— Расскажешь, — подозрительно сказал он, испытующе взглянув на меня.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Фиас ӳсӗр ҫынла, хӑй ҫӗнтернине шанмасӑртарах, ерипен ҫӗкленчӗ, тӳрленсе тӑчӗ те карабинне ӳкерчӗ, ҫакӑн ҫине пӑхмасть те.

Фиас встал медленно и неровно, как бы неуверенный в победе; выпрямившись, он уронил карабин и не обратил на это внимания.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

— Мӗн тӗлленнӗ? — шанмасӑртарах ыйтрӗ Хонс.

— Что приснилось? — подозрительно спросил он.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Ҫийӗнчех тенӗ пек таврӑннӑ Бетси Клиссона шанмасӑртарах тӗсерӗ, анчах упӑшки укҫа вӑрланине тавҫӑраймарӗ.

Почти тотчас вернувшаяся Бетси с сомнением уставилась на Клиссона, но не догадалась о краже.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Том вуҫех кичемленчӗ, хӑрушӑ чӗр чуна ҫапла хаваслӑн сӑнлакан Мунка шанмасӑртарах сӑнарӗ те каялла чакрӗ.

Том затосковал и попятился, с недоумением рассматривая Мунка, так весело описывающего страшное существо.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней