Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шавӗ (тĕпĕ: шав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта вара йӑлтах урӑхла, кунта кӗтӳ шавӗ те, хӗрарӑмсем калинккесене яриех уҫса пӑрахса хӑйсен ӗни-сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӗтсе илни те, ача-пӑча хаваслӑ ҫуйӑхнӑ те, тусан та илемлӗ.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ачана инҫех те мар ӗҫлекен машинӑсен шавӗ илӗртет иккен.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ху ҫулупах ҫӳре! — халӑх шавӗ Касмухха сассине путарчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунталлах ҫывхаратчӗ трактор, анчах кӗҫех шӑпланчӗ те, хӑлхара вӑр-ман шавӗ ҫеҫ кашласа тӑра пуҫларӗ.

Помоги переводом

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑратӑн-тӑратӑн та, куҫ умӗнче тачанка малалла ӗрӗхет, хӑлхана ҫапӑҫу шавӗ пырса кӗрет.

Помоги переводом

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗнле пурӑнатӑн, Раман? — пуйӑс шавӗ витӗр ыйтрӗ хӗр.

Помоги переводом

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шывсикки вӑйсӑр, шавӗ йӑваш.

Помоги переводом

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Таврара — чӗрӗлнӗ ҫутҫанталӑкӑн пин-пин сасӑллӑ шавӗ.

Помоги переводом

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ те ҫынсем хӗвӗшекен пристань тӗттӗмре палӑрми пулса пычӗ, машинсем тата шыва пӑралакан пӑрахут винтин шавӗ майӗпе лере, ҫыранра, ҫынсем кӑшкӑрнине хупласа хучӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Уй-хирте ӗҫ шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть.

Помоги переводом

Уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/66098/

Округри ытти ял хуҫалӑх предприятийӗсен уй-хирӗнче те ӗҫ шавӗ тӑрать.

Помоги переводом

Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %ab%d3%97/

Молотилка шавӗ чылай чухне хӗл кунӗсенче те чарӑнман.

Шум молотилки не прекращался и в зимние дни.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ Какаҫ ялӗн уйне куҫрӗ.

Помоги переводом

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ Ҫулавӑҫ ҫывӑхӗнчи уйра пуҫланнӑ.

Помоги переводом

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Ҫутҫанталӑкри пӗтем чӗрӗлӗхӗн аслӑ ҫыхӑнӑвне халӗ, моторсен шавӗ хытӑран хытӑ илтӗннӗ чух, кантӑк-бетон стенасем ҫӳлтен-ҫӳле хӑпарнӑ чух, уйрӑмах ҫивӗччӗн туймалла та унӑн татӑлма пултаракан сыпӑкӗсене ҫирӗплетессишӗн уйрӑмах хытӑ тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Уҫӑлса-тутлӑланса пыракан сывлӑшра тӑван ялӑн пин саслӑ шавӗ, ачаран илтме хӑнӑхнӑ, ачаран ҫывӑх шав лӑпкӑн юхать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Картишне тухатӑп — стройка шавӗ кӳплетсе те кӗрлесе килет.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах халь ни бульдозерсен кӗрлевӗ, ни машинӑсен шавӗ уйрӑммӑн илтӗнмест ӗнтӗ; темле хӑватлӑ, пӗр пӗтӗмлӗ сӗрлев талккишӗпе сарӑлса килет хыҫран; хыҫран ҫеҫ килнӗн те туйӑнмасть, ҫӗр айӗнчен ҫӗкленет пек, тӳперен те анать пек.

Помоги переводом

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Утсан-утсан (сӑрт пекки ҫине хӑпартӑмӑр-ши) стройка шавӗ каллех уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чугун ҫул тӗмески урлӑ каҫса, ял ҫумӗнчи ҫеремлӗхе антӑмӑр та, машинӑсемпе бульдозерсен, коперсемпе экскаваторсен шавӗ сасартӑках сӳнсе ларнӑ пек пулчӗ.

Помоги переводом

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней