Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтан Кӑтаймасра масар картисене ҫӗнетрӗмӗр, каярах курӑк ҫулакан агрегатлӑ трактор туянтӑмӑр, шкулти чӳречесен пӗр пайне улӑштартӑмӑр, кӑҫал та конкурсра ҫӗнтернӗ май ҫак ӗҫе пурнӑҫлама палӑртнӑ.
«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044
Пирӗн ҫурт — юхан шыв хӗрринче, тинӗс ҫыранӗпе гаваньрен виҫӗ ҫухрӑмра; ҫеҫкене ларнӑ тапхӑрта ырӑ-селӗм шӑршӑ кӑларса-сапаласа чӳречесен умӗнче пысӑках мар улма-ҫырла сачӗ ешерет; парӑссемпе ҫунатланнӑ анлӑ юхан шыв хӑмӑр кӑвакрах тасалӑхпа таҫталла ӑнтӑлать-васкать, — аметист сапаланчӑкӗ; сад хыҫӗнченех бук, ҫирӗк, жасмин, вӗрене йывӑҫӗ-тӗмӗ сӑрса хупӑрланӑ варсем тӑсӑлаҫҫӗ; чуллӑ ҫулсен айккисенче, янкӑр ҫутӑ хӗвел айӗнчи ылтӑн тусан айӗнче, шӑлан ҫырлине пула шурӑ кӗрен ватӑ картасем элес-мелес ӳкерчӗксемпе чӑп-чӑпар, ҫак тусанра, хӑйсем ҫеҫ куракан апат тӗлӗнче, ҫерҫисем шӑртланса вӗткеленеҫҫӗ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Галерея вӗҫӗнчи шурӑ икӗ статуя тата паркет таранах аннӑ тулли кантӑклӑ пысӑк чӳречесен янкӑр ҫути капмар пӳлӗме уҫӑ, хаваслӑ сӗм кӗртеҫҫӗ.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мана ҫав тери савӑнтарса-тӗлӗнтерсе кунта Дюрок патӗнчи евӗр пулса иртрӗ: стена ҫумӗнчи сӗтел айккинче ҫакӑнса тӑракан кантрана туртсан чӳречесен хушшинчи стенаран металл хӑма ҫӗкленчӗ те никель ывӑс курӑнса кайрӗ; унта эрех, савӑт-сапара тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ: какайран пӗҫернисем, улма-ҫырла, кофе.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ ун ҫине пӑхса тӗлӗннӗ самантра, паллах, кулма е асӑрхаттарма хӑяймасӑр, Дюрок чӳречесен хушшинчи стена патне пырса тӑчӗ те ҫакӑнса тӑракан кантраран туртрӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кассӑна шутласан Давенант тарҫӑ хӗрарӑма чӳречесен шалти хупписене питӗрме хушрӗ те ҫӳле улӑхрӗ; Ван-Конетран хыпар ҫитессе усӑсӑр кӗтсе ирттернӗ сивлек кун пирки уйланать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав хушӑрах, тӗнчери мӗн пур ҫуртран чи чаплӑраххи пирки нимӗн те чухла-масӑр, иртен-ҫӳрен хаҫатсем туянать, вӑл, Тиррей, иртсе пыракан чӳречесен тӗлне пирус тӗпӗсене пӑрахаҫҫӗ, вӑл вара Урания Тальбергпа тӗл пуласран га хӑрать, мӗншӗн тесен ылтӑн кушаксемпе, шупка хӗрлӗ сӑнсемпе тулса ларнӑ хӗрлӗ-сарӑ хӑна пӳлӗмӗн чуна килӗшекен пайӑркисем гувернантка ҫинче те йӑлтӑртатаҫҫӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах вӗсем нумай ӗҫленӗ: касса чӗнтӗрленӗ хитре балконсем; сенкер те хӗрлӗ маркизӑллӑ чӳречесен хушшинче авкаланса ӳсекен чечексен чӑтлӑхӗ; арӑслан тирӗ; рояль, юнашар пӑшал; юмахсенчи паттӑрсен-ни пек хӑюллӑ куҫлӑ, кӗре, шухӑшсӑр ачасем; ҫинҫе пилӗклӗ, хитре хӗрсем — кӗсйисенче револьвер, пуҫелӗк тӗлӗнче — кӗнеке; ӑмӑрт кайӑк куҫлӑ сунарҫӑсем, -тата мӗн кирлӗ сире?!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Чӳречесен хӗрлӗ кӗленчи ҫийӗн тӗтӗм мӑрйисен хӗлхемӗсем ыткӑна-ыткӑна вӗҫеҫҫӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӳречесен аялти кантӑкӗсем хӗрлӗрех ҫемҫе тӗспе ҫунса тӑраҫҫӗ.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Цехри хура та ҫӗмрӗк чӳречесен кантӑкӗсем чӗтренсе илчӗҫ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫак тӗтреллӗ, е лайӑхрах каласан, чирлӗ кун, ҫунан ҫурта ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ мар, теттӗм притворсем хурлӑхлӑччӗ; ҫаврака куҫлӑ тӑрӑхла чӳречесен авӑнчӑк кантӑкӗсем ҫинче ҫумӑр куҫҫулӗ юхать.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Жданов ҫыр хӗррипе юр пӗлӗчӗсем вӗҫеҫҫӗ, тротуарсем тӑрӑх утиялланса шӑваҫҫӗ, силленекен хунарсен тӗлӗнче ухмаха ернӗ лапка-лапка юр пӗтӗрӗнет, вӑл подъездсемпе чӳречесен хӗррипе хӗвет, юхан шыв енче вара ҫил-тӑвӑл сӗм тӗттӗмлӗхре ӳлекен паркра алхасать.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чӳречесен умӗнче, пӳртсенче, — кӑвакрах сӑнсем; халӗччен курман вут-ҫулӑма, пӑлхавҫӑсен сивлек, ҫӗтӗк-ҫатӑк кӳлеписене вӗсем канӑҫсӑрлӑхпа, тунсӑхпа сӑнаҫҫӗ.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ пурнӑҫ ун ӑшне тӗкӗр урай тӑрӑх, ҫиҫкӗнекен чӳречесен айӗпе кӗрет.И жизнь входит в него по зеркальному полу, под сияющими окнами.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аэлита, яланхи пекех, вӑл, Лось, кӗтнинчен чипертереххӗн те чаплӑраххӑн кӗрсе тӑрать, ҫӳлти ҫап-ҫутӑ чӳречесен айӗн утса иртет, тӗкӗр урай тӑрӑх унӑн хура кӗпи вӗлкӗшсе куҫать.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Яка стенасенче — чӳречесен хушӑк пек ансӑр, тарӑн анисем.В гладких стенах — узкие, как щели, глубокие отверстия окон.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫакӑн пек минутсенче унӑн кӑмӑллӑ шӗвӗр пичӗ пӗркеленсе, ватӑлса каятчӗ, вӑл чӗркуҫҫисене ыталаса, вырӑн ҫине урайне ларатчӗ те чӳречесен кӑвак тӑваткӑлӗсем витӗр, юр кӗрчӗсем хӗссе хунӑ сарай тӑрринелле, хӗллехи пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем ҫинелле ну майччен пӑхса ларатчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗри-тавра пурте эпӗ халиччен курман пек темле хитреччӗ, ун урисем айӗнче ылттӑн тӗслӗ чаплӑ ковер выртатчӗ, чӳречесен кӗмӗл кантӑкӗсем витӗр, ҫав хӗрарӑм тавра ӑшӑнса, хӗллехи кун пӑхатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн, ҫап-ҫутӑ чӳречесен форточкисем витӗр, уҫӑ сывлӑшалла темле ӑраснарах йышши шӑршӑсем тухаҫҫӗ, эпӗ пӗлмен урӑхла пурӑнӑҫ ҫинчен систерекен, паллашман вичкӗн шӑршӑсем тухаҫҫӗ; чӳрече умӗнче шӑршлакаласа итлесе: ку мӗнле пурӑнӑҫ-ши, ку ҫуртра мӗнле ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ши? тесе чухлакаласа тӑратӑн.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.