Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тухтӑрсене «чӳклесе» те туса пӑхнӑччӗ, анчах усси пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗлӗк кунта тӗшмӗш карчӑкӗсем укҫа чӳклесе пӑрахатчӗҫ, ҫавӑнпа ӑна «Киремет хурами» тетчӗҫ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Чӳклесе пӗтерсен алтӑрти сӑрана пӑртакшарӑн чӗресе ячӗҫ, юлнӑ пеккине хӑйсем ӗҫрӗҫ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Праҫҫи, тӳркӗллине чӳклесе пӑхман, пӗр путекне ан хӗрхен, эрнекун чӳклӗр.
Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Халиччен ӑна чӳклесе парнесем парса кунӑҫтарса тӑман пулсан, тен, тӗнчере пӗтӗмпех ӳпне-питне ҫаврӑнса кайӗччӗ теҫҫӗ ват ҫынсем.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сахвине карчӑк хӑйӗн упӑшки ялта мучавӑр шутланнине аса илсе ҫийӗнчех киремет картине ҫитесшӗнччӗ, унта аслӑ киремете чӳклесе хӑварасшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ун умне кӗтмен ҫӗртен ик юлан ут тухса тӑчӗҫ.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӗллине чӳклесе ирттерӗпӗр тетпӗр.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
3. Вавилон ҫыннисен Бел ятлӑ кӗлетке-йӗрӗх пулнӑ, ӑна чӳклесе тӑма кулленех пысӑк виҫепе ҫирӗм виҫӗ виҫе тулӑ ҫӑнӑхӗ, хӗрӗх сурӑх тата ултӑ виҫе эрех уйӑрса тӑнӑ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ача вӗлерсе чӳк чӳклесе е вӑрттӑн аскӑнса, е асар-писер ӗҫкӗпе иртӗхсе, 24. вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗн тасалӑхне те, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ тасалӑхне те упрамаҫҫӗ, ӗнтӗ пӗри тепӗрне е ултавлӑн вӗлерет, е унӑн арӑмне асӑхтарса мӑшкӑллать.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир хӑвӑр алла илекен халӑхсем хӑйсенӗн туррисене чӳклесе тӑнӑ вырӑнсене — ҫӳллӗ тусемпе сӑртсем ҫинчи, туратлӑ йывӑҫсем айӗнчи чӳк вырӑнӗсене — пурне те пӗтерӗр; 3. вӗсен парне кӳмелли вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухӑр, юписене йӑвантарӑр, катисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр, вӗсен туррисен кӗлеткисене аркатӑр, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗсем юлмиччен пӗтерӗр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1