Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чыхӑнса (тĕпĕ: чыхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Венюк пӗр ҫӑвар сыпсанах чыхӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анчах та Венюк ҫавӑнтах чыхӑнса кайса ӳсӗрме пуҫлать.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Раман тӗтӗмпе чыхӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тракторисчӗ тӗтӗмпе, газпа чыхӑнса тӑнран кайнӑ.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗтӗмпе чыхӑнса вилнӗскер, хытӑ асапланнӑ пулас Сятров.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан сисмесӗрех аллине чӗри тӗлне тытрӗ те, куҫҫулӗпе чыхӑнса, стена ҫумне вӑйсӑррӑн сӗвенчӗ.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ӑна курсанах юр ҫинче юнпа чыхӑнса тапкаланакан пӑшие аса илчӗ.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара Рамана мӑйӗнчен ыталарӗ, пуҫне унӑн сарлака кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, чыхӑнса чуптунӑ хыҫҫӑнхи пек пӳлӗне-пӳлӗне сывларӗ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Следователь, кӗтменрен, чыхӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— …твою мать! — намӑс сӑмахсемпе чыхӑнса кайрӗ хуларан килнӗ чиновник.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майор урамрах сыпкӑм хыҫҫӑн сыпкӑм лӑнкӑртаттарма пуҫларӗ, чыхӑнса кайрӗ, куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ, ыйтрӗ:

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— …твою мать! — намӑс сӑмахсемпе чыхӑнса кайрӗ хуларан килнӗ чиновник».

Помоги переводом

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Тимуш тӑчӗ тарӑхса, намӑсӗпе чыхӑнса.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Кӗске вӑхӑтлӑха тӗнчери радиостанцисем чыхӑнса кайса шарлами пулнӑ, тӗлӗннине ирттерсе яма, сывлӑш ҫавӑрса илме, унтан этемлӗх ҫине цивилизацин ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланни ҫинчен калакан нумай-нумай пӗлтерӳсем сапма яланхи пур передачӑсене те чарса лартнӑ.

Помоги переводом

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр чух вӗсем чыхӑнса, хуплансах лараҫҫӗ.

Помоги переводом

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Хӑсӑк тип пыра лекнипе чыхӑнса кайнӑ вӑл, врачсем ҫапла каланӑ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑранипе ҫӑвара картӑм, унтан, шыв ҫӑтнипе кӗҫех чыхӑнса каяйманскер, ҫӳлелле мечӗкрен ҫивӗччӗн ярӑнса хӑпартӑм.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Халь вилместпӗр ӗнтӗ… — куҫҫульпе чыхӑнса урайне ларчӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Старик тата тем каласшӑнччӗ — чыхӑнса ӳкрӗ, ҫавӑнтах унӑн ҫӑварӗнчен юн палкаса тухрӗ…

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

ХӖВЕТУТ (кулнипе чыхӑнса кайма пуҫларӗ).

ФЕДОТ (от смеха начал задыхаться).

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней